26 января 2018 г.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула президент суйлавĕн кампанийĕнчен унта хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕри тухса пырать. РФ Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 22-мĕшĕнче “Честно” партирен тăратнă Роман Худяков хăйĕн кандидатурине каялла илнĕ. Вăл хăйĕн майлисене Владимир Путин кандидатуришĕн пулма чĕнсе каланă. Çак кун Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ăна пĕтĕмлетсе, Тĕп суйлав комиссийĕ политика партийĕ-сенчен тăратнă 12 кандидат алă пустарассипе ĕçленине çирĕплетнĕ. Вĕсемсĕр пуçне харпăр хăйне кандидата тăратнă Владимир Михайлова тата Владимир Путина алă пусни пухма ирĕк панă.
Аса илтеретпĕр, парламент партийĕсен икĕ представительне - Владимир Жириновскине (ЛДПР) тата Павел Грудинина (КПРФ) алă пуснисемсĕрех РФ Президенчĕн кандидачĕсем пулма регистрациленĕ. Ытти кандидатсене регистраци тăвассипе тумасси вĕсем РФ Тĕп суйлав комиссине хăйсене тăратнине ырласа алă пуснисене пăхса тухнă хыççăн паллă пулĕ. Алă пуснисене тăратмалли юлашки срок - январĕн 31-мĕшĕ, 18 сехет. Тепĕр темиçе кунран вара эпир суйлав кунĕ-нче бюллетеньре камсен хушамачĕсем пулассине те пĕлĕпĕр.
Президент суйлавĕн кампанине хутшăнакансем 16-н юлнă. РФ Тĕп суйлав комиссийĕн ларăвĕ хыççăн тепĕр кандидат хăйĕн кандидатурине илни паллă пулнă. Монархи партийĕн лидерĕ Антон Баков президент суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пăрахăçлама тивни çинчен пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен унăн Гамби гражданлăхĕ пур. Анчах йĕрке тăрăх унăн заявленине пăхса тухса официаллă йышăну тăвиччен вăл кандидат шутĕнчех пулĕ.
Григорий Явлинскин (“Яблоко”), Борис Титовăн (партия Роста) тата Ксения Собчакăн (“Гражданская инициатива”) тĕп штабĕсем кирлĕ чухлĕ (100 пин ытла) алă пустарнине пухни çинчен пĕлтернĕ. Анчах та уйрăм регионсенче вĕсемшĕн алă пустарассипе малалла ĕçлеççĕ.
Хăйне хăй кандидата тăратнă Владимир Путин штабĕ тунтикун, январĕн 22-мĕшĕнче, алă пуснисене пухма пăрахни çинчен официаллă пĕлтернĕ. Раççейĕ-пе ăна пурĕ 1 млн та 600 пин ытла е кирлинчен (300 пин) нумай хут ытларах пухнă. Сăмах кунта юридици тĕлĕшĕнчен тĕп-тĕрĕс алă пуснисем пирки пырать. Владимир Путиншăн алă пуснисем вара чăннипе Чăваш Республикипе те тата çĕршывĕ-пе пĕтĕмĕшле илсен те чылай нумайрах.
Чăваш Енре те Владимир Путиншăн ĕçлекен обществăлла штаб волонтерсенчен алă пуснисене йышăнассине вĕçленĕ. Ăна пухассипе чылай обществăлла организаци, ОНФн регионти уйрăмĕсем тата парламентри икĕ политика партийĕ - “Единая Россия” тата “Справедливая Россия” активлă ĕçленĕ. Ахăртнех, ку вăл икĕ парти политикăри хире-хирĕçлĕхе сирсе сăмахпа та, ĕçпе те пĕрлехи кандидата ырласа йышăннă пĕрремĕш пулăм пулĕ.
Владимир Путиншăн ĕçлекен обществăлла штаб çумпредседателĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ĕçлекен Президент кандидатурине республикăри суйлав правиллĕ кашни иккĕмĕш çынна яхăн ырланă. Çапла вара алă пуснисем чылай ытларах та пулма пултарнă. Владимир Николаевич алă пустарма хутшăннă пур волонтера тата вĕсемпе пĕрлех Владимир Путина кандидата тăратнине ырласа алă пуснă çынсене пурне те тав тунă. Унсăр пуçне вăл РФ президенчĕн кандидачĕн Владимир Путинăн штаб çуртĕнче (Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 80-В) обществăлла приемнăй ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтернĕ.
Алă пуснисене пухса пĕтĕмлетÿ тăвиччен вăхăт шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ун хыççăн эпир кандидатсен программисемпе паллашăпăр. Суйлав кунĕччен пĕр уйăх маларах кандидатсем массăллă информаци хатĕрĕсенче агитаци тума пултараççĕ.
Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ кандидатсен шаннă çыннисен хушма списокне те регистрациленĕ. “Чăваш Республикинчи медицина ассоциацийĕ” обществăлла организаци канашĕн председателĕ тата Владимир Путиншăн ĕçлекен обществăлла штабăн виççĕмĕш çумпредседателĕ Елена Владимировна Барсукова та Владимир Путинăн шаннă çынни пулса тăнă. Çапла вара виçĕ çумпредседателĕ те В.Путин кандидатăн шаннă çыннисем пулаççĕ. Çакă вăл, сăмахран, вĕсене регионти телевидени йĕркелекен теледебатсене тата суйлав енлĕ ытти мероприятисене хăйĕн кандидачĕн ятĕнчен хутшăнма ирĕк парать.