АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент Указĕсене Чăваш Енре пурнăçлаççĕ

22 декабря 2017 г.

Президент Указĕсене Чăваш Енре пурнăçлаççĕ

Нумай пулмасть РФ Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттернĕ. Ертÿçĕ тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатнă, çав шутра хăйĕн çу уйăхĕнчи указĕсене еплерех пурнăçланипе çыхăннине те. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне вырăнсенче асăннă указсене юрăхлă шайра пурнăçа кĕртеççĕ. 2018 çулта çак ĕçе пĕтĕмлетĕç.
Чăваш Енре, сăмахран, РФ Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указсене тĕплĕ пурнăçлаççĕ, отчетсем тăратма хатĕр.
Аса илтеретпĕр, 2012 çулхи çу уйăхĕнче 11 указ кăларнă. Вĕсем оборонăпа тулаш политикинчен пуçласа бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвĕ таранчченех пырса тивеççĕ. Указсенче тăратнă ыйтусем çĕршывра пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та Президент вĕсене татса парассине тĕп вырăна лартнă. Сăмах май, бюджет тытăмĕ-нче тăрăшакан миллион-миллион çыншăн шалу ыйтăвĕ çивĕч. Вĕсен ĕç укçийĕ пысăках мар, ăна тариф сеткипе палăртаççĕ, шалу калăпăшĕ, час-часах, уйрăм çын тăвакан ĕçĕн пахалăхĕнчен килмест. Промышленноçра е ытти тытăмсенче вăй хуракансем чылай чухне темиçе хут пысăкрах шалу илеççĕ. Çакнашкал тансăрлăха пĕтерес тĕллевпе Президент ятарлă указ кăларнă пулнă та.
Шалу ÿснине чи малтан тухтăрсемпе вĕрентекенсем туйса илнĕ. Унтан бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ытти категорийĕсене çĕнĕлĕхсемпе савăнтарнă. Апла пулин те, нумай çын хальлĕхе шалу чăнах та ÿсесси пирки ĕмĕтленет кăна.
Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул ку ыйтăва татса парассипе тĕллевлĕрех ĕçлĕç. 2018 çулта республикăра ĕç укçин калăпăшĕ вăтамран 24040 тенкĕпе танлашĕ. Ку кăтартăва республикăри экономика аталанăвĕн министерстви çĕршыври ведомствăпа тĕплĕн сÿтсе явнă, йышăну тунă. Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнченех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи педагогика ĕçченĕсен, социаллă работниксен, медицина учрежденийĕсенче тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă е тăлăх ачасене социаллă çăмăллăхсем кÿрекен организацисенче вăй хуракансен, культура сферин ĕçченĕсен шалăвĕ вăтам кăтарту патне çитме тивĕç. Чылайăшĕшĕн çакă самай пысăк хисеп пулать.
Ача сачĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ 22381, ачасене хушма пĕлÿ паракан патшалăх ?муниципалитет/ организацийĕсенче вăй хуракансен – 24424, аслă пĕлÿ паракан учрежденисенчи ĕçченсен, медицина тытăмĕнче тăрăшакан аслă пĕлÿллĕ ?медицина е фармацевтика енĕпе/ тухтăрсен е персоналăн – 48080 тенкĕпе танлашма тивĕç çитес çул.
«Граждансен асăннă ушкăнĕсене çитес çул тивĕçлĕ ĕç укçи парас тесе хыснаран 9 695 миллион тенкĕ пăхса хунă, вăл шута шалăва ÿстермешкĕн уйăрнă ?пĕлтĕ-рхипе танлаштарсан/ 1 475,3 миллион тенкĕ те кĕрет», -тенĕ Светлана Енилина.
Палăртнă тăкаксене çитес çулăн бюджетĕнче пăхса хунă, вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕ ырланă. Бюджета йышăнсанах шалу ÿсесси саккуна кĕрет. Ырă хыпар!
Пĕр материалтах Президентăн мĕн-пур указне пурнăçлани пирки каласа пама çук. Апла пулин те Чăваш Еншĕн уйрăмах пĕлтерĕ-шлĕ тепĕр темăна хускатас килет. Пресс-конференцире РФ Президенчĕ ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕ-сем туни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Унсăр пуçне вĕсем тăвакан ĕçсене те анлăлатма сĕннĕ.
Чăваш Енре ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçленине хамăр материалсенче пĕрре мар палăртнă – мăнаçланмалăх пур. Медицина пункчĕсене упраса хăварнипе тата çĕннисем хăпартнипе республикăмăр çĕршывĕпе те малтисен ретĕнче. 2013 çултанпа Чăваш Енре 146 модульлĕ ФАП уçăлнă. Шупашкар районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче вĕр-çĕнĕ сиплев çуртĕнче отделка ĕçĕсене тăваççĕ. 2020 çулччен республикăра 200 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлма тивĕç.
Сăмах май, Тăвай районĕ-нче те çĕнĕ ФАПсем уçăлчĕç. 5 çулта пирĕн тăрăхри 7 ялта медицина пункчĕсем хута кайнă, çитес çул Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакансен те хăйсен сиплев çурчĕ пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика