27 февраля 2018 г.
Кăçал Республика кунĕ Красноармейски районĕнче иртет. Çавна майăн та çак кунсенче “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕ ?ертсе пыраканĕ ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова/, Енĕш Нăрваш халăх театрĕн артисчĕсем ?режиссерĕ З.Васильева/, Тăвайри культура çурчĕн ĕçченĕ-сем ?ертÿçи Арина Алексеева/ унти район центрĕнче уяв концерчĕ лартса пачĕç.
Анлă программăна тăрмăшсем уçрĕç. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем сцена çине хушпу-тухья, ум çаккипе касите, чăн чăваш тумĕ тăхăнса тухрĕç, чăваш халăх юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç курма килнĕ çынсене. Л.Андреева, Г.Табаева, Е.Иванова, Л.Агафонова, Н.Семенова, В.Алексеева, И.Звонарева, А.Антонов, В.Макаров, А.Васильев, П.Ягодкин хамăр ялти çăварни юррисемпе те паллаштарчĕç. Тăрмăш ялĕнче çăварни юррисене икĕ тĕрлĕ кĕвĕпе юрлаççĕ. Аслăраххисем тăсарах юрлаççĕ пулсан, çамрăксем хăвăрттăн-хăвăрттăн татса юрлаççĕ. Сцена çине пысăк пурçăн тутăрсемпе тухрĕç маттур юрăçсем. Ытти юрăсене юрланă чухне те тумсене улăштарса тăчĕç. Купăспа Николай Петров хавхалантарса пычĕ. “Кам-ши, кам-ши” юрра залра ларакансем те Г.Табаевапа пĕрле юрларĕç. Галина Пантелеймоновна шăпчăк пек уçă сассипе пурне те тыткăнларĕ. Елена Матросова “Сарă кайăк”, “Курас килет” юррисене ентешсен ячĕпе шăрантарчĕ. Красноармейски ялĕнче иккĕмĕш сыпăк-ри пиччĕшĕ В.В.Соловьев пурăнать, кунти ветерансен хорне çÿрет. Сăхăтпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ кÿршĕ ялта пурăнакан В.И.Абрамова та пилĕк çухрăм çуран район центрĕ- нчи хора çÿрет. Вăт еплерех маттур пирĕн ентешсем! Петр Ягодкин юрлакан “Звезда моя далекая” юрăна куракансем кăмăллăн йышăнчĕç. Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи “Туслăх” ушкăн “Ай, ишет-и, пăлан” тата “Вăрăм чăрăш тăрринче” юрăсене çепĕççĕн кăларчĕ.
Енĕш Нăрваш ялĕнчи халăх театрĕн артисчĕсем тĕрлĕ-рен сценкăсемпе интермедисем лартса куракансен кăмăлне çĕклентерчĕç. Эстрада юррисем те пуянлатрĕç концерта. Галина Русская “Вăрманта çырлара”, “Виновата ли я;” юрăсене, Зоя Васильева хăй кĕвĕленĕ “Эс те, эп те ман тăван”, “Кума”, “Уйăх çинчи хĕр” юрăсене шăрантарчĕç. Вячеслав Ефимов та вĕсенчен юлмарĕ, “Кайăксем юрлаççĕ” юррине парнелерĕ. Владимир Совинпа Надежда Иванована, Арина Алексеевана ?Тăвай ялĕ/ тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Алексей Моисеев ?Элпуç ялĕ/ вырăсла та, чăвашла та юрăсем шăрантарчĕ. Арçынсен ушкăнĕн ?В.Ефимов, В.Совин, А.Моисеев, А.Захаров/ “Роза” юррине те кăмăлларĕç красноармейскисем. Тăвай халăх хорĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ушкăна та ?ертÿçи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р.Маркова/ ăшшăн йышăнчĕç куракансем.
Питĕ тарават кĕтсе илсе кăмăллăн ăсатрĕç тăвайсене. Концерт пурне те килĕшнине пĕлтерчĕç, татах та килме ыйтрĕç. Красноармейскинчи ветерансен хорĕ пирĕн ялта виçĕ хутчен пулнă концертпа. Хамăрăн проекта эпир “Туслăх кĕперĕ” ят патăмăр. Пирĕн хутшăнусем яланах çирĕпленсе пыччăр. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿрени, калаçни, ĕç-хĕл-пе паллашни, тăвансене манманни _ лайăх пулăм. Малашне те çаплах туслă пурăнасчĕ.