27 февраля 2018 г.
2017 çулта район территорийĕнче РФ УКан 159 статйин 2 пайĕпе ?улталаса укçа вăрланăшăн/ 3 уголовлă ĕç пулнă, ку вăл пĕтĕмĕшле преступленисен 12,5 проценчĕ, умĕнхи çулхипе танлаштарсан 4,1 процент сахалтарах. Паллах, çынсем хăйсен тимсĕрлĕхне, асăрханманнине пула ултавçăсен аллине çакланаççĕ, банк карттисенчи укçасăр тăрса юлаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене ытларах чух “Авито.ру” социаллă сайт урлă тавар туяннă е сутнă чух асăрхама пулать. Сăмахран, Тăвай районĕнчи пĕр хĕрарăм “Авито.ру” урлă вăкăр сутма шутланă. Ал айĕнче банк картти пулманран хăйĕн тăванне пулăшма ыйтнă, телефон номерне пĕлмен çынна пĕлтернĕ. “Сбербанк Онлайн” услугăн парольне пĕлнĕ хыççăн, ултавçă икĕ карттă çинчен 20 пин ытла укçана кĕсьене чикнĕ.
Тепĕр хĕрарăм та чее “су-туçă” аллине çакланнă. Йÿнĕ-рех хакпа тавар туянма хăтланса, заказ панă хыççăнах электронлă почтăпа килнĕ счет çине укçа куçарса панă. Ултавçăсене тупса палăртма йывăр. Вĕсем хăйсен йĕрне çухатас тесе темле май та шутласа тупаççĕ. Эрех ĕçекенсен, “бомжсен” ячĕсемпе сим-картăсем илеççĕ. Чылай чухне счет çинчи укçана хăйпăтассипе çыхăннă операцие пурнăçлаканĕ вара пачах урăх регион çынни.
Апла пулин те, ЧР ШĔМ сотрудникĕсем иртнĕ çул банк картти çинчен укçа вăрланă хăш-пĕр ĕçсене уçса панă. Вĕсенчен пĕри Самар облаçĕ-нче пурăнакан арçын, маларах темиçе хутчен ларса тухнăскер, банк карттине разблокировка тумалла тесе, пирĕн район çыннине те улталанă пулнă.
Рязань облаçĕнче пурăнакан, “Авито.ру” урлă мăйракаллă шултра выльăх сутас-илес енĕпе специализациленнĕ арçын та чылай çынна шар кăтартнă ?çав шутра çÿлерех асăннă хĕрарăма та/. Тинех ултавçăн шалчи тулнă. Хальхи вăхăтра следстви пырать асăннă ĕçпе.