АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ясли ушкăнĕнчи уяв

10 января 2018 г.

Ясли ушкăнĕнчи уяв

Çĕнĕ çул – асам, ырă юмах, шанăç вăхăчĕ, чи юратнă уявсенчен пĕри. Ача садĕнчи утренник те унта ăс пухакансен, воспитательсен тата ашшĕ-амăшĕн Çĕнĕ çулпа çыхăннă тĕп ĕç-пуçĕ пулса тăрать. Çак мероприятие нумай вăхăт хатĕрленеççĕ, яваплăха туйса хутшăнаççĕ.
Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче те Çĕнĕ çул утренникĕсем иртрĕç. Капăр чăрăш патне пуринчен малтан кĕçĕн шăпăрлансем пухăнчĕç. Çĕнĕ çулта ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ, ачасен уявĕ вара Хĕл Мучипе Юрпике пуртан асамлăхпа тулать.
Шăпах хĕллехи хуçан чипер мăнукĕ хăнасене ылтăн шăнкăравпа чăрăш умне йыхравларĕ. Ачасем патне Кушак та, Упа-Утаман та, Йытă та, хăравçă Мулкач та килсе кайрĕç. Вĕсем шăпăрлансене тĕрлĕ вăйăпа савăнтарчĕç.
Анчах та утреннике чи пысăк асамлăх кÿрекенĕ, паллах, Хĕл Мучи пулчĕ. Ачасем юрсемпе кĕртсен, çилпе шартлама хуçине тата унăн мăнукне Юрпикене илемлĕ сăвăсем каласа пачĕç, юмахри сăнарсемпе юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, вăйă картине тăрса савăнчĕç. Хаваслă Хĕл Мучи пурне те пылак парнесемпе сăйларĕ тата уяв кăмăл-туйăмĕ парнелерĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика