15 декабря 2017 г.

Чăваш халăхĕн культури калама çук пуян пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Халăх юрри-ташши, çи-пуçĕ, апат-çимĕçĕ пĕр çынна та тĕлĕнтермесĕр хăвармасть пулĕ. Çак эткере мĕн ĕмĕртен çамрăк та хÿхĕм, сăпайлă, ал-ĕçне ăста чăваш хĕрĕсем тата вĕсен амăшĕсем ламран-лама куçарса пынă. Çавăнпах-тăр ĕнтĕ пирĕн пикесем валли çулран-çул тĕрлĕ йышши конкурс йĕркелеççĕ. Çав тупăшура хĕрсем хăйсен сăн-сăпачĕпе мухтанаççĕ кăна мар, тăван халăх культурине еплерех пĕлнине, чăваш пикин чыслăхĕпе тасалăхне, сăпайлăхне еплерех упранине кăтартаççĕ. Нумай пулмасть Шупашкарти Чăваш Патшалăх Культурăпа ÿнер институчĕн сцени чăваш халăхĕн чи маттур та пултаруллă хĕрĕсене пуçтарчĕ – унта «Раççей чăваш пики - 2017» тупăшу иртрĕ. Çакна та палăртмалла, асăннă конкурс кăçалхипе 7-мĕш хут пулчĕ. Унта Чăваш Ен районĕсенчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Самар, Иркутск, Тюмень, Чулхула облаçĕсенчен, Санкт-Петербург хулинчен килнĕ 21 маттур хĕр хутшăнчĕ. Тăвай районĕн чысне асăннă тупăшура Вăтаяль хĕрĕ, «Тăвай пики – 2017» Татьяна Соколова хÿтĕлерĕ. - Таня, салам. Эпĕ сана шкултанпах паллатăп, пирĕн вулакансем вара сан пирки сахалтарах пĕлеççĕ. Çавăнпа та хăвăн çинчен тĕплĕнрех каласа пар-ха. Чи малтан хăвăрăн çемйÿпе паллаштар, тархасшăн. - Салам, пирĕн çемье пысăк – эпир пиллĕкĕн. Атте, Александр Васильевич, Вăтаялĕнчи культура çуртĕнче кочегарта ĕçлет. Анне, Людмила Николаевна, Тăвайри вăтам шкулта вăй хурать. Пиччепе шăллăм та пур. Асли, Леша, Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ те Мускава тухса кайрĕ. Кĕçĕнни, Святослав, Тĕмер шкулĕнче 3-мĕш класра кăна-ха. Тăрăшса вĕренет. Эпĕ ĕнтĕ ЧПУри строительство тата экономика факультечĕсенче аслă пĕлÿ илетĕп. Пирĕн çемье питĕ туслă. Эпир яланах пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыратпăр. Унсăр пуçне пирĕн хамăрăн йăласем те пур. Сăмахран, хĕлле эпир пурте пĕрле пухăнса пельмень е манты янтăлатпăр, пысăк ĕçе вара яланах пĕр харăс пуçăнатпăр. Ман шутпа, пĕрлехи ĕç пире çывăхрах пулма пулăшать. - Шкулта чухнех эсĕ тĕрлĕ тупăшăва хутшăнса малти вырăнсем йышăнаттăн. Конкурссенче, олимпиадăсенче, вăл шутра республика шайĕнчисенче те, çĕнтерÿçĕ е призер ятне çĕнсе илеттĕн. Студент тапхăрĕнче те çавнашкалах хастар-и эсĕ е вĕренÿ программине ăса хывнипе çырлахатăн-и? - Паллах, вĕренÿ программи маншăн çителĕксĕр. Юн вĕресе тăнăран эпĕ пĕр вырăнта лараймастăп, тем пек тăрăшсан та. Студент ятне илтсенех университет пурнăçне хастар хутшăнма пуçларăм. Вĕренÿ те, ăслăлăх та, культура та, спорт та, общество ĕçĕ те – тĕрлĕ енпе хама аталантарма шутларăм. Юлашки çулсенче таçта та çитсе куртăм, таçта та хутшăнтăм... Пĕрремĕш курс вĕçĕнчех мана факультетри çамрăксен çÿрев билечĕсен (проездной) ыйтăвĕсене татса пама шанса пачĕç. Кăштах вăхăт иртсен вара университетри студентсен канашĕн председателĕн çумĕ пулса тăтăм. - Тĕрĕссипе каласан, эсĕ мана яланах хăвăн ăсупа тата маттурлăхупа тĕлĕнтереттĕн. Анчах та шкулта вĕреннĕ чухне эсĕ чăваш халăхĕпе, культурăпа тата чĕлхепе пит кăсăкланнине асăрхаманччĕ эпĕ. Мĕнле майпа эсĕ «Тăвай пики» конкурса çитсе пĕтĕм Раççей шайне тухма пултартăн? - Шупашкара пурăнма куçсанах мана пĕр япала тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ вĕт-ха Чăваш Республикин тĕп хулинче, анчах та урамсенче тăван чĕлхе сахал янăрани куçкĕрет. Эпĕ Тăван çĕршыва яланах юратнă. Пĕр-пĕр тĕп халăхран тухнă çынсем эпир пурте çавнашкал пуль... Раççей пирĕн пĕрлехи кил, вăл нумай халăха пĕтĕçтерсе, туслаштарса тăрать, анчах та унсăр пуçне Чăваш Ен, тăван халăхăмăрăн, культурăпа чĕлхен сыхлавçи те пур-çке. Çавăнпа та хамăрăн çĕршыва эпир икĕ хут ытларах юрататпăр, кунта ирĕксĕрех патриот пулса тăрăн. Университета вĕренме кĕрсен ман тавра хула ачисем ытларахчĕ, вĕсем вара чăвашла калаçсах каймаççĕ. Хăш чухне чăваш чĕлхи кирлĕ мар тесе калакансем те тупăнатчĕç! Эпĕ çине тăрсах тавлашаттăм, вĕсем йăнăшнине палăртаттăм, вăрçăнасси те пулкаланă. Пĕррехинче вара ман пата анне шăнкăравларĕ, «Тăвай пики» тупăшура хутшăнма сĕнчĕ. Вара эпĕ нумай та шутласа тăмарăм – килĕшрĕм. Çапла майпа эпĕ пурне те пирĕн культура илемне тата халăх пуянлăхне кăтартасшăн пултăм. - Район тапхăрĕнчи тупăшуран мĕн асра юлчĕ, каласа пар-ха? - Чи малтанах манăн Тăвай енри конкурсра йĕркелÿ ĕçне çÿллĕ шайра ирттернине палăртас килет. Эпир репетицисене 3 эрне çÿрерĕмĕр, пĕр-пĕринпе туслашрăмăр. Конкурсра вара пĕр-пĕрне хавхалантарса, пулăшса çеç пытăмăр. Жюри пайташĕсем пире еплерех хаклани те кăмăла кайрĕ. Кашни пикене хăйне еплерех кăтартнине кура балсем лартса панă, объективлă йышăну тунă. Куракансене вара уйрăмах палăртас килет. Тăвай клубĕнчи зал лăк тулличчĕ! Куракансем кăсăклансах пăхса ларчĕç, кашни пикене алă çупса хавхалантарчĕç. Çакнашкал конкурссенче, ман шутпа, çакă – чи пĕлтерĕшли. - «Раççей чăваш пики» тупăшура эсĕ тÿрех хăйне евĕрлĕхпе палăртăн. Çавăнпа та çак конкурс пирки манăн тĕплĕнрех ыйтса пĕлес килет. Ăçтан санăн çакнашкал идейăсем çуралчĕç? Чăваш халăх культури çине çĕнĕлле пăхма пултаракансем паянхи кун нумайăнах мар, ытларах чухне чылайăшĕ этнографи тата фольклор шайĕнчен иртеймест. Эсĕ вара çĕнĕлле, новаторла шухăшсемпе палăртăн - çакă савăнтарать. Визитку пирки тĕплĕнрех каласа пар-ха. - Эпĕ мĕн ачаранах пултарулăх патне ăнтăлатăп, Турă пани те пур темелле. Нумай юлташ мана актер ăсталăхне алла илме сĕнет, теприсем вара «идейăсен генераторĕ» теççĕ. Кунта аннен тÿпи пысăккине каламалла. Вăл мĕн ачаранах мана ыттисем пек пулма ан тăрăш тетчĕ. Эпĕ çакна ăша хывнă, çавăнпа та мĕн те пулин тусассăн эпĕ тÿрех палăрма тăрăшатăп. Мĕн те пулин тăвас пулсан хăйне евĕрлĕ тумалла - çакна манăн пурнăç девизĕ тесен те юрать. Визиткăна еплерех тăвасси манăн пуçра тÿрех çуралчĕ. Анчах та ăна кирлĕ пек ÿкересси, кăтартса парасси чи малтан пысăк йывăрлăхчĕ. Паллакансем хушшинче профессиллĕ видеографсем те, монтаж тăвакансем те çук... Анчах та ман кашни ĕçрех пулăшса пыма хатĕр, шухăшсене пурнăçа кĕртме хавхалантаракан юлташсем пур. Съемкăсем 1 эрне иртрĕç. Визитка валли тĕрлĕ лапам кирлĕ пулчĕ: кафе те, фотостуди те, Атăл кÿлемĕшĕ те, университет та, ĕç те (эпĕ пĕр пĕрлешÿре инженер пулса ĕçлетĕп), строительство ĕçĕсем пыракан вырăн та, «Титан» çапăçу клубĕ те (эпĕ унта бокса çÿретĕп)... Апла пулин те, эпир палăртнине пурнăçлама пултартăмăр, визиткăна çÿллĕ шайра турăмăр. Тĕрĕс калаççĕ чăвашсем: пин сум вырăнне пин тус пултăр, тесе. - Эсĕ хатĕрленĕ пултарулăх номерне хăйне евĕр «фурор» теме пулать. Питĕ хăюллă йышăну туса эсĕ хальхи саманапа аваллăха калама çук çураçуллă пĕрлештерме пултартăн. Çак номере хатĕрлеме сана мĕн хавхалантарчĕ? Хăвах ташăсене лартнине, тумĕсен дизайнĕсене хатĕрленине те пĕлетĕп. Мĕншĕн эсĕ хатĕр çи-пуçпа çырлахас темерĕн, çĕннисем (палăртмалла, питĕ ăнăçлисем) çĕлеме шут тытрăн? - Пысăк тавтапуç çак ырă сăмахсемшĕн. Çак номере эпĕ чăнах та чĕре витĕр кăлартăм тесен те тĕрĕс пулать. Амазонкăсем пирки эпĕ пĕрре мар вуланăччĕ, вĕсен тăхăмĕсенчен пĕрисем чăвашсем пулни пирки илтсен калама çук вăйлă тĕлĕннĕччĕ. Ирпе ĕçе кайнă чухне çак шухăш пуçа пырса çапрĕ те... Вара хăвах куртăн мĕн пулса тухнине (кулать). Эрне ытла эпĕ тум-тир дизайнĕсене турăм, çакă еплерех курăнма пултарнине куç умне кăларма тăрăшрăм. Ман çак номере хăюллă, хаваслă, илемлĕ тăвас килчĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр амаçынсем валли капăрлăхсем ăсталарăм. Унтан «амазонкăсене» пухрăм. Çакна та каламалла, ку хĕрсем ташлаканнисем мар. Эпĕ лартнă ташă (хăш-пĕр элементпа тантăшăм пулăшрĕ) вĕсемшĕн самаях йывăр пулчĕ, апла пулин те хĕрсем çине тăрсах вĕренчĕç. Пирĕн умра пĕр йывăрлăх çеç пулчĕ – репетици ирттермелли вырăн çукчĕ. 3 эрне эпир факультетра е çапăçу клубĕнче ташша вĕрентĕмĕр. Çак номере халăх йышăнни питĕ савăнтарчĕ! Эпир сцена çине тухсанах пурте чĕрĕлсе кайрĕç, алă çупса, урапа тапса хавхалантарчĕç. Ăнланма та пулать, ăçта-ха тата чăваш vogue-не курăн? Çакăн пек самантсенче кăна тунă ĕç усăсăр пулманнине ăнланатăн. - Апат-çимĕç тупăшăвне эсĕ кайăк кăвакал хатĕрлесе килтĕн. Çак вĕçен-кайăка кунашкал меслетпе хатĕрлемеллине ăçтан пĕлетĕн-ха эсĕ? - Кашни Çĕнĕ çулта анне хура е кăвакала чустапа яваласа пĕçерет. Пирĕн çемьен юратнă апат-çимĕçĕ те вăлах. Çавăнпа та эпир аннепе конкурса та çак апатах хатĕрлеме шут тытрăмăр. - Эсĕ тата ытти пикесем «Раç-çей чăваш пики» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăмăлсăр юлни вăрттăнлăх мар. Мĕн сĕннĕ пулăттăн йĕркелÿçĕсене? - Паллах, кÿрентерекен япала сахал мар пулчĕ. Чылай пултаруллă хĕр хăйне тивĕçлĕ хакламаннине пĕлтерчĕ. Манăн йĕркелÿ ĕçне пахарах тума, жюрисене вара объективлăрах пулма сĕнес килет. Апла пулин те, çак конкурс мана хам чăваш пулнине çĕнĕлле туйса илме май пачĕ. Куракансем еплерех йышăнни те, кулиса хыçĕнчи хĕрсем ырлани те, «шока» кĕрсе ÿкни те, нумай çын çырусем ярса тата шăнкăравласа хăйсен шухăшне пĕлтерни те мана хама çĕнтерÿçĕ пекех туйса илме май пачĕ. - Малашне чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхне хутшăнса хăвăн çĕнĕлле шухăшсене халăх патне çитерес кăмăл çук-и? - Çак тупăшу мана «Хастар» пĕрлешÿпе паллаштарчĕ. Вĕсен пухăвне кайса килтĕм, хампа пĕр шухăшлă çынсене тупма пултартăм. Чăваш культурине упрасси, халăхра сарасси маншăн та тĕп вырăнта, çавăнпа та эпĕ «хастарсемпе» туслашрăм. Эпир халĕ хăйне евĕрлĕ проект хатĕрлетпĕр. Манăн ентешсем те унта хутшăнасса шанас килет. - Мĕн суннă пулăттăн чăваш çамрăкĕсене? - Пĕтĕмпех пирĕнтен килет! Чăваш халăх культурине упрасси – пирĕн тивĕç, явапĕ те пирĕн çинчех. Эпир сирĕнпе питĕ телейлĕ çынсем, калама çук пуян тата илемлĕ культура управçисем. Çавăнпа та ăна аталантармалла, чĕлхемĕре мĕн-пур çĕрте упрамалла. Унсăрăн эпир сирĕнпе музей экспоначĕсем пек çеç юлăпăр. Чăвашсем пирки чăвашсенчен мар, кĕнеке страницисем çинчен кăна пĕлме пултарĕç. Пурне те ăнăçу сунатăп! - Тавах сана, Таня, кăсăклă калаçушăн! - Хăвна тав, Леша. Сăмах май, Таня лартнă «Амазонкăсен ташшине» раштавăн 22-мĕшĕнче Тăвайри культура çуртĕнче иртекен «Тăвай район пики» конкурсра курма пулать. Ĕç-пуç 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Сантăр ЭЛТИЕРĔ калаçнă. Сăн ÿкерчĕк Т.Соколова архивĕнчен.