20 февраля 2018 г.

Пирĕн тивĕç - республикăпа район позицийĕсене экономикăпа социаллă сферăра çирĕ-плетесси, çав хушăрах чăваш халăх культурипе хăй евĕрлĕ-хне те сыхласа хăварасси.
Хальхи самана хăйĕн йĕркисене пăхăнма хистет, ялта пурăнакансен умне çĕнĕ чĕнÿсем тата тĕллевсем кăларса тăратать.
Шăпах вĕсем пирки сăмах пуçарнă та пирĕн журналист Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Иванович Сормовпа тĕл пулнă вăхăтра. Ял тăрăхĕн ертÿçинче вăй хума тытăннăранпа çулталăк çитнипе, çывхаракан çавра çулĕпе саламланă, вăрăм ĕмĕрлĕ, çирĕп сывлăхлă, паянхи пек мал ĕмĕтлĕ пулма суннă, пĕлтĕрхи ĕçсемпе паллаштарма ыйтнă.
-Тăвай - район центрĕ, пысăк ялсенчен пĕри. Паллă ĕнтĕ, пурнăç йĕрки тăрăх, унăн ытти тăрăхсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла. Çавнашкал сумлă территорири ĕçсене йĕркелесе пыма пĕрре те çăмăл мар. Çапах та каялла чакас килмерĕ, йывăр лавăн тилхепине тытма килĕшрĕм. Çулталăк иртрĕ унтанпа. Малтанхи утăмсене, хак парса, пĕтĕмлетÿсем тума пулать.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, Тăвай ялĕнче предприятисемпе организацисем, учрежденисем сахал мар. Пилĕк ялта пурĕ 5 пине яхăн çын пурăнать. Кашнин хăйĕн ыйтăвĕ, хуйхипе савăнăçĕ, пĕлĕвĕ. Пурне те тивĕçтерессишĕн тимлетпĕр, май килнĕ таран пулăшатпăр. Кĕске вăхăтрах нумай ĕç тума çук. Çапах та пĕр вырăнта тăмастпăр, малаллах ăнтăлатпăр, йывăрлăхсенчен шикленместпĕр.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ, ку документ обществăпа политика, экономикăпа социаллă пурнăçăн пĕтĕм сферине пырса тивет. Унта Михаил Васильевич Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕ. Çырура асăннă пĕлтерĕшлĕ самантсем патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕ-семшĕн, çавăн пекех граждан обществин институчĕсемшĕн, бизнес-пĕрлĕх представителĕ-семшĕн çывăх вăхăтри ĕçĕн никĕсĕсем пулса тăрĕç.
Пире мирлĕ пурнăç туса парассишĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа çапăçса паянхи кунччен пурăнакансем ?А.Степанова - Çăлпуç, Е.Григорьевпа Д.Аввакумов - Тăвай/, унта пуç хунисем, хальтерех пурнăçран уйрăлнисем умĕнче эпир пуç таятпăр. Салтак арăмĕсене хисеплетпĕр. Патшалăх вĕсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма йышăннине пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă ялсенчи палăксемпе монументсен таврашне тирпейлесе, юртан тасатсах тăратпăр.
Эпир республикăн çул-йĕр хуçалăх ĕçĕнчи программисене пурнăçлама хастаррăн хутшăнатпăр, акă, сăмахран, иртнĕ çул Нăрваш сали çывăхĕнче чаплă кĕпер çынсене тивĕçтерме тытăнчĕ. Ытти ялсенче те çул тăвас ĕçе тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Тăвайри Западная урамри çула пĕлтĕр сăмалаллă вак чул сарса хытарнă, унти юсанă çултан пуçласа çĕнĕ шкул таран çынсене утма тротуар тума май килчĕ, асфальтпах усă курнă унта. Çăлпуçĕнчи ФАП умĕнчи çула та çапла майпа тирпейленĕ. Пĕр миллион та 368 пин тенкĕлĕх ĕçсем тунă ку енĕпе 2017 çулта.
Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăракансене - С.Михайлова ?Чÿкçырмипе Вăрманхĕрри/, И.Арапована, Л.Емельянована ?Нăрваш салипе Тăвай/, Ю.Ларионова ?Çăлпуç/ ырăпа палăртса хăварас килет.
