АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл кунĕсенче кайăксене пулăшар

16 января 2018 г.

Кайăксене мĕнле пулăшмалла; Шутласассăн, ку пирĕншĕн пит йывăр ĕçех те мар. Ал айĕнчи материалтан сырăш тумалла та паркра е пахчари йывăçсем, çавăн пекех балкон çине çакса хумалла. Тырă пĕрчисем, çăкăр тĕпренчĕкĕсем сапса, сало татăкĕ хурса парсан çунатлă туссем нумаях кĕттермĕç, часах иленĕç апат вырăнне. Сивĕ хĕл кунĕсенче вĕçен кайăксене пулăшни чăннипех те сăваплă ĕç. Тĕрĕссипе ачисем ашшĕ-амăшĕ ырă тунине курса ÿссе хăйсем те хутшăнаççĕ çак ĕçе. Кайăксем сырăшсене иленнине пăхса савăнаççĕ, юлташĕсене те явăçтараççĕ ?сăн ÿкерчĕкре/.
Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садне çÿрекенсем воспитательницăпа пĕрле территорири йывăçсем çине сырăшсем çакрĕç. Халĕ кулленех апат хурса параççĕ. Чÿречерен вара пĕчĕк хăнасем чĕвĕл-чĕвĕл туса апатланнине сăнаççĕ, вĕсен йышĕ хушăнса пынине курса чунĕсем çĕкленеççĕ.
Атьăр-ха пурте хĕл каçма юлнă кайăксене пулăшар. Вĕсем çутçанталăка сыхлассипе тăрăшнине хамăр тимлĕхпе тавăрар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика