02 марта 2018 г.
ашни йĕркеллĕ çыннăн тата обществăн паха енĕ - ачасемшĕн тăрăшасси. Раççей Президенчĕн çĕнĕ демографи пуçарăвĕсем - ачасемшĕн тимлесе маларах пуçланă ĕçе малалла тăсни. Президент 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсенчен пĕринчех виçĕ çултан аслăрах ачасене ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерес тĕллев лартнăччĕ.
Ку проблема суйлавçăсем тĕрлĕ шайри депутатсене панă наказсенче уçăмлă палăрнă. Асăннă ыйтăва Раççей Президенчĕ çуллен ирттерекен Тÿрĕ лини вăхăтĕнче те хускатнă. Çавăнпа тивĕçлĕ хушу тунă та.
Социаллă объектсем тăвасси - хаклă тата çав вăхăтрах пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Республика ертÿлĕхĕпе депутатсен корпусĕ бюджетра, паллах, тăкаксен тивĕçлĕ статйине çÿ- лленех пăхса хăварнă. Анчах Чăваш Ен федераци центрĕн пулăшăвĕсĕр Президент хушăвне туллин пурнăçлама вăй çитереймен пулĕччĕ.
“Ача сачĕсем - ачасене” федераци программипе килĕшÿллĕн республикăна ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ енчен пысăк пулăшу панă. Анчах çакна палăртмалла, федерацирен ахальтен кăна укçа уйăрмаççĕ, ăна хатĕр проектсене тата никĕслесе çирĕ-плетнисене пурнăçа кĕртме параççĕ. Ку ĕçе республика тата муниципалитетсен шайĕ-нче те туса ирттернĕ.
2012 çулта ача сачĕсене 37647 ача черетре пулнă. Ултă çулта республикăра 8000 вырăнлă 47 ача сачĕ çĕкленнĕ. Унсăр пуçне ытти майсемпе тепĕр 23000 ытла вырăн туса хунă.
Çапла майпа виçĕ çултан аслăрах ачасен ача сачĕ-сенчи черетне пĕтĕмпех пĕтерме май килнĕ. Президент хушăвне Чăваш Ен туллин пурнăçланă. Чылай районта ача сачĕсене çÿреме кăмăл тăвакан икĕ çултан аслăрах ачасем валли те вырăнсем туса хума пултарнă.
Пирĕн Тăвай районĕнче вара икĕ тата виçĕ çултан аслăрах ачасене ача сачĕ-сенче вырăнсемпе туллин тивĕçтернĕ, ясли ÿсĕмĕнчи ачасем валли те вырăнсем пур. Тăвайра 2014 çулта 176 вырăнлă икĕ хутлă ача сачĕ хута кайни пысăк пулăшу кÿнĕ. Ăна хăпартма федераци, рес-публика тата район бюджечĕ-сенчен пурĕ 81 млн та 847 пин тенкĕ уйăрнă.
2 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтересси республикăра 2012 çулхипе танлаштарсан 25 процент ÿснĕ.
Халĕ черетре тепĕр задача тăрать - ясли ÿсĕмĕнчи ачасене вырăнсемпе тивĕçтересси. Çак тĕллевпе 2018-2020 çулсенче шкулчченхи 10 вĕренÿ учрежденийĕ хăпартма палăртнă.
Федерацин “Вĕрентĕве аталантарасси” патшалăх программине пурнăçлама пулăшса республикăри шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче 2018-2019 çулсенче виçĕ çулчченхи ачасем валли хушма вырăнсем туса хума Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен 1 млрд та 336 млн та 104,6 пин тенкĕ илет. Ку вăл 2,5 пин вырăн туса хума май парать.
Асăннă ĕçпе килĕшÿллĕн çыхăнса пыраканни - шкулсем туни. Ача сачĕн çулĕсем питĕ хăвăрт шкул ÿсĕмне куçаççĕ. Ултă çул хушшинче Чăваш Республикинче пурĕ 3675 вырăнлă 10 шкул хута кайнă. Апла пулин те икĕ сменăпа вĕрентекен учрежденисем çав-çавах çук мар-ха. Раççей Президенчĕ вара çакăн пек тытăмпа ĕçлессине 2025 çул тĕлне пĕтерме хушнă.
Чăваш Енре “Чăваш Республикинче 2016-2025 çулсем валли пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче çĕнĕ вырăнсем туса хурасси” çумпрограмма çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2025 çул тĕлне 15745 вырăнлăх 32 шкул тума тата çĕнетсе лайăхлатма, тата çавăн пекех 1000 вырăн йĕркелеме май паракан икĕ çурта юсаса лайăхлатма палăртаççĕ.
Çумпрограммăна пурнăç-лассипе тимлесе Шупашкар хулинчи “Гладков урамĕ” микрорайонта 1100 вырăнлă шкул туса лартнă. Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче 165 вырăнлă шкул 40 вырăнлă шкулчченхи ушкăнсемпе пĕрле ĕçе кĕнĕ. Çурта вĕренÿ корпусĕ валли реконструкци туса çĕнетни Шупашкар хулинчи 4 номерлĕ лицейре 500 вырăн йĕркелеме май панă. Пĕтĕмĕшле тăкаксен пысăк пайне федераци бюджечĕн укçи-тенкипе тунă.
Иртнĕ çулта кăна çумпрограмма пулăшнипе Çĕрпÿ хулинчи “Южный” микрорайонта 1000 вырăнлă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул туса пĕтернĕ. Сĕнтĕрвăрринче 1-мĕш номерлĕ гимнази çуртне ?225 вырăн/ реконструкциленĕ.
2018-2020 çулсенче рес-публикăри 400 вырăнлă кадет шкулне, Шупашкар хулинчи “Волжский-3”, “Çĕнĕ хула” тата “Садовăй” микрорайонсенчи вăтам шкулсене хута яма палăртаççĕ. Çакă вăл хальхи вĕренÿ заведенийĕсен ĕçне палăрмаллах çăмăллатма май памалла. Унсăр пуçне çак çĕнĕ микрорайонсенче пурăнакансен хăйсен ачисене кил çывăхĕнчи шкулсенчех вĕрентме май килĕ. Етĕрнере ?300 вырăнлă/ тата Патăрьелĕнче ?154 вырăнлă/ пуçламăш шкулсем уçăлĕç.
Çапла вара Раççей Президенчĕн хушăвĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.