АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм-çыравçă

26 января 2018 г.

Хĕрарăм-çыравçă

Валентина Андреевна Андреева ?Эльби/ пирĕн районти Кивĕ Пуянкасси ялĕнче кун çути курнă. Унăн икĕ хĕр, мăнукĕсемпе вĕсен ачисем пур. Çак кунсенче республикăн паллă çыравçи пурăннă пулсан, 105 çул тултаратчĕ.
Валентина Андреевна ?31.01.1913 - 28.09.2014/ - чăваш çыравçи, СССР писателĕсен Союзĕн членĕ ?1964/, ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ?1989/.
Пĕр ĕмĕр пурăннă ентешĕмĕр малтан медсестрана вĕреннĕ, больницăра ĕçленĕ. Пединститутра пĕлĕвне ÿстернĕ, каярахпа ăсталăхне Чăваш Енри хаçатпа парти шкулĕнче туптанă. Куславкка районĕнче журналист пулса ĕçленĕ, унтан “Канаш” хаçат редакцийĕ-нче, 1938-1968 çулсенче республикăри телевиденипе радион ача-пăча передачисен редакторĕнче тăрăшнă.
Литература “лаççинче” Валентина Эльби 1946 çулта ĕçлеме пуçланă. Малтанхи произведенийĕсем “Хыпар”, “Советская Чувашия”, “Чăваш Ен” хаçатсенче кун çути курнă. 20 ытла кĕнеке пичетленнĕ хĕрарăм-çыравçăн. “Малтанхи савни”, “Юратнă мăшăрсăр”, “Çĕршывăн пулас хуралçисем”, “Йăл кулсан”, “Тинĕс чечекĕ”, “Кашнинех килте кĕтеççĕ”, “Пулас кинсем”, “Эпĕ халь телейлĕ”, “Качча кайсан”, “Качча кайиччен” ятлисемпе вулакансем кăмăлласах паллашнă. Унăн произведенийĕсем тăрăх республикăри театр коллективĕ-сем, постановкăсем лартса, сцена çине кăларнă.
Валентина Эльбин 105 çулхи юбилейне шкулсенчи, ялсенчи вулавăшсенче паллă тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика