АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутейре культура вучахĕ чĕрĕлчĕ

29 декабря 2017 г.

Чутейре культура вучахĕ чĕрĕлчĕ

«Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕ тата Чăваш Ен Ертÿçин 2015 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче кăларнă 168-мĕш указĕ еплерех пурнăçланнине Чутейри вĕр-çĕнĕ культура çурчĕ кăтартрĕ. Ялсем ан пушанччăр, çамрăксем тухса ан кайччăр тесе тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелемелле. Ку енĕпе районта та, республикăра та тăрăшса ĕçлеççĕ.
Ĕнер Тăвай енре пысăк уяв пулчĕ – Чутей ялĕнчи клуба хута ячĕç. Унти ĕçсем еплерех пыни пирки эпир пĕрре мар çырнă ĕнтĕ, халĕ вара пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт.
Районти культура ĕçченĕ-сем, пултарулăх ушкăнĕсем, тĕрлĕ ял тăрăхĕн ертÿçисем, Чутейре пурăнакансем, шкул ачисем – пурте çĕнĕ культура çуртне хăтлăх кĕртме пухăнчĕç. Савăнăçлă уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, республикăри культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев, ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, тата ытти сумлă хăнасем килчĕç. Паллă ĕнтĕ, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пурне те кăсăклантарать, çавăнпа никам та айккинче тăрса юлайман.
Чутей халăхĕ нумай çул клубсăр пурăннă. Çавăнпа та ялта пысăк та капмар культура çурчĕ тăвасси пирки хыпар пулсан вĕсем питĕ савăннă. Ăна тумашкăн тĕрлĕ шайри хыснасенчен 13 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Çавăнпа та Чутей клубĕ кермен пекех курăнать. Ăна «Вăрмарти» КСО акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ 4 уйăхрах туса пĕтерчĕ.
Иван Моторин палăртнă тăрăх, халăха наци культурипе, несĕлсен кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштармалла. «Чутейри вĕр-çĕнĕ клубра çакăн валли пĕтĕмпех пур: 106 вырăнлă зал, кружоксен пÿлĕмĕсем, вулавăш», - терĕ вăл.
Владимир Ванерке те пухăннисене çĕнĕ клуб уçăлнă ятпа тата çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕ, культура çуртне тума тÿпе хывнă çынсене, ЧР правительствине тав турĕ.
«Культура çурчĕ чăнах та кермен пек илемлĕ пулса тухрĕ. Ун валли техника хатĕрĕсем, тум-тир, сĕтел-пукан, ытти хатĕрсем те туяннă. Ку клуб ял çыннисен культура пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртесси иккĕлентермест. Ялта пултарулăх ушкăнĕсем, кружоксем тата та хăватлăрах ĕçлесе кайĕç. Артистсем вара концертсемпе, спектакльсемпе килсе савăнтарĕç. Подряд организацине, республика ертÿлĕхне пире çакнашкал савăнăç парнеленĕшĕн чунтан тав тăватăп», - палăртрĕ Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов.
Чутей ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Наталия Куракина ял халăхĕ ятĕнчен Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева, район тата ял тăрăхĕн администрацийĕ- сене тав турĕ. «Çĕнĕ çул умĕн ялти культура пурнăçне çĕнĕрен чĕртсе яма май паракан клуб туса панăшăн пысăк тав сире», - палăртрĕ Н.Куракина.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пухăннисем Чутейри культура çуртне хак пама пултарчĕç, тĕрлĕ пÿлĕмпе, ал-ĕç ăстисен куравĕпе, вулавăшпа паллашрĕç. Вĕсене Тăвай енри юрă-кĕвĕ, купăс ăстисем кĕтсе илчĕç. Сцена çинче те районти пултарулăх ушкăнĕсем хаваслă юрăсем шăрантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика