АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçпе хавхаланса

26 декабря 2017 г.

Кармалти Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнчи чи маттур ĕçчене Николай Аркадьевич Шашкова республика ертÿçин кăçалхи юпа уйăхĕнчи указĕпе “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” хисеплĕ ята панă.
Тĕмер шкулĕнче вĕреннĕ чухнех аттестатпа пĕрле тракторист правине илнĕ Николай. “Красное Сормово” колхозри комбикорм кăларакан цеха вырнаçнă. Тăтăшах Канаш элеваторне биохутăш турттарма çÿренĕ. Çакăнтан пуçланнă çамрăкăн ĕç çулĕ. Вăл вара ăна яланлăхах ял хуçалăхĕ-пе, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хĕсмет хыççăн та çуралнă кĕтесех таврăннă. Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕпе Лидияпа пĕр-пĕрне юратса çемье çавăрнă, ялтах тĕпленнĕ.
Районти чи пысăк хуçалăх - “Победа” совхоз саланнă хыççăн Николай Шашкова ялтан инçетре ĕçлеме тÿр килнĕ. Вăл - кил пуçĕ, çемьене тăрантармалла вĕт-ха. Кирек ăçта пулсан та “хурçă утран” хăпман. Чулхула облаçĕнче тыр-пул пухса кĕртме тухиччен кивĕ комбайна кунне-çĕ- рне пĕлмесĕр юсаса ĕçе кĕртнине, унпах вырма паттăрĕ пулса тĕлĕнтернине аса илчĕ.
Анчах ют çĕрти пурнăç урăхларах. Ĕçлемерен яла таврăнсан уй-хирте çумкурăк ашкăрнине пăхса чĕри ыратнă унăн.
- Тавах Грачевсене, Кармал ялне çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Халĕ уй-хирте трактор сасси кĕрлет. Фермăра ĕç вĕресе тăрать. Ĕç вырăнĕсем туса пани çамрăксене ялта тымар яма пулăшрĕ, - тулли кăмăлтан калаçăва хутшăнчĕ Николай Аркадьевичăн мăшăрĕ Лидия Ефимовна. - Паянхи фермер хуçалăхĕн ертÿçи хăй ĕçне йĕркелес ыйтупа чи малтан пирĕн пата канашлама пыни те асрах-ха. Çав кунах заявлени çырса упăшкапа иксĕмĕр те ĕçе пуçăнтăмăр.
Малтанах сыснасем пăхнă хĕрарăм. Фермăра маларах та ĕçленĕ. Йывăр пулсан та, хăнăхнă ĕç тенĕ ĕнтĕ. Паркпа ферма пĕр çĕререх вырнаçнăран сукмака каллех пĕрле такăрлатма пуçланă мăшăр. Лидия Шашкована часах заведующи ĕçне шаннă. Упăшки те юнашар, ĕçлеме ÿркенменрен слесарь, арманçă ĕçне те туса пынă. Вырма е çураки çитсен, тракторне е комбайнне чĕртет. Çапла ферма ĕçне те, уй-хирти ĕçĕсене те ĕлкĕ- рет. Миçе хутчен ака е вырма каçалăкне пуçламан-ши ăста механизатор; Пĕрре те ÿпкев илтсе курман мăшăрĕнчен.
- Хĕрÿ ĕççинче килти ĕç çинчен те манса каять çав, - тет Лидия Ефимовна. - Çывăрма çеç таврăнать. Юратнă ĕç чуна сиплев пекех уншăн. Техникăна питĕ юратать.
Кăçал та ĕçсене вăхăтра вĕçленĕ кармалсем. Тырри-пулли кĕлет тулли, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ. Палăрт-нă чухлĕ акса-сухаласа хăварнă. Ĕçне кура тÿлевĕ те ĕнтĕ. Хĕрÿ вăхăтра куллен пин тенкĕ ытла та ларнине каларĕ Н.Шашков.
Фермер хуçалăхĕ йĕр-келеннĕренпе 13 çул ĕнтĕ. Çуллен аталанса тĕрекленсе пырать. Машина паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланать. Вăл вара ĕçлев условийĕпе ĕлĕкхисенчен чылай хăтлăрах.
Николай Аркадьевич кăмăллă, кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнине палăртрĕç ĕçтешĕсем. “Ак, камран тĕслĕх илмелле, питĕ сатур, - терĕ Валерий Геннадьевич ертÿçĕ те. -Кăçал пирĕн хресчен фермер хуçалăхĕ республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çакăнта Николай Аркадьевичăн тÿпи çав тери сулмаклă тесшĕн. Кăçал 55 çул тултарчĕ, çакăнтан 34 çулне - тракторпа вăл”.
Тыр-пул тухăçĕпе те, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе те кăтартусем лайăхланса пыраççĕ. Ĕне кĕтĕвĕ пĕлтĕрхинчен ÿснĕ. “Ялта выльăх усрамаллах”, - теççĕ Шашковсем. Ĕçлекенсене ку енĕпе условисем туса парассине тимлĕхе хурать фермер хуçалăхĕн ертÿçи. Николай Аркадьевичпа Лидия Ефимовнан кил-çурчĕ çирĕп. 4 вăкăр, 4 качака, чăх-чĕп картиш тулли. Ытти çулсенче ĕнине те усранă. Ытлашши сĕтне сутса та çемье енчĕкне чĕрĕ укçа кĕрет-çке. Выльăх усрама апат çителĕклĕ, терĕç. Кăçал, акă, Н.Шашкова ĕçленĕшĕн 2 тонна тырă, кирлĕ чухлĕ утă-улăм панă.
Лидия Ефимовнапа чылайччен калаçрăмăр. Кăмăлчак çынпа сăмахĕ те çыпçăнса пычĕ. Мăшăрне “Республикăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ятпа чыслани ачисен çемйисемшĕн те, тăванĕсемшĕн те, ял-йышшăн та пысăк савăнăç пулни куçкĕрет. Пĕр çăвартан пурăнма хăнăхнăскерсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ Николай Аркадьевичпа Лидия Ефимовна. Ăшăлăх хуçаланать çемьере. Анчах кил хуçи хĕрарăмĕн чунĕ ниепле те лăплансах çитеймест. Сывлăхне пула пĕлтĕр юратнă ĕçĕпе сывпуллашма тивнĕ ăна. Шупашкарти пульницара та сипленнĕ. Чире парăнманскер хăйне пăхса тăракан профессора çирĕп кăмăлĕпе, малалла ăнтăлнипе тĕлĕнтернĕ. Ĕçшĕн тунсăх пусса килсен пусăрăнса лармасть, фермăналла çул тытать, кунта ĕçчен те тарават хĕрсемпе калаçса чунне çĕклентерет. Чир пирки манма тăрăшать çапла. “Эпĕ сывă, нимĕнле чир те парăнтараймасть” - çакăн пек сăмахсене пурнăçа юратакан, малашлăха çутă ĕмĕт-тĕллевсемпе пăхакан çынран кăна илтетĕн-тĕр. Тава тивĕçлĕ механизаторăн Николай Шашковăн мăшăрĕ шăпах çакăн пек хĕрарăм тесшĕн. Çирĕп коллектив чăмăртама пултарнă вăл Грачев хуçалăхĕ-нче. Район хаçатĕнче çак кунсенче пичетлесе кăларнă сăвăм кăтартăвĕсемпе паллашрĕ. Ытти хуçалăхсеннипе танлаштарчĕ. Сатур иккен хуçалăхри ĕне сăвакан операторсем, сăвăм ултă пинрен иртнĕ.
“Ял ĕçченĕ” хаçатпа тахçантанпах туслă Шашковсем. Пĕлтĕр шăпах ун урлă “Деревенский чеснок” кооператив çинчен вуласа пĕлнĕ. Кăтартнă номерпе шăнкăравласа ĕç-пуçпа интересленнĕ Лидия Ефимовна. Ĕçлекен çын валли таçтан та ĕç тупăнать, тенĕ евĕр, çав çулхинех 4 сотăй çинче ыхра лартса хăварнă çемйипе. Шултра пулнă, 5 центнера яхăн тухăç илнĕ. “Вăрлăхлăх çителĕклĕ хăварса тăвансене, пĕлĕшсене патăмăр, ыттине курттăммăн сутрăмăр. Кăçал вара ыхра лаптăкне 24 сотăя çитерсе лартса хăвартăмăр, - тет çĕнĕ ĕçе хавхаланса пуçăннă кил хуçи хĕрарăмĕ. - Ыттисене те ыхра лартса ÿстерме сĕнесшĕн. Усси пурах”.
Арăмĕн харсăрлăхĕнчен тĕлĕнет Николай Аркадьевич. Ал-ĕçĕ тума ларать те чечекĕсене çыхнăçемĕн асамлăхĕпе илĕртеççĕ, чĕрĕ пекех туйăнаççĕ, тет. Кама кăна парнелемен-ши;
Икĕ хĕрпе пĕр ывăлне ура çине тăратнă вĕсем. Виççĕшĕ те çемьеленнĕ. Хĕрĕ Татьяна Çурçĕрте пурăнать, мăшăрĕпе стоматологи кабинечĕ уçнă. Ывăлĕн Николайăн хăйĕн ĕçĕ, “Автосервис” йĕркелесе транспорт хуçисене тĕрлĕ енлĕн тивĕçтерет. Кĕçĕнни Лена Канаш районне качча тухнă, сутуçăра ĕçлет. Мăнукĕ-сем улттăн, пурте - арçын ачасем. Яла килсен аслашшĕ-кукашшĕнчен хăпма та пĕлмеççĕ. Пĕчĕкренех техникăпа кăсăкланнине туять вăл, вĕсен ячĕпех пĕчĕк трактор ăсталама пуçланă. “Ÿссен сире çак тракторпа хамăр сухаласа, лартса паратпăр”, - тесе чĕвĕл-чĕвĕл калаçнине итлесе хавхаланаççĕ. Апла, мăнукĕсенчен хăшĕ те пулсан унăн ĕçне малалла тăсас шанăç пур-ха;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика