29 декабря 2017 г.

Кивĕ çул хыçа юлса пырать, умра - Çĕнĕ, 2018 çул. “Районăн аталанăвĕ тата унта пурăнакан çынсен ырлăх-пурлăхĕ пирĕн пĕрлехи тухăçлă ĕçрен нумай килет, пĕрлĕ-хре - пысăк вăй”, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке Çĕнĕ çул уявĕ умĕн пирĕн корреспондентпа тĕл пулса калаçнă вăхăтра. Вăл Тăвай енри халăхăн 2017 çулхи хастарлăхĕпе, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе епле ĕçленипе тата малашлăх тĕллевсемпе паллаштарнă.
-Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă Указсене пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Вĕсенче кăтартнă ыйтусем пирĕн районта пурăнакансемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пурте çĕршыв хăватне ÿстерессипе, халăхăн пурнăç условийĕ-сене лайăхлатассипе çыхăннă. В.Путин Президент Çĕнĕ çул умĕн демографи политики тĕлĕшпе тунă пуçарусем те пирĕн района тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ Президент пуçарăвĕсене пĕтĕмпех ырларĕ кăна мар, вĕсене хăйĕн йышăнăвĕсемпе хушусем те кĕртрĕ. Çакă пирĕн районшăн та питĕ усăллă. Мĕншĕн тесен пирĕн ача çураласлăха ÿстерессипе районта нумай ĕçлемелле. Каçалхи раштавăн 26-мĕшĕ тĕлне 116 ача çуралнă, малашне çак кăтартăва пысăклатсах пыма тимлемелле. Çемьере пĕр е икĕ ача кăна мар, виççĕ-тăваттă пулни тата лайăхрах.
Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса, Чăваш Енре 2013 çултанпа 146 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă, 2020 çулччен вĕсен хисепĕ икçĕре çитĕ. Пирĕн районта та юлашки пилĕк çулта çакăн пек 7 медицина пункчĕ уçăлнă, 2018 çулта Йăнтăрчăра пурăнакансене те модульлĕ çĕнĕ ФАП-ра йышăнма тата сиплеме пуçлĕç. Çакнашкал ырă сунăмлă ĕçсем ытларах пулччăр тесе вăй хумалла пирĕн пурсăмăрăн та.
Республикăран района тĕрлĕ проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртме пурĕ 252,5 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Районти халăха хăтлă, пахалăхлă çурт-йĕрпе тивĕçтерсе, сăмахран, федерацин “Çурт-йĕр” тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, 11 уйăхра районти 4 çемье хваттер е çурт-йĕр туянма патшалăх пулăшăвне илнĕ. Вĕсене пурĕ пĕрле 3 миллион та 24 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă.
“2014-2017çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял тăрăхĕсене аталантарасси” программăпа та Тăвай енри 8 çын пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн пулăшу илнĕ, вĕсенчен 6-шĕ çамрăк специалистсем. Вĕсене пурĕ 4 миллион та 622 пин тенке яхăн укçа уйăрнă. Районта авариллĕ çурт-йĕ-рсенче пурăнакан çынсене хăтлă çуртсене куçарассипе маларахри çулсенчех тимлесе ĕçленĕ. Пĕр тăлăх ачана вара Тăвайри хăтлă çуртра вырăн панă, ăна 928,6 пин тенкĕ укçан пулăшу кÿнĕ. Тăвай енри ветерансемпе тăлăх арăмсем те кăмăлсăр юлман тесе шутлатăп, вĕсен пурăнмалли условийĕсене маларахри çулсенчех лайăхлатма май килнĕ. Ватăсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене районта ялан пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Акă раштав уйăхĕ-нче Тĕмерте пурăнакан тыл ĕçченĕ Анисия Емельяновна Афанасьева 100 çул тултарчĕ. Ку вăл районшăн пысăк пулăм. Çак ятпа хисеплĕ ватăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин та саламларĕ.
“Хăрушсăрлăх тата паха çулсем” федераци проектне тата ял территорийĕсене аталантармалли федераллă программăна пурнăçласа чылай пысăк ĕçсем туса ирттернĕ районта. Ку тĕлĕшпе “Воддорстрой” подряд организацийĕ, “Дорстрой” ООО пысăк ĕç калăпăшĕсем пурнăçланă районта. 2017 çулта Вырăс Нăрваш сали патĕнчи регион пĕлтерĕшлĕ çул çинчи пысăк кĕпере хута янă, Тăвайран Чутее ?90 млн. тенкĕ/ тата Нÿ-шкассине ?24 млн. тенкĕ/ каякан автоçулсене тума ЧР республикин республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă.
Сăхăтпуç пăрăнчăкĕнчен Тушкиле тăсăлакан çула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, унта 11 миллион тенкĕ янă, Чутей ялĕнчи Чапаев урамне çул сарма 8 млн. тенкĕ тăкакланă.
Культура учрежденийĕсем те айккинче тимлĕхсĕр юлман. Сăмахран, Тăрмăшри культура çуртĕнче чÿречесемпе алăксене улăштарнă, спортзала юсанă. Мучарти клуб валли хальхи йышши оборудовани туяннă. Тата та лайăх хыпар - Чутейре кăçал çулла тума пуçланă культура вучахне хута ятăмăр ĕнер. Ăна тума республика бюджетĕнчен 12 млн. тенкĕ ытларах, Чутей ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 800 пин тенкĕ пĕтернĕ.
Пирĕн районти тĕп отрасльсенчен пĕри - ял хуçалăхĕ шанчăклăн та тикĕссĕн аталанса пырать. Чăваш Республикинче ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ иртнĕ çулхи вунпĕр уйăхри кăтартусемпе 100,4 процентпа танлашнă.
Районта выльăхсен йышĕ тата вĕсенчен продукци илесси çултан çул шанчăклăн ÿссе пырать. Каçалхи вунпĕр уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 5358 пуçа çитрĕ, 591 пуç е 12 процент ытла хушăнчĕ. Ĕнесен кĕтĕвĕ те йыш хушнă, халĕ вĕсене пурĕ 2278 пуç е умĕнхи çулхинчен 148 ĕне ытларах усраççĕ фермăсенче. Ферма пур-тăк - ял пурăнать: чĕр тавар сутса укçа кĕрет, унсăр пуçне ял çыннисем валли те ĕç пур. 2017 çулхи вунпĕр уйăхра сĕт туса илесси 7,3 процент ÿсрĕ, 11068 тоннăран иртрĕ, аш-какай калăпăшĕ - 352,4 тонна ?ÿсĕм 2,8 процент/. Ял хуçалăхĕ, вăл шутра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те, районта интенсивлă çул-йĕрпе аталанать. Выльăх апачĕ туса илесси, продуктивлăх, отрасле инвестицисем хывасси ÿсĕмлĕ пулса пырать. Çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ку чухнехи çĕнĕ технологисем вăй илеççĕ. Уйсемпе фермăсенче тухăçлă тата перекетлĕ ĕçлекен çĕнĕ техника ытларах та ытларах хуçаланать. 2017 çулта районта пурĕ 23893 тонна е юлашки çулхисенчен чылай нумайрах тырă пухса кĕртнĕ, гектар пуçне вăтам тухăç 23,5 центнерпа танлашнă. В.Грачев, В.Николаев хресчен фермер хуçалăхĕсенче, “Акконд-агро фирма”, “Дружба” хуçалăхсенче тырă гектар пуçне 30 центнера яхăн е ытларах та туса илнĕ. Районăн ял хуçалăхне “Акконд-агро фирма” АОпа “АККОНД. СĔТ” предприятисенчен уйрăм тĕшмĕртме те йывăр. “Акконд-агро фирмăн” ферми районта çеç мар, Чăваш Енре те пысăк сортлă сĕт туса илекен фермăсенчен пĕри пулса тăрать. Районти хуçалăхсенче туса илекен мĕнпур сĕтпе ашăн 38 проценчĕ ытла “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăн тÿпи пулса тăрать. Кунта пысăк продуктивлă голштин ăратлă выльăхсем ĕрчетеççĕ, вĕсен йышĕ уйăх каялла 1878 пуçа, çав шутра 860 сăвакан ĕнене çитнĕ. Асăннă предприяти ĕçлесе хатĕрлекен çĕрсен лаптăкĕ те вунă-вунпĕр çул каяллахинчен виçĕ хут çурă пысăкланнă, гектарсен хăвачĕ ÿснĕ. “АККОНД.СĔТĕн” “Гармония дня” тата “От Красули” брендсемпе суту-илĕ-ве тухакан сĕт юр-варĕсене пĕтĕм республикипе кăна мар, ытти регионсенче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ. Çынсен кăмăлĕнчен ытла тата кам тивĕçлĕрех хак пама пултартăр. Паян предприяти 20 ытла ятпа тĕрлĕ паха сĕт продукцийĕ кăларать.
Раштавăн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх Канашĕн пĕтĕмлетÿ ларăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене инвестици сферинче пысăк стандартсем кăтартакан малта пыракан регионсен шутĕнче асăнчĕ. “АККОНД” АО, “Акконд-агро фирма” АО производствăна аталантарма çуллен пысăк инвестицисем хываççĕ. Предприяти ферминче 2007 çултанпа çулсерен пысăк строительство ĕçĕсем тăваççĕ. 2017 çулта та фермăра нумай пуçлăх пăру вити хута кайнă. Ун умĕнхи кĕркунне те çĕнĕ вите ĕçе кĕртнĕ. Вĕсем 600 ĕне усрамалли тата сумалли пысăк инвестици проекчĕ шучĕпе пулса пыраççĕ. “АККОНД.СĔТ” АОра сырсем тата услам çу туса кăлармалли производство корпусĕ ĕçе кĕрет.
С.Р.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ инвестици проекчĕсемпе ăнăçлă ĕçлесе пырать, хуçалăх хăйĕн продукцине республика шайне кăларнă. 2017 çулта асăннă хуçалăхра термостатлă сĕт продукцийĕ туса кăларма тытăннă.
“Граждансен пуçарăвĕ” проектпа Нÿшкассинче водопровод ?4 млн. тенкĕлĕх/ тунă. Тăрмăшпа Енĕш Нăрвашри, Мучарти ача сачĕсенче юсав пынă. Çитес çулта Тăвайра хоккей коробки площадкипе пĕрле пулĕ, Тăрмăшри масара карта тытса çавăрĕç.
Районта инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерсех пыма, ăна валли условисем туса пама тимлеççĕ. Çакă производствăна сарса пыма кăна мар, лайăх шалуллă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума, районта пурăнакансен ĕçри хастарлăхĕпе кăмăл-туйăмне çĕклеме те пулăшĕ.
-Районта пурăнакансене Çĕнĕ çулпа саламласа, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем