АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла контроль - тĕрĕс суйлав гарантийĕ

22 февраля 2018 г.

Обществăлла контроль - тĕрĕс суйлав гарантийĕ

Ытларикун, февралĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн, республикăн Обществăлла палатин тата суйлав прависемпе ĕçĕн Центрĕн представителĕ-сем регионти массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулнă.
Çакăн тĕллевĕ - кăçалхи мартăн 18-мĕшĕнче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавне епле хатĕрленни çинчен граждансене туллин пĕлтерсе тăрасси.
Тĕлпулăвăн тĕп тĕшши суйлав бюллетенĕсене ĕçлесе хатĕрлемелли КОИБ-2017 комплексăн çĕнĕ ăрăвне презентаци тăвасси пулнă. Кунашкал агрегатсемпе унччен те тĕрлĕ суйлав кампанийĕ-сенче усă курнă, анчах КОИБăн çĕнĕ ăрăвĕ чылай хушма майсемпе палăрса тăрать. Тĕлпулăва хутшăннисем аппаратсене хăйсем тĕрĕслесе пăхнă, КОИБа улталама хăтланнă, бюллетеньсене лÿчĕр-кенĕ, вĕсене темиçешер кĕртнĕ тата ытти те... Ăслă техника çирĕп тăнă. Пур правилăна пăхăнса çырса хатĕ-рленĕ бюллетеньсене кăна шута илнĕ. Ыттисене е йышăнман, е вĕсем çине бюллетень юрăхсăр пулнине кăтартса ятарлă паллă тунă.
Асăннă комплекссене Шупашкарта суйлавçăсен хисепĕ чи пысăк участоксене вырнаçтараççĕ. Вĕсем пурĕ 125, хулари мĕнпур суйлав участокĕн çурринчен нумайрах. Кашнине ятарласа вĕрентнĕ икĕ оператор пăхса тăрать. Нимĕнле ултавлă ĕç те пулма пултараймасть. Чи кирли - сасăсене шутлассине тата пĕтĕмлетÿ протоколĕсем туса хатĕрлессине туллин тенĕ пек автоматизацилеме май парать.
Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков ?сăн ÿкерчĕ- кре варринчи/ журналистсене суйлава хатĕрленесси штатлă йĕркепе пулса пыни çинчен пĕлтернĕ. Участоксенче объективлă тĕрĕслевĕн хушма хатĕрĕсен шучĕпе видеосăнавăн 349 камерине вырнаçтараççĕ. Вĕсемпе суйлав участокĕнчи пĕтĕм ĕç куç умĕнче пулса иртет.
Тĕп суйлав комиссийĕ суйлав кампанийĕ лăпкă та тикĕс пулса пынине палăртать. Йĕркене палăрмалла пăснисем пулман. Пур çăхава та тĕрĕслеççĕ, ытларахăшĕ çирĕпленмест. Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, общественноç тата право сыхлав органĕсем енчен тимлесех тăни те суйлав саккунне пăсасран хÿтĕлет. Вăл кирек хăш суйлавçă та открепительнăй талонсăрах хăй пулакан вырăнта сасăлама пултарни çинчен каланă. Çакăн пирки тивĕçлĕ заявлени кăна çырмалла.
Чăваш Енри Обществăлла палата председателĕ Алексей Судленков палата тĕрлĕ 25 обществăлла организацирен тата активлă граждансен шутĕнчен сăнавçăсен йышне йĕркелет. Вĕсем кашни суйлав участокĕнче икшерĕн пулаççĕ. Обществăлла палата суйлав саккунне пăхăннине тăтăшах тĕрĕслесе тата мониторинг туса тăрать. Пысăк асăрхаттарусем çук.
Регионти “Таса суйлавшăн” корпус” координаторĕ Кирилл Лукин суйлав прависемпе ĕç-хĕлĕн Центрĕнче обществăлла сăнавçăсем хатĕрлени çинчен каласа кăтартнă. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ вĕрентеççĕ. Тĕслĕхрен, онлайн, очно тата тухса çÿремелли занятисен йĕркипе. Сăнавçăн тĕрлĕ енлĕ хатĕ-рленнĕ çын пулмалла.
Хальлĕхе пурте суйлава хатĕрленесси çÿллĕ шайра пулса пыни çинчен калать, унăн уççăнлăхĕпе тĕрĕслĕх-не, саккунлăхне уйрăмах уяса тăраççĕ. Çапла вара çитес суйлавсем çĕнĕ Раççей историйĕ-нче чи таса та тĕрĕссисенчен пĕрисем пулĕç тесе шанса тăма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика