АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти Çĕнĕ çул елкине уçнă

26 декабря 2017 г.

Районти Çĕнĕ çул елкине уçнă

Ĕнер Тăвай районĕнчи Çĕнĕ çул уявĕн тĕп чăрăшне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район центрĕнчи культура çурчĕ умне тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи Хĕл Мучисемпе Юрпикесем килсе çитрĕç. Вĕсем Тăвай шкулĕнчи пуçламăш классенче вĕренекен ачасене Çĕнĕ çул юрри-ташшипе, вăййисемпе савăнтарчĕç.
Çакна та палăртмалла, кунашкал смотр кашни çулах иртет. Районти ялсен клубĕсенче вăй хуракан культура ĕçченĕсем, çамрăк хастарсем – пурте ачасене уяв кăмăл-туйăмне парнелерĕç.
Районта тĕрлĕ халăх çирĕп туслăхра пурăннăран Хĕл Мучисемпе Юрпикесем те икĕ чĕлхепе калаçрĕç. Хăшĕ-пĕри юмахсенчи классикăллă сăнарсене калăпларĕ пулсан, теприсем мĕн ачаран юратнă мучипе унăн мăнукĕ хальхи саманапа тан утса пынине кăтартма тăрăшрĕç.
Ачасем Çĕнĕ çул вăййисемпе, чăрăш тавра карталанса тăнипе çеç çырлахмарĕç, чăваш ташши те ташларĕç, селфисем те турĕç, пылак кучченеçпе те сăйланчĕç.
Чи хаваслă самантсене те палăртас килет. Пылак парнесем валеçнĕ чухне Хĕл Мучисемпе Юрпикесен ачасенчен тарма та тиврĕ! Тутлă канихвет çисе чĕмленес тесе вĕсем асамлă сăнарсене сырсах илчĕç.
Шкул ачисем Хĕл Мучисемпе Юрпикесене хавхалантарсах тăчĕç, сĕннĕ кашни тупăшăва хастар хутшăнчĕç. Çавăнпа та уяв калама çук хаваслă, вăй-хăватлă иртрĕ темелле. Çитес çулсенче те çакнашкал савăнăçлă ĕç-пуç уяв хăнисене савăнтарасси иккĕлентермест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика