АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăхăтпуçсем уявра

27 февраля 2018 г.

Сăхăтпуçсем уявра

Çăварни ĕлĕк-авалтан пыракан йăла праçникĕ-сенчен пĕри шутланать. Ăна Аслă типĕ умĕн паллă тăваççĕ. Çăварнире хĕле хăвалаççĕ, куна вăрăмлатмашкăн, пурнăçа савăклатмашкăн хĕвеле вăй илме пулăшаççĕ. Çăварнин юлашки кунĕ - каçару вырсарни кунĕ те. Çак кун тĕне ĕненекенсем хăйсен çылăхĕсемшĕн Турăран тата пĕр-пĕринчен каçару ыйтаççĕ.
Сăхăтпуç ялĕнче те халăха Çăварни уявĕ пухрĕ. Вăл райпо лавкки умĕнчи лапамра иртрĕ. Тĕрлĕ вăйăсем, кулăшсем, конкурссем, юрă-ташă тата ытти те кăмăла килчĕ халăха. Уява пухăннисем пĕлĕмпе тата вĕри чейпе сăйланчĕç. Праçник вĕçленеспе Хĕлпе сывпуллашнине тата Çуркуннене кĕтсе илнине сăнласа катемпине çунтарчĕç.
Уяв тăршшĕпех кĕвĕ-çемĕ янăрарĕ, çынсем ташларĕç, вăйăсем выляса савăнчĕç, сăн ÿкерчĕксем турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика