АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлпулусем ăшшăн иртнĕ

22 февраля 2018 г.

Ĕнер республикăра, вăл шутрах пирĕн Тăвай районĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми - 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи Пĕрлехи сасăлав кунĕ-нче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли суйлав кампанийĕ мĕнле пыни тата ытти ыйтусем çинчен.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăнма пирĕн района ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева ертсе пыракан информушкăн килнĕ. Малтанах информушкăн членĕсем район администрацийĕн муниципаллă служащийĕсемпе тĕл пулнă. Информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕпе пухăннисене Светлана Ананьева паллаштарнă. РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управлени представителĕ Ирина Конова 2018 çулта РФ пенси тата социаллă законодательствинчи улшăнусем çинче чарăнса тăнă.
Унтан пĕрремĕш информушкăн унăн ертÿçипе Светлана Ананьевапа тата райадминистрацин пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе пĕрле Германири ?ГСВГ/ совет çарĕсен ушкăнĕнче службăра пулнисен тĕлпулăвне хутшăннă, вĕсене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕпе саламласа ырă суннă. Çавăн пекех вĕсем Тĕмер ял тăрăхĕнчи Вăтаялĕнче тата Кармал ялĕнче пурăнакансемпе те тĕл пулнă.
РФ Пенси Фончĕн Управленийĕн начальникĕн çумĕ Ирина Конова тата райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин Енĕш Нăрвашри, “Чăвашçăкăрпродукт” УАО гендиректорĕн çумĕпе - “Шупашкарти элеватор” директорĕпе Александр Дмитриевпа райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Олег Ломоносов ТăФрмăшри, ЧР “Чăваш наци музейĕ” БУ директорĕпе Ирина Меньшиковапа районти финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев Мучарти вăтам шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулнă.
Пĕрлехи информаци кунĕн итогĕсене информушкăн ертÿçи Светлана Ананьева пĕтĕмлетнĕ, тĕлпулусем ăшшăн иртнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика