АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ

22 декабря 2017 г.

Клубсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ

Ҫулталӑк вӗҫӗ пуриншӗн те уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ те паллӑ тапхӑр. Эпир тунă ӗҫсене тишкерсе хак паратпӑр, ӗҫ малалла тикӗссӗн те ӑнӑҫлӑн аталанса пытӑр тесе ӑна йӗркелемелли ҫӗнӗ меслетсем шыратпӑр. Янкӑр уҫӑ хӗллехи сывлӑшра тӗлĕнмелле асамлӑх шӑнкӑрав евӗр ҫинҫе саслӑ ҫын кӑмӑл-шухӑшне ҫӗклентерсе ярать: чи юратнӑ уяв _ Çӗнӗ ҫул ҫывхарать. Хӗл каҫӗ вӑрӑм, анчах та ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман чӑвашӑн ахаль ларма вӑхӑт ҫук. Кил хушшинчи ӗҫсенче, ал ӗҫӗнче киленӗҫ тупать. Районти культура ҫурчӗсем те каҫхи вӑхӑтра ҫынсен канăвне усӑллӑ йӗркелес тесе тимлеҫҫӗ, тӗрлӗрен ĕç-пуç ирттереҫҫӗ. Культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах районти ялсенче гастрольсемпе пулчӗҫ. Ку енӗпе ӑнӑҫлӑрах ӗҫлекеннисем Енӗш Нӑрвашри халӑх театрӗ, Тушкилти культура ҫурчӗ, Тӑвайри халӑх театрӗ пулчӗҫ. Зоя Васильева тата Наталия Георгиева режиссерсен ӗҫӗсем республика шайӗнче те пысӑк хака тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне кашни культура ҫуртӗнче тӗрлӗ жанрлӑ ӑнӑҫлӑ хайлавсем пулнине шута илсе эпир сцена ҫинче вӗсенчен концерт йӗркелес терӗмӗр. Палӑртнӑ сехетре Тӑвайри культура ҫуртне халӑх пухӑнчӗ. Вырӑнти артистсем нумай кӗттермерӗҫ, куракансене юрӑ-ташӑ тӗнчине йыхравларӗҫ. Илемлӗ, хаваслӑ, пысӑк йышлӑ ҫӗнӗ номерсем кашни ҫын чӗрине савӑнтарчӗҫ, ырӑ туйӑмсем вӑратрӗҫ. Ҫепӗҫ юрӑ-кӗвӗ шӑрантаракан хитре тумлӑ ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухни, хӑйсен пултарулӑхне залра ларакансене парнелени кӗске хушӑра ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклентерсе ячӗ. Уяв программине «Тӑвай ен» халӑх ушкӑнӗ пуҫларӗ. Владислав Степанов ертсе пыракан ҫак ушкӑн юлашки вӑхӑтра палӑрмаллах улшӑнчӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пысӑк пахалӑхлӑ номерсем куракансем умне кӑларчӗ. Унӑн ертӳҫи хӑй те илемлӗ юрӑсем ҫырни, паллах, коллектива уҫӑ варкӑш кӳчӗ. Иртнӗ эрнере пирӗн ентешсен Владислав Пастуховпа («Тӑвай пики») тата Альбина Никитина («Малалла илсе кай») сӑввисемпе Владислав Степанов кӗвĕленӗ юрӑсене Тӑвай ентешлӗхӗн Шупашкарти уявӗнче ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Улянкӑри «Мерчен» (ертсе пыраканӗ Людмила Петрова), Тӗмерти «Хавас» (ертсе пыраканӗ Ирина Краснова, баянпа хавхалантараканӗ Валерий Смирнов), Тӑвайри халӑх хорӗ ҫумӗнчи хӗрсен «Ҫӑлкуҫ» тата нумаях пулмасть йӗркеленнӗ арҫынсен ушкӑнӗсем (ертсе пыраканӗ Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Римма Маркова) концерта малалла тӑсрӗҫ. «Ҫӑлкуҫ» ушкӑна хутшӑнакан Зинаида Николаева, Леонила Семенова, Людмила Дмитриева, Людмила Егорова, Надежда Емельянова темиҫе ҫул пире савӑнтараҫҫӗ пулсан, арҫынсен ушкӑнӗ халӑх хорӗ ҫумӗнче кӑҫал çеç йӗркеленнӗ. Вячеслав Ефимов, Алексей Моисеев, Андрей Захаров, Владимир Совин (сăн ÿкерчĕкре) пултаруллӑ юрӑҫсем залра ларакан хӗрарăмсен ячӗпе хитре юрӑ шӑрантарчӗҫ. Наталия Королева хореограф ертсе пыракан ташӑ ушкӑнӗсем те чылай илем кӳчеҫ. Вӗсем хушшинче - уяв хӑнисем те - Канаш хулинчи виҫҫӗмӗш шкулти «Фантазия» ташӑ ушкӑнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн ҫамрӑк хореограф Наталия Афанасьева (унӑн пурнӑҫӗ ҫул ҫинчи хӑрушӑ инкекре сарӑмсӑр татӑлчӗ, йывăр тăпри çăмăл пултăр) ертсе пынӑ ушкӑна Н.Королева саланма памарӗ, хайӗн аллине илсе ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗкленме пулӑшрӗ. Сӑмах май каласан, Наталия - Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2017 ҫулхи стипендиачӗ. Улянкӑри Любовь Иванова, Пуянкассинчи Владиславпа Людмила Владимировсем, Лариса Соловьева, Тӑвайри Вера Абржина, Елена Гаврилова, Людмила Егорова, Чӳкҫырминчи Людмила Дмитриева юрӑсене сцена ҫинче кӑмӑллӑн шӑрантарчӗҫ. Ҫамрӑк юрӑҫсем те яланхиллех хӑйсене лайӑх енчен кӑтартрӗҫ. Тӑвайри Ванесса Абржина, Элпуҫ пики Анастасия Моисеева, Тенеялӗн пултаруллӑ хӗрӗсем Ксения Николаевапа Эллада Данилова хӑйсен аслӑ юлташӗсенчен кая юлмарӗҫ. Куракансем ҫамрӑксене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ. Концертӑн чи хумхануллӑ саманчӗ вара - сцена ҫине Тӑвай районӗн купӑсҫисен ушкӑнӗ тухни. Ҫак ушкӑнри артистсем пӗр ҫын пек харӑссӑн чӑваш ташшин кӗвви янраттарсан, залра ларакан кашни ҫыннӑн чӗри чуна ҫывӑх юрӑ-сӑвва йышӑнчӗ. Ураскассинчи Анатолий Иванов, Тӑвайри Федор Трифоновпа Римма Маркова, Вӑрманхӗрринчи Владислав Степанов, Енӗш Нӑрвашри Вячеслав Ефимов купӑсҫӑсем, Вера Абржина параппанҫӑ тӗрлӗ чӑваш кӗввисене аса илчӗҫ. Халӑх инструменчӗсемпе ытти ушкăнсем те ӑста усӑ курчӗҫ. Илемлӗ кӗвӗпе хӗрсем акӑш евӗр шурӗҫ, ташӑра такмак каласа ҫаврӑнчӗҫ. Ку ушкӑнра 14 ҫын пулчӗ. Пурте вӗсем Тӑвай ентешлӗхӗн чаплӑ уявӗнче оперӑпа балет театрӗн хӑтлӑ фойинче пухӑннӑ халӑха ташлаттарса юрлаттарнӑ. Кунта вӗсемпе пӗрле Тушкилти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сурпан» тата «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ пулчӗҫ. Дарья Совинӑпа Юлия Чернова, Елена Семенова, Вячеслав Ефимов юрлакан вырӑсла юрӑсем куракансене шухӑша ячӗҫ, патриотлăх туйӑмĕ ҫуратрӗҫ. Федор Трифонов сасӑ тата çутă режиссерĕ профессиллĕ шайра тимленипе концерт хулари мероприятисем пекех илемлӗ пулчӗ. Юлашкинчен куракансем е артистсене тав турӗҫ. Паян, раштавӑн 22-мӗшӗнче, пирӗн сцена ҫинче Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне халалланӑ ҫамрӑк ача амӑшӗсен районти тупӑшӑвӗ пулӗ, унта пурне те йыхравлатпӑр. Кунта Тӑвай районӗнчи чи пултаруллӑ та илемлӗ ҫамрӑк хӗрарӑма палӑртӑпӑр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика