27 февраля 2018 г.
Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, пĕрлехи информаци кунĕ иртни çинчен “Ял ĕçченĕ” хаçатăн иртнĕ номерĕ-нче кĕскен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Шупашкартан пирĕн района килнĕ информушкăн ертÿçи Светлана Ананьева тĕлпулусенче çынсене Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕр-ленес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра суйлавçăсене пулас суйлав тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кандидачĕсем çинчен каласа ăнлантараççĕ, кандидатсем хăйсем те регионсене, коллективсене тухса çÿреççĕ, суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ, харпăр хăйĕн программипе паллаштараççĕ. Çавăн пекех суйлавçăсемпе кандидатсен шаннă çыннисем, штабĕсем ĕçлеççĕ, çынсен шухăш-кăмăлне, ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илеççĕ. Халĕ активлă агитаци тапхăрĕ тата паха сĕнÿ-сене малашлăх ĕçсем валли суйласа илес вăхăт пырать, тенĕ Светлана Ивановна.
Хальхи вăхăтра инçетри регионсенче срокчен сасăласси пуçланнă.
2018 çулта пенси тытăмĕнче пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсемпе, çав шутра тÿлевсем енĕпе, социаллă пенсин çĕнĕ тÿлевĕпе, патшалăх служащийĕсен пенсине палăртмалли условисемпе çыхăннă ыйтусемпе паллаштарнă тĕлпулусенче.
Çапла ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенсийĕсене 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 3,7 процент индексациленĕ, ку вăл 2017 çулхи инфляци прогнозĕн кăтартăвĕнчен пысăкрах. Индексацие пула страхлав пенсийĕ шутĕнчи тÿлев виçине уйăхра 4982,9 тенке çитернĕ, пенси балĕн хакĕ 81,49 тенкĕпе ?2017 çулта - 78,58 тенкĕпе/ танлашнă.
Чăваш Республикинче пенси çумне хушса тÿленине 276 пин ытла ĕçлемен пенсионер тивĕçнĕ. Ку вăл пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,8 хут пысăкрах.
Февралĕн 1-мĕшĕнчен федераллă льготниксене уйăхсерен паракан укçа тÿлевне ?ЕДВ/ 2,5 процент чухлĕ индексациленĕ, вăл 2318 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикинче çак хушăм 103 пин федераллă льготник пурнăçне çăмăллатать, вĕсенчен 80 ытла проценчĕ - инвалидсем.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пенсийĕсене, çав шутра социаллисене те, 4,1 процент хăпартасса кĕтеççĕ.
Августăн 1-мĕшĕнчен ĕçлекен пенсионерсен страхлав пенсине 2017 çулшăн тÿленĕ страхлав взносĕсем тăрăх çĕнĕрен шутласа параççĕ, çакна 3 пенси балĕ е уйăхра 25 пин тенкĕ таран шалу виçи çинчен йĕркелеççĕ.
Раççейре 2015 çултанпа вăйра тăракан пенси формулипе килĕшÿллĕн 2018 çулта страхлав пенсине тивĕçмешкĕн граждансен 9 çултан кая мар стаж тата 13,8 пенси балĕ кирлĕ. Çакна 2025 çулччен пыракан куçăм тапхăрĕпе пăхнă: кирлĕ стаж çуллен 1 çул, пенси балĕ-сен хисепĕ 2,4 хушăнса пырать. Енчен те пенси çулен ÿсĕмĕ çитнĕ тĕле стажпа пенси балĕ-сем çителĕксĕр пулсан, страхлав пенсине каярах пама пултараççĕ е социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ ?хĕрарăмсене - 60 çултан, арçынсене - 65 çултан/.
Федерацин социаллă хушма тÿлевне ĕçлемен пенсионерсен тупăшне регионти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитерес тĕллевпе туса хунă. Чăваш Енре çак виçе 2018 çулта 7953 тенкĕпе танлашать. Федерацин социаллă тÿлев виçине 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ÿстернĕ. Ăна регионти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă ĕçлемен пенсионерсем тивĕçеççĕ.
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсин çĕнĕ тĕсне кĕртнĕ, ăна ашшĕ-амăшĕ паллă мар ачасем илеççĕ. Ку шута пăрахса, хурса хăварнă е тупăннă ачасем тата çуратнă хыççăн амăшĕ медицина организацийĕнче хăварнă ачасем кĕреççĕ. Вĕсен социаллă пенсийĕ тăлăх-туратсеннипе пĕрешкел: паянхи кун вăл - 10068 тенкĕ те 53 пус. Ăна çуллен индексацилесе пырĕç. Пенсие 18, вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа пĕлÿ илекен студентсене 23 çулччен параççĕ, усрава илсен тепĕр уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен асăннă пенсие пама пăрахаççĕ.
2018 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа патшалăх ?муниципалитет/ служащийĕ-сен ватлăхри страхлав пенсине, çав шутра маларах тухмаллине, тивĕçмелли пенси ÿсĕмĕ хĕрарăмсемшĕн 56, арçынсемшĕн 61 çул шутланать. Асăннă категорири граждансен пенси ÿсĕмне тапхăрăн çуллен 6 уйăх пысăклатса пыраççĕ, хĕрарăмсенне 8, арçынсенне 5 çул ÿстернипе 2026 çултан пуçласа патшалăхăн арçын служащийĕсем пенси ирĕкне 65-ре, хĕрарăм служащисем 2032 çултан 63-ре илеççĕ.
Пенси çулĕн ÿсĕмĕ пысăкланасси патшалăх ?муниципалитет/ службинче тăнă тапхăра кăна тивет. Гражданин страхлав пенсине палăртмашкăн çав вырăнта ĕçлеме пăрахнă хыççăн ыйтсан, ăна çав кунранах тивĕçтереççĕ ?чăн та, тивĕçлĕ канăва тухмашкăн пурин валли те çирĕплетнĕ ÿсĕме çитсен/. Страхлав пенсине илекен çын патшалăх службине вырнаçсан вăл ватлăхпа паракан пенсие малалла та илсе тăрĕ.
РФ Пенси фончĕ регионсен социаллă программисене 2000 çултанпа укçа уйăрса пулăшать. Асăннă тапхăрта Чăваш Республикине пурĕ 278 миллион тенкĕ уйăрса панă. Вĕсене тĕрлĕ программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртме уйăрнă. Пенси фончĕн 2018 çул валли çирĕплетнĕ бюджетĕнче те Чăваш Енри социаллă программăсене пурнăçа кĕртме чылай пысăк сумма - 108,3 миллион тенкĕ хывса хăварнă.
Информушкăн членĕсем тĕлпулусем вăхăтĕнче çĕкленĕ ыйтусем çине те тĕплĕ хуравлама тăрăшнă. Çынсем пенси реформипе, пурнăç пахалăхĕн условийĕсене, халăха медицинăпа тивĕçтерессине лайăхлатассипе, ялсене тирпей-илем кĕртессипе, урамсене çулсем сарассипе ыйтусем ытларах панă.
Юлашкинчен Пĕрлехи информаци кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Район администрацийĕн çуртĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Информаци кунĕнче çĕкленĕ ыйтусене шута илнĕ.