АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ 50 километра парăнтарасшăн

02 марта 2018 г.

Халĕ 50 километра парăнтарасшăн

Хăвăрт утассипе Сочире Раççейри хĕллехи чемпионат иртнĕ. 20 ытла регионтан чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннă. Унта Чăваш Енрен кăна 17 атлет хутшăннă. 5 тата 10 çухрăмлă дистанцисенче пирĕн спортсменсем наградăсăр юлнă. Олимп паркĕнчи трассăра арçынсемпе хĕрарăмсем 20 тата 35 çухрăма парăнтарассипе те тупăшнă. 35 километрлă дистанцие илес пулсан, унта пирĕн район хĕрĕ Надежда Мокеева ?сăн ÿкерчĕкре варринче/ финиша иккĕмĕш çитсе, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Тушкилте çуралса ÿснĕ маттур пикене пысăк çитĕнÿпе телефонпа шăнкăравласа саламларăм. “Тепрехинче ылтăнпа савăнтар ентешсене”, _ тесе ăнăçу сунтăм.
Надя çав вăхăтра тăван ялĕнчеччĕ. Ашшĕ-амăшĕпе, Владимир Николаевичпа Венера Ивановнапа, 5 çулти Настя йăмăкĕпе пĕрле тин çеç йĕлтĕр-пе ярăнса кĕнĕрен, сывлăш çавăрса яма та ĕлкĕрейменччĕ пулас. “Тĕпсĕр кÿлĕ” текен вырăна килĕштереççĕ иккен Мокеевсем. Халь те унта çитсе килнĕ. Надеждăн аслашшĕ нумай йывăç лартса хăварнă унта. Сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнакан çемьери чи аслин ырă тĕслĕхне ăша хывса ÿснĕ Надежда мăнукĕ халĕ Шупашкарти кооператив институтĕнче 3 курсра, юриста вĕренет.
_Хĕллехи сессине лайăхах тытрăм, пĕрремĕш курсранпах пур экзамена та “пиллĕксемпе” кăна паратăп, _ интересленекен ыйту çине кăмăллăн хуравларĕ хĕр.
Калаçу тренировкăсем çине куçрĕ. Кунта вара вăл хăйĕн çине тăраслăхĕпе, çирĕп кăмăлĕпе, тÿсĕмлĕхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Тĕп хулари аслă шкулта вĕренекен студенткăн вăхăчĕ ытларах Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче иртет. Кулленхи кун йĕрки çаплалла: 7 сехетрен 9 сехетчен _ ирхи тренировкăсем, унтан _ вĕренÿ занятийĕсем, 17.00 сехетрен 19.00 сехетчен _ каçхи тренировкăсем. Уçă манежри дистанци 45_50 км тăсăлать. Çапла, ăнтăлусăр, тар тăкмасăр пулмасть çав çĕнтерÿ. Дипломсемпе грамотăсен шучĕ çĕртен те иртет, медальсем аллăран та ытла. Унсăр пуçне кубоксем, призсем...
Хăвăрт утассипе Михаил Кузнецов тренер патĕнче ăсталăха туптать Тăвай хĕрĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн Надежда. Халĕ хăвăрт утассипе Кисловодскра иртекен чемпионатра 50 км дистанцие парăнтарма хатĕр- ленет.
Вăл Пхенчханри олимпиадăна хутшăннă Татьяна Акимова биатлонисткăн çывăх тăванĕ. Чăваш Енре хăвăрт утассипе палăрнă тепĕр пикепе Вера Матвеевапа ?Йăнтăрчăра çуралса ÿснĕ/ хурăнташлă вĕсем. Вера республика пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕччĕ. Çапла, спорта юратакансем пĕр-пĕ-рин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе, пĕр-пĕрне хавхалантарса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика