АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăх-чĕпе витамин памалла-и?

10 января 2018 г.

Чăхсем хăйсене лайăх туйччăр, ан чирлеччĕр, çăмарта туччăр, чĕп кăларччăр тесен вĕсене витаминсемпе тивĕçтермелле. Пурте пĕлекен D тата С витаминсемпе кăна тивĕçтерни çителĕ-ксĕр.
А витамин чĕпсене пирвайхи кунранах кирлĕ, вăл ÿсме тата витаминсен çаврăнăшне йĕркелеме пулăшать. Çитĕ-ннисем çак витамина пула шултра çăмарта тăваççĕ, сарри те сап-сарă пулать.
Çăмарта сарри шурални рационра А витамин çитменнине пĕлтерет. Вăл çитмесен чăхсем час-часах чирлеççĕ: ÿчĕпе куç хупанки типет. Мĕн çитермелле; Кишĕр, клевер, люцерна, пулă çăвĕ, çăмарта сарри - вĕсенчи каротин А витамина куçать.
D витамин шăмă тĕртемне тума, рахит аталанасран хÿтĕ-леме кирлĕ. Çăмарта хупăсăр е çемçе хупăллă пулни шăпах çак витамин çитменнине пĕлтерет. Çулла D витамина хĕвел пайăркипе илеççĕ-ха, хĕлле чăхсене çак çитменлĕ-хе саплаштарма çĕпре тата утă арпи памалла.
Е витамин чăх-чĕп иммунитетне ÿстерет, нервпа мышца тĕртемĕсен ĕçне йĕркелет. Ку витамин йăх тăсăмĕшĕн те яваплă: вăл çителĕксĕр пулсан чăхсем пĕтĕленмен çăмартасем тăваççĕ, автансен вара ĕрчевсĕрлĕх аталанать. Апла апат-çимĕçре шăтарнă тулă, куккурус, пăрçа, çăмарта, сĕт, тип çу пулмаллах.
В ушкăнри витаминсем пĕсехе парĕн, апат ирĕлтерекен тытăм, лăймака сий ĕçĕсемшĕн пĕлтерĕ-шлĕ. В1, В2, В, тата В12 çитмесен чăхсен мышци сиенленет, чĕрнипе тĕкĕ аталанаймасть, ÿт чирĕ пуçланать. Тăпăрчă, пучахлă тĕш-тырăпа пăрçа йышшисен вăрлăхĕ, хывăх, пулă çăнăхĕ çитерсен нуша пулмĕ.
Чылай витамин пирĕн ал айĕнчех. Вăхăчĕпе хатĕрлемелле кăна. Калăпăр, типĕ-тнĕ вĕлтĕрен, вĕтетнĕ çăмарта хуппи, известь тата хăйăр илсе хутăштарсан çав тери паха витамин хутăшĕ пулать. Чăхсене лартса парсан ăна самантрах таккаса пĕтереççĕ. Пасар çĕпри те лайăх, унта В витамин пур, ăна чăх апатне 5 г хушмалла. Пахча çимĕç юлашки, пĕçернĕ çĕр улми, теркăпа хырнă кишĕрпе кăшман, купăста çулçи - пурте витамин. Чĕпсене пама ачасем валли сутакан пулă çăвĕ туянма юрать, унта А, В тата D витаминсем пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика