АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлесе çÿлте тытар район ятне

19 декабря 2017 г.

Тăрăшса ĕçлесе çÿлте тытар район ятне

Тăвай ен ентешлĕхĕн пысăк уявне Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче йĕркелерĕç иртнĕ эрнере. Унта пирĕн районта çуралса ÿссе малашлăхне вырăнта, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тăсакансем пĕрле пухăнчĕç.
Ентешлĕх - ĕçри опытпа пĕр-пĕрне паллаштарма, кирлĕ пулсан юлташла пулăшма май паракан уяв. Ăна ирттерессине темиçе çул каялла йăлана кĕртнĕ. Пирĕн районта çуралса ÿснисем тăван вырăнтан килнĕ юлташĕ-семпе, пĕлĕшĕсемпе, ентешĕ-семпе тепĕр хут тĕл пулса калаçма питĕ хавас пулчĕç иртнĕ кĕçнерникун.
Оперăпа балет театрĕн фойине кĕрсенех çынсем уяв ытамне лекрĕç. Картлашкан икĕ айккипе тăракан чăваш тумне тăхăннă, ăшă кулăллă пикесемпе илĕртÿллĕ чăрăшсенчен куç илес килмест. Тушкил, Тăрмăш ялĕсенчи фольклор ушкăнĕсем чăвашла юрласа, чăвашла ташласа, хăйсен йышне хушăнма хистерĕç хăнасене. “Тăвайри кооператив” потребобщество тата “Акконд-агро фирма” обществăн сĕт-çу цехĕ хăйсен продукцийĕсене сĕнчĕç. Ал ĕç ăстисен куравĕ умĕнче чылайччен тăчĕç ентешлĕх уявне килнисем.
-Эпир районта пурăнакансен ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн яланах савăнатпăр. Тăвай ен тулашĕнче йăва çавăрнисем те çуралнă вырăнсен ятне çÿлте тытассишĕн тимлеççĕ, вĕсем те тĕрлĕ ÿсĕмсем туса палăраççĕ. Çапла эпир пурте пĕр тĕллеве пурнăçлатпăр, тăван ене аталантарассишĕн тăрăшатпăр, - терĕ ентешлĕх ертÿçи Николай Васильевич Никитин савăнăçлă уява уçса.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Егорович Васильев сăмах илчĕ çакăн хыççăн. Вăл залра ларакансене ăшшăн саламларĕ, вăрăм ĕмĕрпе çирĕп сывлăх сунчĕ. Тăвай районĕ хăйĕн интереслĕ, пуян историйĕпе тата йăли-йĕркипе уйрăлса тăнине, харсăр тата талантлă çыннисемпе мухтанма пултарнине палăртрĕ Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ сумлă вырăнта вăй хуракан ентешĕмĕр. Кашни çын тăван ене аталантарма харпăр хăй тÿпине хывнине, района ертсе пырассипе ĕçленĕ Раиса Тихоновна Тарасована, Михаил Семенович Терентьева, Валерий Николаевич Павлова, Иван Егорович Дмитриева тата ыттисене асăнчĕ Юрий Егорович. “Чунпа эпир пурте районта, ял ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене тимлĕхре тытатпăр, тăван ен экономикине çирĕплетме тăрăшакансене пулăшма яланах хатĕр. Паян Тăвай ен аван аталанать, хăш-пĕр кăтартусемпе малта та пырать. Тăвайсем, эпир пулнă, пур пулатпăр!” - çапла вĕçлерĕ хăйĕн ăшă калаçăвне Ю.Васильев. Пухăннисем тăвăллăн алă çупрĕç. Уявра ытти сумлă хăнасем нумай пулчĕç.
Тăвай районĕн адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке районăн социаллă пурнăçĕ-пе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, ентешсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсех пыма, пурне те вăрăм ĕмĕрпе çирĕп сывлăх сунчĕ.
Ентешлĕх уявĕнче çакăн хыççăн тĕрлĕ наградăсем пачĕç.
Тулли мар яваплăхлă обществăсен ертÿçисене - Виталий Порфирьевич Краснова ?“Дизайн”) - Чăваш Республикин Хисеп грамотине, Юрий Яковлевич Алексеева ?“Диагностический центр”), Алексей Васильевич Васильева ?“Уютстройплюс”), Эдуард Николаевич Максимова ?“Информ-медиа”), Николай Васильевич Никитина ?Тăвай ен ентешлĕх пуçлăхне), Иван Николаевич Лукина ?акционерлă общество директорĕ) ЧР Пуçлăхĕн Тавне, ыттисене Чăваш наци конгресĕпе район администраци-йĕн Хисеп грамотисене панă.
Пушар хуралĕн ветеранĕ, шалти службăн полковникĕ, “Хăюлăхшăн” орден илме тивĕçлĕ пулнă Василий Николаевич Нягин, ЧР пушар службин Пĕрремĕш отрячĕ федераллă патшалăх учрежденийĕн начальникĕ, шалти служба подполковникĕ Александр Иванович Бараматов Тăвай районĕн пурнăçĕ-нчи активлăхшăн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулчĕç. “Тăвай районĕнчи агропромышленность комплексне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн” хисеплĕ паллăпа Шупашкарти “АККОНД” обществăн генеральнăй директорне Валерий Николаевич Иванова ?Тенеяль), Грачев ХФХн ертÿçине Валентин Геннадьевич Грачева ?Кармал), Хумышев ХФХн ветеринари врачне Нина Петровна Хумышевана ?Тĕмер) хавхалантарчĕç. Сума тивĕçнисене пурне те асăнаймарăмăр.
Уяв юрă-ташăсăр пулмасть ĕнтĕ. Чăваш эстрадин тата Тăвай ен артисчĕсемпе юрăçисем çав кун хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен савăнтарчĕç пухăннисене.
Тăвай ен ентешлĕхĕн ăшă кăмăллă уявĕ çапла çынсен асăнче чылайлăха юлĕ.
Тепĕр çулччен лайăх пурăнма, пархатарлă ĕçсен йышне пуянлатсах пыма сунса сывпуллашрĕç юлашкинчен ентешсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика