АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăватлă çар - хăватлă Раççей

22 февраля 2018 г.

Хăватлă çар - хăватлă Раççей

“Эпир хамăрăн çĕршыва çарпа политика тата тулашри пулма пултаракан агрессин кирек мĕнле хĕсĕрлевĕнчен те хăрушсăр тума тивĕç. Ку тĕлĕшпе хамăрăн Хĕçпăшаллă Вăйсене çĕнетсе вăйлатасси чи кирлĕ задача пулса тăрать”.
Раççей Президенчĕ В.В.ПУТИН.

Хăйĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене аталантарас, вăйлатас тата çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе задачăсем лартнă. Ултă çул хушшинче нумай тунă. Çарта ку чухнехи çĕнĕ хĕçпăшал тÿпи 60 процентран иртнĕ. Çĕнетнĕ çар хăвачĕпе пĕлĕвĕ-хăнăхăвне Сирири операци те лайăх кăтартса панă, унта пирĕн çарсем террорла бандăсене çĕмĕрсе тăкма татăклă тÿпе хывнă.
Чăваш Республики те, хăйĕн территорийĕнче пысăк çар чаçĕ- семпе йĕркеленĕвĕсем çук пулин те, маларах асăннă задачăсене пурнăçлама тивĕçлĕ тÿпе хывать. Чăваш Ен пирĕн патшалăхăн оборона пултарулăхне çар продукцийĕ тата икĕ пĕлтерĕшпе усă курмалли продукци туса кăларса ÿстерме вăй хурать. Оборонăпа промышленноç комплексĕн организацийĕсен пĕтĕмлĕ реестрне Чăваш Республикин çичĕ промышленноç предприятийĕ - “Элара” АО, “ЧЭАЗ”, “В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО”, “Электроавтомат”, “Электроприбор завочĕ”, “КАФ” тата “5 Арсенал” УАО кĕнĕ. Тата темиçе предприяти çар валли те, гражданла пĕлтерĕшпе те продукци кăларать.
Çакă вăл пирĕн предпри-ятисемшĕн хăйне евĕр пахалăх палли. Çар йышăнăвĕ пĕтĕм технологи процесне çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Çар требованийĕсене кашни предприятиех тивĕçтерме пултараймасть. Оборона нушисемпе кăларакан продукци, паллах, вăрттăнлăх йĕркипе хÿтĕ-ленсе тăрать. Апла пулин те çакна çирĕплетсех калама пулать: Чăваш Ен кăларакан изделисемпе пур йышши çарта та усă кураççĕ. Хăш-пĕр продукци хăйĕн пахалăхĕпе ют çĕршыв аналогĕсене те ирттерет. Çапла вара Чăваш Ен çара техникăпа тивĕçтерессипе те, халиччен ютран кÿрсе килнисене вырăнта туса хатĕрлессипе те пысăк ĕç тăвать.
Анчах çар - ку чухнехи пурнăç ыйтнисене туллин тивĕçтерекен техника кăна мар, вăл чи малтанах - мораль, психологи тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен çар тĕллевĕсене пурнăçлама пултаракан çирĕп çынсем. Республикăра çамрăксене, çынна çак пахалăх енĕсемпе воспитани пама пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕт никам та салтак пулса çуралмасть.
Чăваш Ен - “Зарница” тата “Орленок” вăйăсене республика шайĕнче ирттерекен нумай мар регионсенчен пĕри. Çак йăла 1968 çултанпа пырать. Çулталăк тăршшĕнче çамрăк армеецсен вăййисене 30 пин ытла ачапа çамрăк хутшăнать. Çак ĕçе Чăваш Енре Чăваш Республикин çар комиссариачĕпе тачă çыхăнса туса пыраççĕ.
2016 çулта Чăваш Ен “Юнармия” уйрăмне йĕркеленĕ регионсен шутне кĕнĕ. Паян республикăри мĕнпур муниципаллă йĕркеленÿсем 4 пин ытла çамрăк армееца пĕрлештерсе тăраççĕ.
Юлашки çулсенче республикăра шырав юхăмĕ те вăй илнĕ. 29 шырав отрячĕ ĕçлет. Вĕсем çулленех Аслă Отечествăлла вăрçă пынă вырăнсене тухса çÿреççĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче кăна шыравçăсем 210 ытла вилнĕ салтакăн юлашкийĕсене тупнă. Иртнĕ çултанпа вара шырав отрячĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне илеççĕ.
Чăваш Енре çамрăксене оборона енĕпе пуçламăш пĕлÿ парас тата çар хĕсмечĕн никĕ- сĕсене вĕрентес тĕлĕшпе РФ Президенчĕн хушăвĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Вĕренÿ сборĕсене çуллен 5,5 пин шкул ачипе студента явăçтараççĕ.
Ачасемпе çамрăксене патриот, чыс, тивĕçлĕх туйăмĕ-семпе воспитани парас ĕçре кадет юхăмĕ уйрăм пĕлтерĕш йышăнса тăрать. Республикăри 23 муниципалитетра 114 кадет класĕ тата 4 кадет шкулĕ ĕçлет. Федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕпе хисепленекен Чăваш Енри кадет корпусĕ çарпа патриотла воспитани тата кадет пĕлĕвĕ паракан центр пулса тăнă. Кăçал вăл çĕнĕ вĕренÿ комплексĕпе пуянланĕ, ăна тăвассине РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу контрольте тытать.
Пин-пин арçын ачапа хĕр-ача спортăн çарпа ĕçлев енĕсемпе тата техника дисциплинисемпе тимлеççĕ. Тĕлĕнмелли çук, паян Чăваш Енрен 11000 яхăн çамрăк çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче контрактпа службăра тăрать. Вĕсем лайăх шутра. Ахальтен мар пирĕн ентешсене Кремль полкне те тăтăшах хĕсмете илеççĕ.
Çапла вара Чăваш Енре Президент хушăвĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе Сире, хак-лă ентешсем!

Сăн ÿкерчĕксемпе цитатăна http://kremlin.ru/ сайтран илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика