23 января 2018 г.

Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен Союзне туса хунăранпа март уйăхĕнче ултă çул çитет. Унăн тĕллевĕ - ветерансен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси, вĕсене май килнĕ таран пулăшасси, общество пурнăçне хутшăнтарасси тата ытти те.
Пирĕн районта та Союзăн уйрăмĕ ĕçлет. Малтанах вăл сакăр çынран тăнă пулсан, халĕ 18 ветерана пĕрлештерет. Ытларахăшĕ ял хуçалăх производствине йĕркелекенсем, ертсе пыракансем пулнă хăй вăхăтĕнче. Союзăн районти уйрăмне туса хунăранпах М.Яковлев ăнăçлă ертсе пырать.
Çак кунсенче Союз членĕсем пĕрле пухăнса иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.
-Пĕлтĕр кун çути курнă “Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн энциклопедийĕ” валли чылай материал хатĕрлесе панă. Ку чаплă издани халĕ Союзăн районти уйрăмĕн кашни членĕн харпăрлăхĕ пулса тăчĕ, - терĕ Михаил Яковлевич. Кулленхи ĕçре Союз членĕсене кăна мар, ял хуçалăхĕ-нче ырми-канми вăй хунă ытти ветерансене те тимлĕх уйăрма тăрăшнине палăртрĕ.