16 января 2018 г.
Çĕнĕ çул уявĕн пĕр кунĕнче Тăрмăш ялĕнче “Агродеталь” ООО генеральнăй директорĕ пулнă Владимир Михайлович Лукина асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Тăвай, Вăрмар районĕсенчен, Канаш хулинчен 100 çын ытла хутшăннă унта. Ÿсĕм çулне кура вĕсем тĕрлĕ дистанцисене чупса ăмăртнă. Таврари паллă спортсменăн, активистăн кун-çулĕ ир татăлнă. Çавăн хыççăн вара çулленех çуралнă кунĕнче, вăл уйрăмах йĕлтĕр спортне çывăха хунине асра тытса, ăмăртăва пухăнаççĕ.
Уйрăм йĕлтĕрçĕсенчен пĕрремĕш вырăна Ксения Хрисанова, Павел Сергеев, Артур Шугуров, Никита Егоров, Зинаида Чумакова, Альбина Петрова ?Канаш/, Лилия Петрова ?Элпуç шкулĕ/, Диана Андреева ?Тăрмăш/, Кирилл Иванов ?Енĕш Нăрваш/, Павел Романов ?Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ/, Анжелика Никифорова, Алина Никифорова, Мария Ефремова ?Ураскасси ялĕ/, Николай Алексеев ?Тăрмăш ялĕ/, Николай Артемьев, Сергей Елаков ?Вăрмар поселокĕ/ çĕнсе илнĕ.