АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГСВГ ветеранĕсемпе тĕл пулнă

27 февраля 2018 г.

ГСВГ ветеранĕсемпе тĕл пулнă

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа хăй вăхăтĕнче Германире çар тÿпине пурнăçланă Тăвай тăрăхĕнчи ветерансен пухăвĕ пулса иртнĕ. Воин-интернационалистсен организацийĕ халĕ Чăваш регионĕнчи уйрăм обществăлла организаци “Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ - стран Варшавского договора” ятлă, ăна юридици йĕркипе 2017 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче регистрациленĕ.
Ветерансен пухăвне асăннă обществăлла организаци пуçлăхĕ, запасри полковник В.Н.Степанов, унăн çумĕ, запасри подполковник Ю.П.Филиппов тата ытти çĕртен килнĕ ГСВГ ветеранĕсем те хутшăннă. Çав кун Пĕрлехи информаци кунĕ пулнă май, ГСВГ ветеранĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева тĕл пулса калаçнă. Пуху вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă, çав шутра умĕнхи çулта туса ирттернĕ ĕçсем, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси, малашнехи ĕçсен планĕ тата ытти те. С.Ананьева тата В.Степанов ветерансен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравланă, Çĕршыва хÿтĕлекенсен уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. Ветерансене “Сто лет Российской Армии 1918-2018” медальсем парса чысланă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика