АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăла-йĕркене упраса

02 марта 2018 г.

Тăрмăшри культура çурчĕ умне пуçтарăнчĕç Çăварнине уявлама ялти ачасемпе çамрăксем, кукамай-кукаçисем. Часах тăватă лав çитсе те тăчĕ. Вĕсен хуçисем - Аркадий Антонов, Александр Яшуткин, Алексей Рузавин, Даниил Крылов кÿлнĕ лашисене тутăрсемпе, лентăсемпе илемлетнĕ, шăнкăравне те çакнă. Часах купăспа çăварни юррисене шăрантарса, шакăртмасемпе шакăртаттарса тăватă лавпа ял урамĕсем тăрăх катаччи чупрăмăр, чарăнса тăрса ташша яра патăмăр. “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсемпе пĕрле ялти шкул ачисем сăвă каласа Çăварни карчăккине çунтарчĕç, усалсем çухалччăр, ыррипеле лайăххи кăна юлччăр тесе хулăпа çапкаларĕç. “Çуркунне” ?Вика Симушкина/ “Хĕллене” ?Кристина Рузавина/ хăваласа ячĕ, ăшă та лăпкă çанталăк илсе килетĕп, терĕ. Марина Иванова культура çурчĕ умĕнче икĕ çатмапа пĕлĕм пĕçерсе ĕлкĕрсе тăчĕ. Вĕри икерче ачасем те, аслисем те кăмăлласах астиврĕç.
Маринăпа Сергей Владимировсем çуллă пĕлĕмпе çиме пылне илсе килнĕ. Галина Табаева хăнасене килти чăкăтпа сăйларĕ, Римма Степановапа Светлана Спиридонова тĕрлĕ салатпа пĕрле килте тунă тутлă сăрапа та хăналарĕç. Валерий Макаров чăмăр пăрçине шÿтерсе ăшаланă, пурнăç тулăх пултăр тесе, пурне те валеçсе пачĕ, йĕри-тавра сапрĕ.
Çавăн пек уявсем ирттерни хамăрăн ырă йăла-йĕркене упраса хăварассипе пĕрлех уявсене çĕнĕлĕхсем кĕртме пулăшаççĕ, ачасенче те чăвашлăх туйăмĕ çуратать. Атте-аннесен, асатте-асаннесен юрри-кĕввисене малалла та аталантарса пырасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика