АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă-сывă çитĕнтерер

20 февраля 2018 г.

Ырă-сывă çитĕнтерер

Пирĕн республикăра ача çураласлăха пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре 13947 пепке çутă тĕнчене килнĕ, районта - 164. Тăвай ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан 36 çемьере ?2016 çулта - 44/ йыш хушăннă.
Çĕнĕ çул умĕн Раççей Президенчĕ В.Путин çĕршыври халăхăн пысăк пайĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май паракан хăш-пĕр законсене алă пусса çирĕплетнĕ.
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çуралнă пĕрремĕш ачашăн е усрава илнĕ пепкешĕн çемьере уйăхсерен пособи илсе тăма тытăнаççĕ. Ăна çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш виçи 13995 тенкĕрен иртмен çемьесем илеççĕ.
Чăваш Енре пĕрремĕш ачашăн паракан пособие 4,5 пине яхăн çемье илĕ. Çак тĕллевпе бюджета 143,5 миллион тенкĕ хывса хăварнă.
Тăвай ял тăрăхĕнче паянхи куна кăçал 3 ача çуралнă. Вĕсем пурте район центрĕнче регистрацире тăраççĕ, ывăл-хĕрĕсене лайăх условисенче ырă-сывă çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ, патшалăх паракан пулăшăва хавас-па йышăнаççĕ.
Нумай функциллĕ центрта ĕçлекен Н.Перцев çемйи те ?сăн ÿкерчĕкре/ çак çĕнĕлĕхпе усă курать.
Республика Правительстви граждансене социаллă хÿтлĕх парассипе çыхăннă тивĕçĕсене аван пурнăçласа пырать. Пĕлтĕрхи тĕп çитĕнÿ-сенчен пĕри - нумай ачаллă çемьесенче пепке çуралсан паракан укçа тÿлевне çĕнĕрен памалла туни. Çапла çемьесем виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем валли кашни уйăхра паракан тÿлеве илме тытăнĕç ĕнтĕ.
РФ Президенчĕн пуçарăвĕсем демографи лару-тăрăвне тĕпрен улăштарма май парĕç

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика