16 января 2018 г.
Нарăс - РКП?б/ чăваш ячейкисемпе секцийĕсен тата чăваш коммунисчĕсен Пĕтĕм Раççейри съездĕнче Чăваш автономине туса хурас ыйтăва пуçарнă.
Пуш, 17 - Национальноçсен енĕпе ĕçлекен халăх комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш уйрăмĕн коллегийĕ Чăвашсен ĕç коммунине йĕркелесси çинчен çыру хатĕрленĕ.
Çу, 11 - чăваш коммунисчĕсем тăратнă çырăва халăх комиссариачĕн коллегийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.
Çĕртме, 8 - Политбюро Чăваш уйрăмĕн ыйтăвне пăхса тухса Çĕрпÿ, Етĕрне тата Шупашкар уесĕсене пĕрлештерсе чăваш халăхĕн административлă единицине туса хума йышăннă.
Çĕртме, 24 - Хусанта “Чăваш автономи облаçĕ çинчен” декрет йышăннă.
Çурла, 20 - Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнине халалласа Шупашкарта митинг иртнĕ.
Çурла, 20 - Чăваш драма театрĕ Шупашкара куçса килнĕ.
Авăн, 6-7 - Чăваш профсоюзĕсен съезчĕ иртнĕ. Унта профсоюзсен организацине туса хунă.
Юпа, 6-9 - Шупашкарта облаçри парти конференцийĕ ĕçленĕ.
Чÿк, 7-11 - Чăваш облаçĕнчи Канашсен 1-мĕш съезчĕ иртнĕ, унта облаçăн ĕç тăвакан комитетне суйланă тата ертÿлĕх органĕсене йĕркеленĕ.