22 декабря 2017 г.

Чăваш Республикинче, вăл шутрах пирĕн Тăвай районĕнче те, кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ ирттересси йăлана кĕнĕ.
Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче районта кăçалхи юлашки Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халăхпа тĕлпулусене усăллă, тухăçлă йĕркелесе ирттерес тĕллевпе района тĕп хуларан Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килнĕ.
Районта Пĕрлехи информаци кунĕ информушкăн членĕ-сен тата район администрацийĕ-нче ĕçлекенсен тĕлпулăвĕпе пуçланнă. Унта ку вăхăтшăн çивĕч темăсене сÿтсе явнă: 2018 çулта иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă ыйтусем, Раççей Федерацийĕнче тата Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсем, районта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче, çавăн пекех 2017-2018 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси.
Светлана Ананьева Чăваш Республикинче пĕрремĕш тата нумай ачаллă çемьесене паракан социаллă пулăшусем çинчен каласа панă.
Ачасен интересĕсемшĕн пурнăçлакан Наци страте-гийĕн ĕçĕсен координаци канашĕн ларăвĕнче Владимир Путин Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕсене те 2018 çулхи кăрлачăн ?январĕн/ 1-мĕшĕнчен пуçласа демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли чылай çĕнĕ мерăна пурнăçа кĕртме тытăнма сĕннĕ, вĕсен хушшинче - пĕрремĕш ача çуралсан уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕ-сем, амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулччен тăсни, 2018 çулта иккĕмĕш, виççĕмĕш ача тата ун хыççăнхи ачасем çуратакан çемьесен ипотека кредичĕн ставкисене субсидилесси. Амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулччен тăснă кăна мар, унпа усă курмалли майсене те анлăлатнă.
Чăваш Енре ача çуратаслăха хавхалантарма республика енчен паракан пулăшăва та пысăклатнă. Çапла, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виççĕмĕш ачашăн вăл 2017 çулта е ун хыççăн çуралнă е усрава илнĕ пур çемьене те пособи парас пирки Указа алă пуснă. Ăна кăçалах, çитес çул çитиччен икĕ уйăх маларахах, тÿлеме пуçлаççĕ. Регионти çак пулăшăва, малтан палăртнă тăрăх, 1300 çемье илĕ. Çакăн валли республика Пуçлăхĕн резерв фондĕ-нчен 25 миллион тенкĕ уйăрнă. Амăшĕн капиталĕн регионти программине те 2021 çулччен тăснă.
Чÿк ?ноябрь/ уйăхĕн 25-мĕ-шĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев “Амăшĕн мухтавĕ” хисеп палли çинчен” указа алă пусни те иртсе пыракан çулталăкри паллă событи пулса тăчĕ. Ку хисеплĕ паллăпа çемьене çирĕплетме тата обществăна тивĕçлĕ ачасем воспитани парса ÿстернĕ амăшĕсене хавхалантарĕç. “Амăшĕн мухтавĕ” хисеплĕ паллăна тивĕçнĕ хĕрарăмсем “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тата унпа килĕшÿ-ллĕн уйăхсерен паракан 1100 тенкĕне тата телефон çыхăнăвĕ енĕпе паракан 50 процентлă компенсацие тивĕçлĕ пулĕç тесе шанма майсем пур.
“Чăвашçăкăрпродукт” УАО генеральнăй директорĕн пĕр-ремĕш çумĕ, “Шупашкарти элеватор” филиалăн директорĕ Александр Дмитриев 2018 çулта пуш ?март/ уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тĕлпулăва хутшăннисене районти пушар лару-тăрăвĕ-пе паллаштарнă, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче пулакан пушарсем тата вĕсен сăлтавĕсем çинчен каласа панă. Асăннă праçниксенче çуллен тенĕ пекех пушарсен тата вут-çулăмра инкек куракан, вилекен çынсен хисепĕ ÿсет. Уйрăмах çынсем нумай пухăнакан объектсенче тата çавăн пекех хăйсене йĕркесĕр тытакан тата нумай ачаллă ăнăçсăр çемьесенче пушарсем йывăр инкек патне илсе пыраççĕ. Вăл Çĕнĕ çул мероприятийĕсем иртекен учрежденисенче вĕсемшĕн яваплă çынсем пулмалли тата вĕсемпе инструктаж ирттермеллине палăртнă. Çурт-йĕ-рсенче пиротехника изделийĕ-семпе усă курмалла мар.
Çакăн хыççăн информушкăнсен членĕсем ĕç коллективĕсене çитсе унти халăхпа тĕл пулнă ?сăн ÿкерчĕксенче - районти тĕп больницăра/. Вĕсенче çынсем хускатнă ыйтусене пăхса тухса кирлĕ йышăнусем тума тивĕçлĕ инстанцисене парĕç, ыйтусем çине хăйсем те хуравланă.
Пĕрлехи информаци кунĕн майĕпе район адми-нистрацийĕн çуртĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕ-семпе те йышăннă.