Илеме пурте кăмăллаççĕ. Çавăнпа çÿп-çаппа ăпăр-тапăра вăхăтра илсе тухассипе “Коммунальник” обществăпа килĕшÿ тунă. Район центрĕ-нчи, ытти ялсенчи урамсем тивĕçлĕ шайра пулччăр тесе субботниксем йĕркелетпĕр. Çынсем пĕрле хаваспа пухăнаççĕ, çуркуннепе кĕркунне Тăвайри предприятисемпе организацисен коллективĕсем шанса панă территорисене тасатса тăраççĕ. Ял тăрăхĕ-нчи 7 масара тивĕçлĕ шайра тытма тăрăшатпăр. Çулла Тăвайри чечек клумбисемпе йывăçсен тăрăхĕсем еплерех илем кÿреççĕ таврана, вĕсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ çынсем. Качакасене урама кăларса ярса илĕртÿллĕ тавралăха тирпейсĕрлетме чарăнасшăн мар-ха хăш-пĕрисем. Çакăн пирки пĕрле тивĕçлĕ мера йышăнмаллах пирĕн. Такам килсе туса парасса кĕтес марччĕ. Çÿп-çапа, пушă кĕленчесене утса пынă е ларнă çĕрте пăрахас марччĕ, вĕсем валли ятарлă ещĕксем вырнаçтарнă район центрĕнче.
Вут-кăварпа хирĕç кĕре-шессипе те тĕллевĕмĕрсене пурнăçлама тăрăшатпăр. Йывăр лару-тăруллă, нумай ачаллă çемьесемпе, пĕччен пурăнакансемпе тĕл пулса асăннă ыйтăва сÿ-тсе яватпăр. Пушар хуçалăхĕн ĕçченĕсем чылай пулăшаççĕ пире ку енĕпе.
Çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси мĕнле пулса пыни пирки те манар мар-ха. Республика программине тĕпе хывса çак ĕçе те пурнăçлатпăр. Водопровод системи пур ялта та кивелсе çитнĕ. Маларах чылай çĕрте çĕнетнĕ-ха, анчах ĕçлемелли татах пур. Пĕлтĕр кĕркунне Тăвайри тата Чÿкçырминчи Молодежная урамсенче чылай тар кăлартăмăр çитменлĕхсене пĕтерес тесе.
Çынсем каçхи урамсенче электроçутăпа вăхăтпа кăна усă курнăшăн кăмăлсăртарах. Чăнах, Тăвайри тĕп урамсене çутатма ирхине пĕр сехетчен электроэнергипе усă куратпăр, ытти ялсенче - 22 сехетчен. Тĕттĕм урамсене çутатма çулталăкра 571 пин тенкĕ тÿленĕ. Юпасем çинчи лампăсене электроэнерги перекетлекеннисемпе улăштарса пĕтерсен, тен, ку ыйтăва татса пама пулĕ.
Республикăра шкулсене çĕнетмелли тата çĕнĕ шкулсем тумалли анлă программа пурнăçланать. 2025 çул тĕлне Чăваш Енре пĕр сменăпа вĕрентес ыйтăва татса пама палăртнă. Ку пысăк пĕлтерĕ-шлĕ ĕçре пирĕн Тăвайри вăтам шкул ырă тĕслĕх кăтартать.
Халь çынсем физкультурăпа спорта та ытларах вăхăт уйăрма тытăнчĕç. ГТО комплексĕ физкультурăпа спорта аталантармалли проект шутланать. “Çамрăксем хушшинче спорт тĕсĕсене аталантарма условисем туса памалла”, - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Тăвай ялĕнчи ачасене хоккейла вылямалли ятарлă вырăн çукки пăшăрхантаратчĕ пире, кун пирки ашшĕ-амăшĕ- сем тăтăшах ыйтусем хускататчĕç маларах. Вĕсем пулăшнипе çапла вара Тăвайри “Аль” спорткомплекспа юнашар çамрăк хоккеистсем валли площадка тума пуçлатпăр.
Культура çурчĕсенче ĕçлекенсем пирки те ырăпа асăнмалла. “Культура еткерлĕхĕ” проекта пурнăçласа культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантарассипе тата вĕсен пурлăхпа техника никĕ-сне çирĕплетессине тимлĕпĕр. Ял тăрăхĕ çулталăкра 2789 документсемпе тата справкăсемпе çынсене тивĕçтернĕ.
Çапла эпир кăçал та пурнăçăн хăтлă условийĕсене тăвассипе пурте пĕрле тăрăшăпăр, тĕллевĕмĕрсене вăхăтра пурнăçлăпăр.