АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Униççе аппа пĕр ĕмĕр хыçа хăварчĕ

26 декабря 2017 г.

“Пурнăç хурçă пек туптарĕ, çавăнпа çирĕп пултăм пулĕ, çак çула çитрĕм”, _ тет Тĕмерте пурăнакан Анисия Емельяновна. Ялта ăна пурте Униççе аппа тесе чĕнеççĕ. Хĕллехи Микулара, раштавăн 19-мĕшĕнче, 100 çулхи юбилейне паллă турĕç Афанасьевсен çемйинче. Çывăх çыннисемпе пĕрле ялта пурăнакансем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç çак куна. Паллă пулăм-çке. Çак таранччен тĕмерсем никам та çĕр çула çитнине астумаççĕ.
Сумлă юбилейпе саламлама ĕçчен те ырă çемьене тĕрлĕ çĕртен хăнасем пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Тĕмер ял тăрăхĕн ертÿçи Г.Иванов, ветерансен районти канашĕн председателĕ Р.Гурина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ С.Порфирьева, район депутачĕ, ялти офис тухтăрĕ В.Козлова тыл ĕçченне çирĕп сывлăх, канлĕх, çывăх çынсен тимлĕхĕпе тата та нумай çул пурăнма сунчĕç, ăшă тав сăмахĕсем каласа Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне, асăнмалăх парнесем пачĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ кинеми килĕштерекен чăвашла юрăсене шăрантарчĕ.
...Анисия ?Емельянова/ Афанасьева 1917 çулта Чÿ-кçырми ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăлах килмен. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Тăхăнмалли пит пулман, çăкăрне те тăраниччен çиеймен. Çити-çитми пурнăçа пулах хĕрачан шкулта вĕренме май килмен. Тăрăшуллă та йăваш кăмăллă ÿснĕ вăл. Выçлăх çулĕсене те тÿссе ирттерме тивнĕ. Вăрçă йывăрлăхĕ те хĕрсемпе хĕрарăмсен черчен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Пĕтĕм вăй-хала фронтшăн панă. Арынсем вырăнне суха тунă, акнă, вырнă, Кирере, Пăвара, Шăмăршăра вăрман каснă. Ал ĕçĕ туса фронта ăсатнă. Анисияна вăрçа кайма та ят тухнă пулнă, анчах темле майпа хăварнă. Окоп чавни те асĕнчен тухмасть. Шартлама сивĕре хÿтĕлев сооруженийĕ тума шăннă çĕре иртен пуçласа каçчен такканă. Питсене тăм илнĕ, çăпатасем шăнса пăрланнипе урасем ним туйми пулнă. Çакăн çинчен мăнукĕсене ?вĕсем виççĕн, кĕçĕннисем _ улттăн/ темиçе хутчен те каласа панă асламăшĕ. 1947 çулта пĕве çитнĕ хитре те сатур пикене качча илме Тĕмерти Петр Григорьевич фронтовик пар лашапа, хура тăрантаспа пынине те пĕлеççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăш килĕнчен уйрăлса тухса кивĕ кил вырăнĕ те илнĕ мăшăрĕ-пе. Анчах шăпа тени арçын хÿтлĕхĕнче, ун тĕрекне туйса нумаях пурăнма пÿрмен çамрăк хĕрарăма. Пĕрлешсенех 7 çултан мăшăрне Петĕре пытарать. Унтан каллех пысăк хуйхă йăтăнса аннă Униççе çине. Виçĕ кун хушшинче икĕ виле, ашшĕнчен тăлăха юлнă тĕпренчĕкĕсене _ улттăри Лисукпа тăваттăри Ленука пытарма тивнĕ.
“Чун-чĕрем пушанса юлчĕ, утмалăх вăйăм та çукчĕ. Анчах варăмри ача пурăнма хистерĕ”, _ аса илме хал çитерчĕ салтак арăмĕ.
Николай ывăлне чунтан-вартан юратса ÿстернĕ вăл. Колхозри тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăннă. Каçсерен çĕвĕ машини умне ларнă Анисия. Çав вăхăтра ялти чи лайăх çĕвĕçсенчен пĕри пулнă. Мăнкунсенче вара çын татăлман. Ача-пăча валли кĕпе-йĕм çĕленĕ. Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне те, фуфайка, пальто таврашне те çыпăçуллă кăларнă. Пысăк укçана хапсăнман, мĕн чухлĕ панипе çырлахнă. Çапла майлаштаркаласа пĕчĕкрех пÿрт те лартнă. Ывăлĕ токаре вĕренсе тухса малтан “Победа” совхозра ĕçлерĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та “Дорстройра” хăй кăмăлланă ĕçĕнчех. Коллективра хисеплĕ, амăшĕ пекех ĕçри çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. “Токарь Коля” тесен ялта такам та кăтартса ярать вĕсен тĕлне.
Кил-çуртне çĕнĕрен çĕк- ленĕ, хуларинчен мĕнрен кая, ăшă, хăтлă. Шывĕ те шалтах, ăшши те, сивви те, ваннăй та пур. Кашни эрнерех мунчана йăтса илсе кайса çăвăнтараççĕ. Кăшт йăшма пуçласанах тĕрлĕ майпа сиплеççĕ. Вăрман çывăхĕнче пурăннăран эмел курăкĕсене нумай йышшине хатĕрленĕ.
Кинĕ Нина Павловна пулмасан пĕр ĕмĕр урлă каçас çук хура-шурне нумай курнă Анисия Емельяновна. Чĕвĕл чĕлхеллĕ, сăпай та ăш- пиллĕ Ишпуç хĕрĕ ялти участок больницине медсестрара ĕçлеме килсен нумайăшĕ ăна кин тума ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ. Вăл вара унăн ывăлне Николая куç хывнă. “Ылтăн чăмаккинчен ылтăн ман кинĕмçĕм”, _ çак сăмахсене кама кăна каласа савăнăçне палăртман-ши Униççе аппа. Чăнах маттурах ĕнтĕ, пур ĕçе те алли пырать, ватти-вĕттипе чĕлхи çыпăçать. Çĕнĕ çын кĕртнĕ хыççăн пурнăçĕ ырă енне улшăннă А.Афанасьеван. Çемье хушăннă майăн савăнăçĕ те пысăкланса пынă. Халĕ вара мăнукĕсен хăйсен çемйисем. Çу кунĕсенче пÿрчĕ ачасен сассипе тулать. Чунтан хĕпĕртет асламăшĕ пурте пĕрле пуçтарăнсан. Çапла юратупа тулли çемьере кун-çулне тăсать ялти чи ватă çын Анисия Емельяновна Афанасьева.
Юлашкинчен уявра кĕçĕн мăнукĕсем Лия, Никола, Артемий, Миша, Лиза, Калерия хăйсем шăрçаланă сăвă йĕркисене парнелерĕç:
“...Эпир килсессĕн савăнать,
Пире ыталаса пил парать:
_Лайăх вĕренĕр, сывлăхлă пулăр,
Вăрман пек пуян пулăр,
Малти çынна хыçа хăварăр,
Кайри çынна ан кĕтĕр.
Юратнă Аслă Асанне!
Çĕр çула çитнишĕн ан кулян,
Эс мăнукусенчен пуян!
Кĕçĕн мăнуксем çеç улттăн,
Пурте сана юрататпăр,
Ыррине кăна сунатпăр”.
Анисия Емельяновна 100 çул тултарнă кун хăйне аван туйрĕ, хĕрлĕ эрехне те сыпкăмпа тутанса пачĕ. Килнĕ хăнасене кашнине ырă пил парса ăсатрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика