15 декабря 2017 г.
О.М.Австрийскаян “Чăлах пуканесем” кĕнекинчи хайлавĕсенче юратупа кÿренÿ, савăнăçпа хурлăх, шанăçа çухатнипе малалла ăнтăлни юнашарах. Пурнăçра йывăрлăхсем нумай, анчах вĕсене çĕнтерме пуян чун-чĕрепе тÿрĕ кăмăл кирлĕ, тет автор. Пĕрремĕш черченкĕ те таса юрату пысăк вырăн йышăнать кĕнекере.
“Чăлах пуканесем” калаври сăнарсем умне çăмăл мар ыйту тухса тăрать. Çывăх çынсем хушшинче те ăнланупа тĕрек тупаймасан тĕрĕс çултан пăрăнасси часах. Анчах пурнăç никĕсĕ аркансан та, ĕмĕтсем салансан та шанăçа çухатмалла мар. Чăлах чунлă этемсен те тÿрленес шанăç пур.
Кĕнеке ал çырăвĕ - “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” республикăри çамрăк авторсен литература конкурсĕн çĕнтерÿçи.
Ольга Михайловна Австрийская (Иванова) 1990 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă. “Тантăш” хаçатра корреспондетра, çамрăксен политикин пай редакторĕнче ĕçленĕ. Халĕ Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература пайĕн редакторĕнче тăрăшать.
Пĕрремĕш хайлавĕ - “Ухмах патша” юмах - тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне “Ачапча” хаçатра пичетленнĕ. Каярахпа Вăрнар районĕн “Çĕнтерÿ çулĕ” хаçачĕпе республикăра тухса тăракан ытти кăларăмсемпе (“Тантăш”, “Çамрăксен хаçачĕ”, “Самант”, “Тивлет”, “Ульяновец”) çыхăну тытма пуçланă. Сăввисемпе калавĕсем “Çĕнĕ ятсем уçатпăр (“Открываем новые имена”) коллективлă сборникра пичетленнĕ.
Ольга Австрийская - Вăрнар район ентешлĕхĕн Иван Ивник ячĕллĕ премин лауреачĕ (2006)