12 января 2018 г.
Ырă ĕçĕн виçи çук. Çакăн пек ăшпиллĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ те сумлă ĕçсен шутне пĕлтĕр Нÿшкасси ялĕнче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтернине те пĕр сăмахсăрах кĕртме пулать.
Халиччен асăннă ялта водопровод таврашĕ пулман. Иртнĕ çул вара урамсенче канавсем чавса, вĕсене пăрăхсем хывса, асăннă ялта пурăнакансен килĕсене ĕçмелли паха шыв çитернĕ. Ял çыннисен пурнăçри хăтлăхне лайăхлатассипе тата çăмăллатассипе пурнăçланă çак нимĕнпе хаклайми ĕçе халăхăн, вырăнти тата республика бюджечĕсен укçи-тенкипе тунă. Заказчикĕ _ Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ, шывпа тивĕçтерекенĕ _ Вăрмарти “Лерон” ООО ?гендиректорĕ _ Д.В.Лебедев/. Ку объектри ĕçсене пуçăнса вĕçне çитерме ирттернĕ аукционта çĕнтерсе пĕтĕм яваплăха хăйсем çине илнĕ асăннă обществăра тăрăшакансем. “Граждансен пуçарăвĕ” проектпа тата республикăри халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн пулса пынă çак пархатарлă ĕç. Строительсем тÿрĕ кăмăлпа, кал-кал та типтерлĕ, чăннипех те яваплăха туйса ĕçленине каланăччĕ Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Михайлович Гаврилов. Вырăнти ял администрацийĕн специалисчĕ Наталья Геннадьевна Шумакова вара Нÿшкасси ялĕнче пурĕ 143 килхуçалăх пулнине, унта 350 çын пурăннине çирĕплетрĕ.
Çапла вара пĕлтĕр Нÿшкасси ялĕнче пурăнакансем шыв ырлăхне çĕнĕлле туйса илнĕ, вăл вĕсен килĕсенех пырса тăма тытăннă. Шыв пăрăхĕсем хывса тухнисĕр пуçне, строительсем 50 кубла метрлă шыв башнине никĕс çине çирĕплетсе лартнă, колодецсемпе пушар гидранчĕсем вырнаçтарнă, урамсене якатса тухнă.
_Çĕнĕ çулпа пысăк парне пулчĕ ку пирĕн ял çыннисемшĕн. Халĕ çутçанталăк газĕ те, электричество çути те, ĕçмелли шыв та пур килхуçалăхсенче. Пăрăхсем тăрăх башньăран килсене пырса тăракан шыв таса та çемçе. Питĕ кăмăллă эпир çакăнпа, тав сăмахĕ кăна калатпăр çынсемшĕн çапла тăрăшакансене, _ терĕ, сăмахран, хăйсен ялĕнчи çынсен шухăш-кăмăлĕсене палăртса Тăхти урамĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Галина Петровна Платонова.
Гагарин урамĕнче пурăнакан Наталия Николаевна Матвеева та хăйĕн савăнăçне пытармарĕ.