АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв историйĕпе, этем кун-çулĕпе çыхăннă

22 декабря 2017 г.

Раштавăн 20-мĕшĕнче районти ЗАГСра юбилее халалланă тĕлпулу иртнĕ. Кунти сотрудниксене, ĕç ветеранĕсене райадминистраци пуçлăхĕ В.Ванерке, “Чăвашçăкăрпродукт” УАО генеральнăй директорĕн çумĕ, “Шупашкар элеваторĕ” филиал директорĕ А.Дмитриев саламланă, Тăвайри вăтам шкулти вĕренекенсем, культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ концертпа савăнтарнă.
ЗАГС уйрăмĕн историйĕ вăл - çĕршыв, район историйĕ, уйрăм çемье кун-çулĕ. 1917 çулччен пирĕн районта, Пĕтĕм Раççейри пекех, ача çуралнине, çын вилнине, мăшăрланнине чиркÿсенче çырса пынă. Пачăшкăсем хăйсен прихучĕсенче кама венчет тунине, кама шыва кĕртнине е асăнса юлашки çула ăсатнине шута илсе пынă. I Петр патша приказĕпе 1722 çулта православи метрика кĕнекисем йĕркелеме тытăннă.
1918-1924 çулсенче район территорийĕнче акт регистрацийĕсене Тăвай тата Кивĕ Терпÿрт вулăс ĕçтăвкомĕсем çумĕнчи ЗАГС сĕтелĕнче (пайĕ-нче) пурнăçланă, 1925-1927 çулсенче вара - Çĕрпÿ уесĕнчи рабочисемпе хресченсен тата хĕрлĕ армеецсен Совечĕн Тăвайпа Тĕмер вулăс ĕçтăвкомĕ-сенчи ЗАГС сĕтелĕнче (пайĕ-нче). 1927 çулта Тăвай районĕнче ЗАГС бюровĕ ĕçлеме пуçланипе пĕрлех, 20 ял Советĕнче те регистраци тăвассине йĕркелесе пынă.
Пĕр ĕмĕрхи çул-йĕре пĕтĕмлетнĕ май, ЗАГСра тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ çынсене асăнмасăр епле иртĕн; Вăрçăн йывăр çулĕсенче З.Алексеева (1940-1943), И.Яковлева (1943-1944) заведующире тăрăшнă. 1945 çултан ЗАГС бюровĕн ĕçĕ вăрçă участникĕн, Çĕнĕ Пуянкасси хĕрĕн Клавдия Федоровна Федорован аллине куçнă. Вăл хастарлăхĕпе, хăйĕн тивĕçне тĕплĕн пурнăçланипе палăрнă. 1948 çулта ял Совечĕн председателĕпе И.Д.Даниловпа çемье çавăрнине ЗАГСра регистрациленĕ. Мăшăрĕпе 7 ача пăхса ÿстернĕ вĕсем.
1948 çулхи июньтен эстафетăна Елизавета Степанова (Турхан) илсе 14 çул тăрăшнă çак ĕçре. Елизавета Степановна аса илнĕ тăрăх, вăрçă хыççăнхи çулсенче çурални çинчен регистрацилесси тăрук ÿснĕ. Çав тапхăрта ЗАГСсем НКВД тытăмĕ çинче пулнă. 1957 çултан ЗАГС бюровĕ райĕçтăвкома пăхăнма пуçланă.
Тăвай районĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ хыççăн ЗАГСа Раиса Алексеевна Семенова ертсе пыма пуçланă та 1989 çулччен вăй хунă яваплă ĕçре. Çак органăн тивĕçĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă: мăшăрсем уйрăлнине, ашшĕ кам пулнине, усрава илнине, ята улăштарнине регистрациленĕ, ял Совечĕсенчен отчетсем йышăнса ЧАССР Министрсен Совечĕн ЗАГС пайне çитернĕ. Райĕçтăвком çуртĕ-нче ЗАГС бюровĕ валли уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Унтах архив та упраннă, граждансене те йышăннă. 1964 çулта РСФСР Министрсен Совечĕн çĕнĕ йăла-йĕ- ркесене пурнăçа кĕртесси çинчен постановленийĕ тухнă. Ача çуралнине регистрацилессине, мăшăрланнине, юбилярсене чысланине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелеме пуçланă. Раиса Алексеевнапа парти райкомĕн пай заведующийĕ В.Н.Капитонов пуçарнипе 1965 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче ялти клубра пуçласа Тăвайри Владимир Ивановичпа Галина Кузьминична Ивановсен комсомолла туйне ирттерни район центрĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн та асра юлмалли самантпа палăрса юлнă пулĕ. Çакăн хыççăн ырă йăла çирĕпленсе те çĕнелсе пынă. Ивановсем çур ĕмĕр ытла килĕшÿре пурăнаççĕ, икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Хăйсен çемье çавăрнă куна ăшă кăмăл-туйăмпа аса илеççĕ. Тепĕр 50 çултан, 2015 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче, ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕсем вĕсен ылтăн туйне те савăнăçлă лару-тăрура йĕркеленĕ.
Вера Сергеевна Григорьева заведующире ĕçленĕ вăхăтра та (1989-1997 çулсем) çамрăк мăшăрсене культура керменĕсенче асра юлмалла регистрацилесси пурнăçа çирĕппĕн кĕрсе пынă. Ун хыççăн Зинаида Павловна Гаврилова ЗАГС пайĕнче 17 çул ĕçленĕ, çав çулсенче те ырă улшăнусем сахал мар пулса иртнĕ. 2001 çултан граждансен тĕрлĕ акчĕсене регистраци тăвасси ял администрацийĕсенчен ЗАГС органне куçнă. Унччен тĕрлĕ актсене алăпа çырса вăхăт ирттернĕ пулсан, 2003 çултан компьютерпа ĕçлесси çине куçнă.
2010 çулта ЗАГС уйрăмĕ юсаса хăтлăлатнă çурта куçнă. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ-пе усă курса электрон мелĕпе тĕрлĕ актсене кĕске срокра регистрациленипе çынсем кăмăллă.
1919 çултан пуçласа çак таранчченхи гражданла актсен хут çине çырса пурнăçланă документсене 2013-2014 çулсенче пурне те электрон мелĕ çине куçарнă.
Паян пирĕн архив фондĕнче 450 ытла акт кĕнекинче100 пин ытла регистраци хучĕ упранать. 2016 çулта кăна 475 акта шута илнĕ, пулăшусен 68 процентне электрон мелĕпе пурнăçланă. Кăçалхи 10 уйăхри демографи кăтартăвĕсене илсен, ача çураласси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен ÿсни савăнтарать (145-134). Уйрăласси умĕнхи çулхисенчен чылай чакнă.
Тĕрлĕ ыйтусемпе çынсем пыраççĕ пирĕн пата. Кашнин кун-çулĕ пирĕн ĕç-хĕлпе çыхăннă. Çемье институтне çирĕплетес, сумне ÿстерес тĕлĕшпе ЗАГС уйрăмĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет: уçă алăксен кунĕ-сем, çĕнĕ кайăк вĕçсе килнине уявлани, хисеплĕ мăшăрсене, нумай ачаллă çемьесене чыслани, çемье çавăрма шут тытнă çамрăксемпе занятисем йĕркелени тата ытти те. Пĕтĕмĕшле илсен, ЗАГС пайĕ-нче иртекен кашни пулăм çынсен асĕнче нумайлăха юлтăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика