12 декабря 2017 г.

Чăваш наци вулавăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк çемьесемпе - регионти проектсене хутшăнакансемпе, пуçаруллă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă. Вăл раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çула ыркăмăлçăсен çулталăкĕ тесе йышăнни çинчен пĕлтернĕ.
Калаçăва уçнă май, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕ-нче волонтерсен ĕçне пысăк хак панă, хальхи пурнăç таппинче ыр кăмăлçăсен пуçаруллă ĕçĕсем яланах хисепе тивĕç, тенĕ. Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çамрăксен юхăмĕ-нчи мĕнпур ĕçе республикăра пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кÿнĕшĕн ырланă.
Калаçу вăхăтĕнче çамрăк мăшăрсем хăйсен çемйисем еплерех йĕркеленсе кайни çинчен кĕскен каласа кăтартнă. Пуласлăхри тĕллевсемпе те паллаштарнă. Пухăннă çамрăксенчен кашниех республика Ертÿçине хăйсене кăсăклантаракан ыйтăва пама пултарнă.
Верияловсен çемйи, тĕслĕхрен, хăйсен ăнăçăвĕсем пирки каласа панă. Кăçал мăшăр “Пĕрлешÿ” çемьесен йăли-йĕркипе çыхăннă республикăри фестивальте “Ĕçлеме юратакан чи лайăх çамрăк çемье” номинацире мала тухнине пĕлтернĕ. Димăпа Анна студент пулнăранпах пĕрле пурăнаççĕ. “Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш Республикинчен каясси пирки нимĕнле шухăш та çуралман пирĕн. Республикăра пурăнма хăтлă, ĕçлеме, пултарулăха туптама, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме условисем лайăх, - тесе каланă хăй шухăшне Анна. Хальхи вăхăтра çамрăксем тин çеç чăмăртанма шут тытнă çемьесене пулăшас тата вĕсене кирлĕ пек сĕнÿсем парас тесе ятарлă центр уçнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче волонтерсен тепĕр чаплă проекчĕ пирки те чарăнса тăнă. “Тавах, эс пурришĕн” проект сусăр ачасем пăхса çитĕнтерекен çемьесене пулăшу парать.
Республикăра чи паллă юхăмсенчен пĕри - студентсен ушкăнĕсем. Çак асăннă тĕлпулăва шăпах та студентсен отрячĕсенче пĕр-пĕринпе паллашнă тăватă мăшăр пухăннă.
Студентсенчен нумайăшĕ вĕреннисĕр пуçне ĕçлеççĕ те. Бизнесра, пултарулăх ĕçĕнче, общество пурнăçĕнче хăйсене тивĕçлипе кăтартса пама пĕлеççĕ. Вĕренÿре те вĕсем яланах хастар.
“Мана Чăваш Республикинче килĕ-шет. Эпĕ кунта çуралса ÿснĕ. Нихăçан та урăх çĕре кайса пурăнма шут тытман. Университета пула эпĕ хамăн мăшăра тупрăм. Çамрăксене аталанса пыма регионта кирлĕ пек мĕнпур услови çителĕклĕ”, - тесе пĕлтернĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Ирина Мартынова студентка.
Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк мăшăрсене çĕршывра Раççей Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă çĕнĕ проектсем пирки каласа кăтартнă. Калăпăр, енчен те çемьере пĕрремĕш ача çуралать пулсан укçан пулăшу пама, амăшĕн капиталне вара 2021 çулччен пама йышăннă. Çемьесен хваттер ыйтăвĕсене çăмăллатма ипотека кредичĕн ставки те пĕчĕкленесси паллă. Чăваш Ен Правительстви çĕршыв Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырассипе ятарлă ĕçсем пурнăçлама тытăннине пĕлтернĕ. Республика хыснинче çемьесене социаллă пулăшусем пама сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Сăмах май каласан, кăçал республикăра мăшăрланакансен йышĕ ÿснине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.
Иртсе пыракан çулталăкăн юлашки уйăхĕ-нче республика Пуçлăхĕ “Амăшĕн мухтавĕ” хисеплĕ палла çирĕплетнĕ. Ку вăл ачасене воспитани парас тата çемьене çирĕплетес тĕлĕшпе амăшĕн пĕлтерĕшне ÿстерме йышăннă патшалăх награди пулса тăрать. Хисеплĕ палла виçĕ е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ хĕрарăмсене парасса шанаççĕ. “Амăшĕн мухтавĕ” хисеплĕ паллăна илнисем “Ĕç ветеранĕ” категоринчисен çăмăллăхĕсемпе усă курĕç. Ку вăл - уйăхсерен паракан 1100 тенкĕ тÿлев тата абонентăн килти телефон çыхăнăвĕн хакĕн 50 процентлă компенсацийĕ.
“Эсир - пирĕн тĕрев. Патшалăх тĕрекĕ - çирĕп çемьесенче”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.