10 января 2018 г.
Тĕмерти Николаев урамĕ ялта чи вăрăммисенчен пĕри тесен те юрать, 158 кил хуçалăх шутланса тăрать унта. Унта пурăнакансен çурри ял вĕçĕнчи башньăран колонкăсене пырса тăракан шывпа усă курать. Пирĕн Турикас енче тарасаллă пулас тесен те шывĕ патне çитме питĕ тарăн чавмалла. Çитменнине тата çăл тапакан вырăна тупма йывăр. Çавăнпа пур колонкăсене пăхса тăрса упраса хăварасчĕ тесе тăрăшмалла.
Иртнĕ çулхи декабрь вĕçĕнче çакăнта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрисем юсав ĕçĕсем ирттерме нимене пуçтарăнчĕç. Башня темиçе тĕлтен шăтса шыв юхтарса тăратчĕ. Шыв трасси те шăтнăччĕ. Тĕл-тĕл тăпра ишĕлсе аннă.
Йышпа ĕç кал-кал кайрĕ. Кам наçылккапа, кам витрепе тăпра йăтса башня йĕри-тавра купаларăмăр. Сергей Краснов сварка ĕçĕсемпе пулăшрĕ. Вăлах тракторпа улăм турттарса килсе пачĕ. Ытти çулсенчи пекех кăçал та шыв шăнасран башня йĕри-тавра хурса хÿтĕ-лерĕмĕр унпа. Трассăри шăтнă вырăна тупса икĕ бетон кăшăл вырнаçтарчĕç арçынсем. Материалĕпе вара хамăр ялта çуралса ÿснĕ Александр Захаров предприниматель тÿлевсĕр тивĕçтерчĕ.
Икĕ куна пычĕ ниме. Çапла пĕрлехи вăйпа ĕçлесе шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса пама май килчĕ. Ялти хастарсене ятран-хушаматран асăнас килет. Акă вĕсем - пĕр çемьери Сергейпе Николай Красновсем, Алексей Краснов, Олег Роштов, Сергей Иванов, Надежда Жилкина, Василий Катяков, Юрий Львов, Василий Хвостов, Николай Ананьев, Владимир Стифонов, Денис Львов, Савелий Бельский, Альбина Манишева, Лидия Зайцева, Алексей Кислов, Елена Кайсарова, Петр Катяков, Сергей Жилкин, Петр Краснов.
“Мĕн туни такам валли мар-çке, хамăр ырлăхшăнах”, - хавхаланса ĕçленĕ май калаçрĕç нимене хутшăнакансем.