02 марта 2018 г.

Тăрмăш ял тăрăхĕнчи икĕ ялта 705 кил хуçалăх, 1513 çын пурăнать. Территорире 5 магазин, çыхăну уйрăмĕ, ача сачĕ, чиркÿ, культура учрежденийĕсем, врач офисĕ, перекет офисĕн филиалĕ çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Демографи ыйтăвне илсессĕн, 2017 çулта 13 ача çуралнă, 25 çын вилнĕ, 9 çемье чăмăртаннă, уйрăлакансем пулман, умĕнхи çулхисемпе танлаштарсан кăтартусем лайăхланнă.
Ял тăрăхĕнче 5 ачаллă 4 çемье пурăнать, 27 çемьере 3 е ытларах ача, 74 çемьере - 2 ача, 88 çемьере пĕр ача ÿсет. 2018 çулта 2 ача çуралнă.
2016 çулта ял территорийĕнче 1 çамрăка салтака илнĕ, иртнĕ çул вара 12 яш çар службин тивĕçне пурнăçлама тăнă.
Пушартан асăрханасси те тĕп тимлĕхре. Юлашки 4 çул хушшинче вут-кăвар инкекĕ пулман. Пушар деповĕ ĕçлет.
Выльăхсен йышне сыхласа хăварасси - пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче, мĕншĕн тесен вĕсен шучĕ çуллен чакса пырать. Акă 2018 çул пуçламăшĕ тĕлне Тăрмăшпа Лачкасси ялĕсенче мăйракаллă шултра выльăх - 457 пуç ?çав шутран ĕнесем - 125 пуç/, сысна - 104, сурăхпа качака - 303, лаша 6 пуç шутланнă.
Ял çыннисене пĕрлештерекенни, пĕрле пуçтараканни - культура вучахĕ-сем ăнăçлă ĕçлесе пыни. Тем тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе халăха пушă вăхăта ирттерме хăтлă условисем туса пама тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕ- пе чăннипех те хăпартланма пулать.
«Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕ мĕнле пурнăçланнине тишкерме иртнĕ çул вĕçĕнче Тăрмăша пресс-тур çитрĕ. Ялта культура пурнăçĕ хĕмленсе тăнине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕ сумлă делегаци.
Ялти культура çуртне çĕнетсе юсама пĕлтĕр “Культурăпа туризма аталантарма” программăна хутшăнса 1 млн. та 180 пин тенкĕ укçа-тенке тивĕçнĕ. Культура учрежденийĕнче пысăк ĕçсем пурнăçланă пулин те, çĕнетсе типтерлемелли чылай-ха.
Вырăнти пурнăçа хăтлăрах тăвассипе ял хастарĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, ял спортсменĕсем - ветерансемпе çамрăксем - хăйсем укçа пуçтарса Тăрмăшри культура çуртĕнчи спортзалри электропроводсене çĕнĕрен улăштарнă. «Пуçаруллă бюджет йĕркеленĕвне чăвашсен йăлана кĕнĕ нимепе танлаштарма пулать, вăл пулăшнипе пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене халăхпа, пĕтĕм йышпа татса параççĕ. Халăха кирлине шута илсе, вырăнти пуçарусене эпир вăрах вăхăтлăх малашлăхра та пулăшма хатĕр»,- тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
2017 çулта ял тăрăхĕ “ЧР вырăнти пуçарусем çинче никĕсленекен общество инфратытăмне аталантарасси” программăпа килĕшÿллĕн ача сачĕн çуртне юсама 1 млн. та 600 пин тенкĕ уйăрнă. Кунта шыв тата ăшă пăрăхĕсене улăштарнă, чÿречесемпе алăксене çĕнетнĕ. Юсав ĕçĕсем тума уйăрнă укçан пĕр пайне халăхран пухнă. Тавах пархатарлă ĕçшĕн ял халăхне. Пирĕн тăрăхри пек пуçаруллă çынсемпе палăртнă ĕçсене пурнăçласси пирки иккĕленÿ çук. Пуçаруллă бюджет мелĕпех кăçал Лачкассипе Тăрмăш ялĕсенчи масарсем йĕри-тавра сетка тытса çаврăнасшăн.
Çул-йĕр тăвассипе ĕçлемелли чылай-ха. 3 çул хушшинче Тăрмăш ялĕнчи К.Маркс урамĕнче вак чул сарнă. Ленин урамĕнче 500 метр асфальт çул тунă, çак урамăн тепĕр енче 200 метр çула юсаса хытарнă.
Ял тăрăхĕнче урамсене çутатса тăма каякан расхута чакарма энерги перекетлеме май паракан лампăсемпе улăштарса тухнă. Ленин, Чебоксарская, Лесная урамĕсенчи электричество линийĕсене тĕпрен юсас ĕçсене “МРСК Волги”-Чувашэнерго” ПАО пурнăçланă.
Икĕ ялта пурăнакансене шывпа тивĕçтерес ыйтусене татса пама май килнĕ. Тăрмăшпа Лачкасси ялĕсенче юрăхсăра тухнă насуса çĕннипе улăштарнă.
Çурхи-кĕрхи тапхăрта урамсене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртесси, йывăçсем, чечексем лартса илемлетесси тĕп вырăнта тăрать. Субботниксене ял тăрăхĕн депутачĕсем, культура ĕçченĕсем, ял çыннисем активлă хутшăнаççĕ.
Тăрмăшри Асăну монуменчĕ çумĕнче пограничниксемпе хирĕçтăрусене хутшăннă ветерансен ячĕпе ятарлă юпа лартнă. Ку ĕçе Александр Платонов хăй пуçарса йĕркелесе пынă. Ăна уçма Етĕрне, Шупашкар хулисенчен те ятарлă ушкăнсем килнĕ. 150 ытла хăна пулнă мероприятире.
2017 çулта икĕ ялĕнче те паллă таврапĕлÿçĕсен - Э.Ушаковпа В.Сидоровăн “Сортсемовощ. Детский сад” кĕнекине хакласа презентаци иртнĕ.
Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пынинче обществăлла организацисен тÿпи пысăк. Пенсионерсен ?ертÿçи Г.Н.Павлов/, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен ?М.А.Суракин/ канашĕсен пĕр-пĕринпе ăнланса, канашласа ĕçленин çимĕçĕ - ăрусен çыхăнăвне çирĕплетсе, çамрăксене патриотла воспитани парасси çине ырă витĕм кÿни. Акă, хĕрарăмсен канашĕн членĕсем ял халăхĕпе тĕрлĕ мероприяти пуçарса ирттереççĕ. Ахальтен мар унăн ертÿçине, ял тăрăхĕн депутатне Т.В.Ялугинана Раççейри хĕрарăмсен союзĕн, Е.Н.Матросована çак союзăн республикăри Канашĕн Хисеп грамотисене, В.А.Николаевапа Е.В.Иванована Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă.
Сумлă ветерансене, аслă ăрури çынсене чысласси - ырă йăла-йĕркере. Юлашки вăхăтра К.П.Птичкинапа П.Ф.Дмитриевана 90 çулхи юбилейĕсемпе савăнăçлă лару-тăрура саламланă, Раççей Президенчĕн Тав çырăвне панă.
Çамрăксем яла юлса тымар яраççĕ. Вĕсене ытларах та яла хăварас тесен тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелемелле. Ку енĕпе ĕçлемелли чылай-ха. Халăхпа тачă çыхăнса, вырăнти пуçарусене аталантарса, хастарсем пулăшса ĕçлесен ÿсĕмсем пулаççех.