АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене - пурăнмалли лайăх услови

20 февраля 2018 г.

Чăваш Енри строительство отраслĕн малалла аталанма пысăк вăй-хăват пур.
Пĕлтĕр 2013-2017 çулсем валли йышăннă “Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондĕ-нчен куçарасси” республикăн адреслă программине пурнăçлассине вĕçленĕ.
Федераци центрĕпе тухăçлă хутшăнса ĕçленине пула бюджет укçи-тенкин пысăк калăпăшне ку чухнехи социаллă объектсем тума, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма яраççĕ. 2017 çулта строительство енĕпе пурнăçланă ĕçсен патшалăх калăпăшĕ 36 миллиарда яхăн пайĕ строительство организацийĕсемшĕн гарантиленĕ патшалăх заказĕн тÿпи.
Иртнĕ çул Тăвай ял тăрăхĕ-нче пурнăç условийĕсене лайăхлатас ыйтупа 6 лару ирттернĕ. Патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ 9 çемьене учета тăратнă.
“Пурăнмалли çурт-йĕр 2015-2020 çулсенчи тапхăр валли” тĕллевлĕ федераллă программăн “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программипе тăватă çемьене черете тăратнă. “2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял территорийĕсем шанчăклăн аталанса пыни” программăпа вара - 3 çемье.
Тăвай ял тăрăхĕпе пурнăç условийĕсене лайăхлатма черет тăракансен йышĕнче пурĕ 187 çемье шутланать. “Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси” çум программăпа пурĕ 82 çемье черетре. Ялта пурăнса ĕçлекен тепĕр 26 мăшăр хăйсен “йăвиллĕ” пуласшăн. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă участниксен 2 çемйи те пурăнмалли вырăнĕсене тивĕçлĕ шая çитересшĕн.
Тепĕр программăпа килĕшÿ-ллĕн инкеке лекнисене, йывăр лару-тăрурисене пулăшаççĕ. Нумай хваттерлĕ авариллĕ çуртсенчен çемьесене çĕннине куçарассине вĕçлесе пыратпăр тесен те йăнăш мар. Çавăн пекех тăлăха юлнă ачасене те манмастпăр.
Çамрăксене ялта пурăнма кăсăк, тупăшлă тата хăтлă пулнине туйса тăма пулăшассишĕн тимлетпĕр

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика