АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп парнене тивĕçнĕ

10 января 2018 г.

Тĕп парнене тивĕçнĕ

“Телее пăх та, Мускава кай”, теççĕ. Кивĕ Пуянкассинче пурăнакан Светлана Валерьевна Гурьева вара Çĕнĕ çул умĕнхи телей парнине районтах тупрĕ.
“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ 2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем урлă тата альтернативлă майпа район хаçатне çырăннисене хавхалантарма лотерея вылявĕ ирттерчĕ раштав ?декабрь/ уйăхĕн 27-мĕшĕнче. Унта, ытти япаласемсĕр пуçне, тĕп парне микрохумлă кăмака пулчĕ. Шăпах çак парнене тивĕçрĕ те Светлана Валерьевна. Вăл, хăй каланă тăрăх, районта тухса тăракан “Ял ĕçченĕ” хаçата кашни çулах çырăнса илет. “Апат çийиччен малтан ăна алла илетĕп”, - тет вăл. Пĕр çулхине вĕсем “Ял ĕçченне” пĕр килте харăсах иккĕ те илсе тăнă-мĕн: хăй те, хунямăшĕ те, Варвара Петровна, çырăннă пулнă. Ытти хăш-пĕр хаçатсене те çырăнса илеççĕ Гурьевсем. Сăмахран, “Çамрăксен хаçатне”, “Чăваш хĕрарăмне”.
Светлана Валерьевна хăй Çĕнĕ Пуянкассинчен, Кивкаса вара качча тухнă. Шкул пĕтерсен Канашри медицина училищинче вĕреннĕ. Вырăнти ача садĕнче медсестрара ĕçленĕ. “Халĕ инвалид ачапа ларатăп, ăна пăхатăп, шкула илсе çÿретĕп”, - терĕ. Хăй вăл виçĕ ача амăшĕ. Хĕрĕ, Настя, “Тăвай пики” конкурсра çĕнтернĕччĕ, кайран “Чăваш пикинче” те иккĕмĕш пулнă. Улттăмĕш çул вăл Çĕрпÿ-ри искусство шкулĕнче ĕçлет, пĕр вăхăтрах хулари 1-мĕш номерлĕ шкулта та вĕрентет. Анастасия Андреевна Шупашкарта техникумра, унтан культура институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Иккĕмĕш ачи, Алексей, Президент полкĕнче службăра пулнă, халĕ республика тулашне ĕçлеме çÿрет. Кĕçĕн ачи, Нелля, Çĕнĕ Пуянкассинчи шкулта виççĕмĕш класра вĕренет. Инвалид пулнăран, амăшĕ илсе çÿрет ăна шкула. “Ачасем ăна шкулта хаваспа кĕтсе илни хамăн чуна та ăшă кÿрет”, - пĕлтерчĕ Светлана Валерьевна.
Мăшăрĕ, Андрей Александрович, ĕçлеме çÿрет. Унăн алă-ури ăста пулнине, хăйсен икĕ хутлă кирпĕч çуртне вăл тăрăшнипе тĕпрен илсен çемье вăйĕпех туса пĕтернине каларĕ. “Çуртăн никĕсне кăна нимелле янă”, - терĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика