29 декабря 2017 г.
2018 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çурçĕр çывхараспа, Вутлă Автан юлашки хутчен авăтĕ, ун хыççăн вара хисеп тенкелĕ çине Сарă Çĕр Йытти улăхса ларать. Автан сарнă асар-писер вырăнне тăнăçлăхпа йĕркелĕх килесси куçкĕрет.
Анчăк паллипе пурăнакан çынсене усă кÿрекен тата тĕрĕслĕхшĕн çунакан теме пулать. Вĕсем мĕн-пур ĕçе еплерех тумаллине маларах палăртма кăмăллаççĕ, кая юлса çÿремеççĕ, темĕнле кăткăс ĕçе те пурнăçлама пултараççĕ. Талăкра 25 сехет ĕçлет тесе те калама пулать вĕсем çинчен.
Йытă çулĕнче çуралнă çынсем тĕнчене йĕрке кĕртессишĕн çунаççĕ, темĕнле лару-тăрăва та тимлĕхрен вĕçертмеççĕ. Пурнăçри хăйсен çулне те çăмăллăнах шыраса тупма пултараççĕ. Вĕсем профессие алла илнĕ чухне те мĕн-пур вăйне хураççĕ, çăмăллăнах вĕренеççĕ, тивĕçне тĕплĕн пурнăçлаççĕ.
Савнийĕсемпе йĕркеленнĕ хутшăнусенче те Йытă çулĕнче çуралнисен хăйне евĕрлĕх пур. Утă купи çинчи анчăк пекех вĕсем, иртнипе сывпуллашаймаççĕ. Савнийĕпе уйрăлнă пулсан та, кĕвĕç туйăмĕ ниçта та каймасть.
Хĕвелтухăç кунталăкĕнчи Йытă паллиллĕ çулта мĕнле пурнăç кĕтет-ха çынсене; Пĕрисем умĕнче Сарă Çĕр Анчăкĕ хÿрипе силлесе тăрĕ, теприсене шăлĕсене кăтартĕ, виççĕмĕшĕсене хаяр çапăçусене илсе тухĕ, тăваттăмĕшĕсене вара чĕрипе... урине сĕнĕ.
ЙЫТĂ çулĕнче çуралнисене кăçал чăнахах та ăнать. Апла пулин те хăвăра алăра тытмалла! Йывăрлăхсенчен айккинче тăрса юлма пурпĕр май килмест. Темĕнле ыйтăва та татса пама пулать, анчах та вĕсенчен «хÿрене хĕссе» тармалла мар çеç. Çулталăкри тĕп тĕллев – укçа-тенкĕ, пурлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп никĕс хывасси. Çитес çулхи тĕп йывăрлăх – критикăна ?ыррине те/ йышăнманни. Пĕтĕмпех тĕрĕс тусан, çулталăкăн иккĕмĕш çурринче «ылтăн мăйкăч» та, «ăшă йăва» та, «пылак шăмă» та савăнтарĕ.
АВТАН хÿттипе çуралнисене Йытă кăçал пуçарнă ĕçсен тухăçĕсемпе савăнтарĕ. Пĕрремĕш çитĕнÿсемпе хавхаланнă Автансем çитес çул çунаттисене те сарĕç, çăварĕ-сене те уçĕç – Сарă Йытă нумай ылтăн тырă пĕрчи хатĕрлесе хунă. Енчен те 2018 çулта чăх сăхми пуличчен укçа-тенкĕ пухса хураймастăр пулсан та, пухмача пĕрчĕн-пĕрчĕн тултарма пултаратăрах. Çулталăк хуçи – Йытă – хăйĕн кÿршипе Автанпа самай туслă пурăнать вĕт, кирлĕ чухне хÿтĕлеме те, тĕрев пама та пултарать.
УПĂТЕ çулĕнче çуралнă сатур та хастар çынсене хутшăнусен авăрĕ тата вĕçсĕр-хĕрсĕр информаци юхăмĕ кĕтет. Йытă Упăтесене юратать, çавăнпа та вĕсене çитес çул самай çăмăл пулать. Анчах та тимлĕхсĕр выртакан мĕн-пур япала патне туртăнмалли йăларан хăтăлма тивет, унсăрăн капкăна та çакланма пулать. Çынсемпе еплерех калаçнинчен, хутшăннинчен çулталăкри кăтартусем килсе тăрĕç. Анчах та усăсăр хыпаланни тата сас-хурана итлени ура хума пултарать.
КАЧАКА хÿттинче кун çути курнисене çăмăлах пулмасть. Йытта çак чĕрчунăн мăнкăмăллăхĕ, кутăнлăхĕ самай тарăхтарать. Çавăнпа та «ют пахчара» тăранса пурăнасси пирки мар, çурт-йĕр туянасси пирки ?ипотекăпа пулсан та/ шухăшламалла. Енчен те çурт е хваттер туянма вăй хуратăр пулсан, Йытă сире пулăшĕ, мĕншĕн тесен вăл харпăр йăвана питĕ хаклать.
ЛАША çулĕнче çуралнисене вара Йытă канма сĕнет. Кăçал савăнăçпа хăпартланса сикмелли, телейпе тулса вĕçмелли тапхăр. Сирĕн илемлĕ çилхĕр те, çĕнĕ йĕвен те таврари çынсене савăнтарĕ, магнит евĕрех илĕртĕ. Сире юмахри пек романсем, кĕтмен тата тĕлĕнмелле тĕлпулусем, асра юлакан каçсем кĕтеççĕ! Çитес çул «кĕтĕве» ÿстерме те майсем çителĕклĕ пулĕç.
ÇĔЛЕН паллипе çуралнисене вара нумай кăткăс ĕç кĕтет. Çулталăк кичемрех туйăнма пултарĕ, çавăнпа та ăна мĕнпе те пулин ?ĕçри роман та çав шутрах/ хаваслăрах тăвас кăмăл çуралĕ. Ĕçе ĕçлеме çÿренине манманнисем вара енчĕк хулăнланасса кĕтме пултараççĕ. Професси ăсталăхне кăтартнине, тивĕçсене тĕплĕн пурнăçланине Йытă питĕ юратать. Сывлăха уйрăм тимлĕх уйăрмалла пулĕ.
АÇТАХА çулĕнче кун çути курнисене çулталăк хуçи уринчен е çунаттинчен çыртсах пырĕ. Çĕр Йытти Аçтахасен мăнкăмăллăхне тата ирĕклĕхне йышăнма пултараймасть. Вĕçме юратаканнисем вара Анчăксем мĕн пирки вĕрнине илтме пĕлмеççĕ. Çавăнпа та çитес çул ытлашши укçа-тенкĕ тăкаклама та, пысăк улшăнусем тума та тытăнса тăмалла. Хутшăнусенче те тимлĕ-хе çухатма кирлĕ мар, унсăрăн çывăх çынран юсма та пулать.
КРОЛИК хÿттипе çуралнисем вара çитес çул пĕрре пăхсан кăна шурă та ырă пек курăнĕç. Чăннипе вара эсир таврари çынсене алла илме хăтланатăр. Йытă хăйĕн хÿрипе сулласа та ĕлкĕреймест, Кролик çулĕнче çуралнисен аллине кĕрсе ÿкет. Çавна май вăрăм хăлхаллă юлташсем 2018 çул вĕçĕ тĕлне чи ăнăçлисенчен пĕрисем пулса тăрĕç.
ТИГР çулĕнче çуралнисен çитес çул усал пулма лекмĕ, вĕсем тутă пулĕç, çулталăк та лăпкă иртĕ. Эсир 2018 çулта çулçÿреве кайма, çĕнĕ паллашусемпе киленме пултаратăр. Çитес çул Тигрсем хăйсен пурнăçри çулне тупма пултарĕç. Хăнăхнă пурнăçа улăштарасси ют çĕршывсене кайса килнинче палăрĕ.
ВĂКĂРСЕНЕ вара Йытă пысăк должноçпе савăнтарĕ. Кутăнскерсем хăйсене мĕн кирлине аван пĕлеççĕ, çавăнпа та мĕн-пур чăрмава çийĕнчех тĕп туса пырĕç. Вăкăрсем кăмăллакан çынсем кăна вĕсен хÿрисенчен вĕрен явма пултарĕç.
ЙĔКЕХŸРЕ çулĕнче çуралнисем вара хăйсемпе пĕр шухăшлă çынсемпе вăй-хăватне уçса пама пултарĕç. Хăйне евĕрлĕ хăтланусемпе вĕсем Çĕр Анчăкне чăннипех те тĕлĕнтерĕç. Анчах та çулталăк хуçи улшăнакансен йышĕнчен мар, çавăнпа та Йĕкехÿресен чăнлăха йышăнма вĕренмелле е ун çине урăх куçпа пăхмалла.
СЫСНА хÿттипе çуралнисем вара çитес çул чун киленĕçĕ шырĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ пĕчченлĕхе суйласа илĕ. Хăшĕ-пĕри çакна пула телейсĕр пулĕ, теприсем ирĕклĕх туйĕç. Шалти сисĕмлĕхе шанмалла.
Зодиаксен гороскопĕпе те паллаштарса хăвармалла Çĕнĕ çул умĕн. Çавăнпа та малалла вулама хатĕрленĕр!
ТАКА. Ку çул яваплă пулĕ, сирĕн нумай пуçару тума тивĕ. Йывăрлăхран хăраманнисем пысăк çитĕнÿ тăвĕç, тĕллевĕ-сене пурнăçлĕç. Тумалли ĕçсене çулталăк пуçламăшĕ-нчех палăртса хума пултаратăр. Çитес çул пурнăç юратупа илемленме пултарать, сирĕн патăра аист та вĕçсе килес шанчăк пур. 2018 çулта çемьене хаклăр, çывăх çынсене пулăшăр. Çул-йĕр çинчи тимлĕхе ан çухатăр. Йытă çулне пĕтĕмлетнĕ чухне сире юратури, ĕçри çитĕнÿсем савăнтарĕç.
ВĂКĂР. Кăмăлăра каякан çынсемпе пулма тăрăшăр. Унсăрăн нимĕнле çитĕнÿ пирки те сăмах пырас çук. Çăлтăрсем каланă тăрăх, çитес çул эсир усламра, ăслăлăхра, литературăра, суту-илÿре, пултарулăхра ăнăçлă пулма пултаратăр. 2018 çулта нумай ĕçлеме тивĕ, апла пулин те нимĕн те харама каймĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурри уйрăмах ăнăçлă пуласси те паллă. Çăлтăрсем хăвăра ытларах юратма, хисеплеме сĕнеççĕ. Мăшăрăрсем сире тĕлĕнтерме тăрăшĕç. Унсăр пуçне хапхăр умне ĕлĕкхи савнисем килсе тăма та пултарĕç.
ЙĔКĔРЕШ. Çитес çул савнипе йĕркеленнĕ хутшăнусем çине пысăк тимлĕх уйăрма тивĕ, унсăрăн мăшăр арканас хăрушлăх пур. Енчен те пĕр чĕлхе тупма пултаратăр пулсан, сирĕн хушăрта çураçулăх, ăнланулăх тата романтика хуçаланĕç. 2018 çулăн пирвайхи 8 уйăхĕ карьера аталанăвĕшĕн ăнăçлĕ пулĕ. Нумай ĕçленĕшĕн пысăк компенсаци пуласси те куçкĕрет. Юпа тата чÿк уйăхĕсенче кĕтмелле пулать ăна. Тĕпрен илсен, Йытă çулĕнче пурнăçра пысăк улшăнусем пулаççĕ, ĕçе те улăштарма пултаратăр. Çитес çул сирĕн пурнăç ăс-тăнпа тулĕ.
РАК. Çитес çул эсир кăмăл туличчен канма пултаратăр. Юлташсемпе тăвансем сире савăнтарĕç. Çулла малалла еплерех пурăнмаллине ăнланса илетĕр. Пĕччен Раксен пурнăçĕ савнипе илемленĕ, анчах та хутшăнусем нумайлăха пырасси иккĕлентерет. Кĕркунне чун киленĕçĕ тупмалли чи ăнăçлă самант. Пĕр-пĕр ĕçе пуçăннă чухне иккĕленсе ан тăрăр, вара ăнăçу пулатех.
АРĂСЛАН. 2018 çул çĕнĕ хутшăнусемпе, паллашусемпе тата ĕçлĕ тĕлпулусемпе савăнтарĕ. Çитес çулхи чи ăнăçлă уйăх – раштав. Арăслансене юрату çулталăкĕ кĕтет тесен те тĕрĕс. Тахçанхи савнисем те хăйсем çинчен аса илтерĕç. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен асăрхануллă пулмалла, хăвăра çеç итлемелле.
ХĔРСЕН çулталăкăн пĕр-ремĕш çурринче карьерăна аталантарасси пирки шутламалла. Ĕçтешсемпе асăрхануллă пулăр, кирлĕ-кирлĕ мара ан пĕлтерĕр. Хăйсен умне тĕллев лартнă, хăюллă Хĕрсене кăна ăнăçу кĕтет. Тус-юлташлă хутшăнусене çитес çул юрату сĕмĕ çапма пултарать, çавăнпа та телейĕре ан вĕçертĕр. Мăшăрланнисен çемйине пысăк тимлĕх уйăрмалла пулĕ.
ТАРАСА. Çывхарса килекен çул çулçÿреврен, çĕнĕлĕхрен пуян пулĕ. Çавăнпа та пĕр шутламасăрах ташă ушкăнне çÿ-реме тытăнăр е ют чĕлхесем вĕренме пуçлăр. Савнийĕр сирĕншĕн çĕнĕ енчен уçăлĕ, юрату туйăмĕ вăйланĕ. Ĕç енчен те пысăк улшăнусем пулаççĕ. Хальхи лару-тăру сире тивĕçтерме пăрахĕ, çавăнпа та эсир мĕн те пулин çĕнни шырама пуçлатăр. Çитес çул çăлтăрсем ĕмĕт хыççăн вĕçме сĕнеççĕ.
СКОРПИОН. Çитес çул хăвăра алра тытмалла! Иккĕленÿ-ллĕ пулăмсенчен айккинче тăма тăрăшас пулать. Мĕнле те пулин çĕнĕ пуçарăва чÿк уйăхĕнче тытăнмалла. Юратупа романтика тĕлĕшĕнчен сирĕн нимĕнле çитменлĕх те пулмĕ. Хутшăнусенче çĕнĕлĕхсенчен ан пăрăнăр. 2018 çулти пирвайхи 7 уйăхра çулçÿреве каймалли майсем нумай пулаççĕ. Унта кайран сире карьерăна йĕркелеме пулăшакан çынсемпе паллашма та пÿрнĕ çăлтăрсем.
УХĂÇĂ. Хутшăнусем – тĕп вырăнта. Савнипе те, çемьепе те, тус-юлташпа та. Çĕнĕ паллашусем йĕркелĕр. Пурнăçа çитес çул кĕрекен çынсем сирĕн-пе нумайлăха юлĕç. Ĕçре ÿстерме пултарĕç. Вăраха тăсăлнă тавлашусене те çитес çул татса пама май пулĕ.
ТУ КАЧАКИ. Çăлтăрсем сирĕн ĕçе пысăк витĕм кÿреççĕ. Çĕртме уйăхĕнче пурнăçăрта çĕнĕ кăсăклану тупăнĕ, пултарулăха аталантарма тахат çитĕ. Сывлăха пысăк тимлĕх уйăрăр, мĕн те пуллин аптăратсан тÿрех пульницана çул тытăр. Чĕре алăкне питĕрме кирлĕ мар, савни тупайманнисене çитес çул ăнатех.
ШЫВТĂКАН. Сирĕн умăрта çулсем уçă та тип-тикĕс. Çулталăк тăршшĕпех çăлтăрсем сире пулăшса пырĕç. Енчен те эсир кама та пулин юрататăр, анчах та кун пирки калама шикленетĕр пулсан, юпа уйăхĕччен кĕтĕр, вара çăлтăрсем сире хăюлăх параççех. Çемьеллисен кил-йышра çураçулăх хуçаланĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче ĕçе улăштарас килсе кайĕ, анчах та йышăнупа васкама кирлĕ мар.
ПУЛĂСЕНЕ астрологсем кил-çурта тирпейлеме сĕнеççĕ. Юсав ĕçĕсене вĕçлĕр, хăтлăх кĕртĕр е урăх çĕре куçса кайăр. Çитес çул эсир «ман кил – ман кермен» тенине туллин ăнланса илетĕр. 2018 çулта нумай ĕçлемелле пулĕ, хушăран канмасăрах вăй хума тивĕ. Раштав уйăхĕнче ĕçре çĕнĕлĕх пулать, теççĕ çăлтăрсем. Юрату авăрĕнче йăлтах тăнăç тăрĕ, савнийĕр сирĕншĕн çирĕп никĕс пулĕ.