20 февраля 2018 г.

РФ Президенчĕн суйлавĕ умĕнхи кампани тепĕр çĕнĕ тапхăра кĕнĕ - регионсенчи суйлавçăсемпе ĕçлесси пуçланнă. РФ Президенчĕн кандидачĕсем, алă пуснисен тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă, Тĕп суйлав комиссийĕ вĕсене регистрациленĕ, патшалăхри чи пысăк вырăншăн саккăрăн кĕрешеççĕ.
Вĕсенчен ытларахăшĕ регионсене тухнă. Чăн та, Чăваш Ене хальлĕхе пĕри те çитеймен. Суйлавччен юлнă вăхăтра пур региона та çитме çăмăлах та пулмĕ. Апла пулсан, кандидатсене вырăнсенче пулăшакансенчен, вĕсен штабĕсемпе агитаторсенчен нумай килет.
Чи кирли халĕ - суйлав-çăсем патне харпăр хăй программине, çĕршыв пуласлăхне епле курнине çитересси. Чăваш Енре вара хальлĕ-хе ку тĕлĕшпе активлăх пит сисĕнсех каймасть. Чăн та, Павел Грудинин, Владимир Жириновский тата Владимир Путин харпăр хăйĕн рекламăпа агитаци щичĕсене вырнаçтарнă. Жириновскин вăл икĕ тупăшуçинне пĕрле илсен те темиçе хут нумайрах. Грудинин майлисем пичет продукцийĕ салатаççĕ, анчах ăна та çине тăрса туни палăрсах каймасть. Григорий Явлинский тата Борис Титов штабĕсем куçа курăнмалла активлăх кăтартни палăрмасть. Б.Титов штабĕнче регионти ертÿçĕне çирĕплетессе кĕтеççĕ. Ытти кандидатсем пирки политикăра профессионал шутланакансем те ытлашши пĕлсех каймаççĕ.
Патшалăх пуçлăхĕн полномочийĕсене малалла пурнăçлакан Владимир Путин суйлавçăсемпе тĕл пулма шаннă çыннисен корпусне йĕркеленĕ. Вĕсемпе курнăçнă чухне Путин шаннă çыннисене суйлавçăсемпе май килнĕ таран ытларах тĕл пулса калаçма, çакна саккун хирĕçлемен çĕрте пур вырăнта та туса пыма хушнă.
Пирĕн республикăра В.Путинăн шаннă çыннисем виççĕ. Вĕсем пурте суйлавçăсемпе тĕл пулусем йĕркелеме тытăннă. Николай Казаков тата Елена Барсукова промышленноç предприятийĕн коллективĕ-семпе, Владимир Иванов патшалăхăн шутланман медицина учрежденийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Путинăн шаннă çыннисем политика çинчен те мар, ытларах çĕршыв, республика, хуласен пуласлăхĕ çинчен калаçнă çынсемпе. Пĕлÿлĕхпе культура, медицина аталанăвĕ çинчен сăмах пынă тĕлпулусенче. Шăпах çавăн пек сĕннĕ те Владимир Путин хăйĕн шаннă çыннисене - çивĕч ыйтусенчен пăрăнмасăр кирли çинчен калаçма. Пырса кĕрекен наказсене тата сĕнÿсене çийĕ-нчех кандидатăн тĕп штабне пĕлтереççĕ.
В.Путинăн шаннă çыннисем хăйсен тивĕçне пысăк кăмăл-туйăмпа туса пыраççĕ. Кашнин графикĕнчех - республикăри муниципалитетсемпе тĕрлĕ коллективсенчи вуншар тĕлпулу.