28 ноября 2017 г.

Районти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн лару-тăрăвне Тăвай ен прокуратури тăтăшах тĕрĕслесе тăрать, саккунсене пăхăннине тишкерет.
Кăçалхи 11 уйăхра тĕрĕс-левсем чылай иртнĕ, вĕ-сенче йĕркене пăснă 42 тĕслĕхе асăрханă. Вĕсене пĕтермешкĕн 28 представлени çырнă, должноçри 28 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Саккуна хирĕçлекен право акчĕ тĕлĕшĕпе 1 протест пулнă, ăна пăхса тухнă тата тивĕçтернĕ. Çавăн пекех 1 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
Тăвайри муниципаллă харпăрлăх шутланакан хваттерсемшĕн тĕплĕ юсав укçи вăхăтра тÿлеменшĕн, сăмахран, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне представлени янă. Ĕçе вăхăтра пурнăçламасан ял тăрăхĕн бюджечĕн ытларах тăкак тÿ-сме тивĕ. Çавăнпа та вăхăтра юсав укçи тÿлеменшĕн айăплисене дисциплинарлă явап тыттарнă.
«Тăвайри управляющи компани» пĕрлешÿ те çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх законодательствине пăсни палăрнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртри путвалсемпе чартаксен алăкĕ-сене питĕрменнине асăрханă. Çавна май унта ют çынсем кĕме пултарнă. Тăвайри Ленин проспектĕнчи 31-мĕш çуртра вара путвалсене уçăлтарма май паракан шăтăка юсамаллине çурхи ĕçсен планне кĕртменни палăрнă. Унсăр пуçне палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннине те асăрханă тĕрĕслев вăхăтĕнче (çуртри сывлăша уçăлтармалли каналсене юсама, подъездсене илем кĕртме пуçламан пулнă). Айăплисене явап тыттарнă.
Интернет уçлăхĕнче ирттернĕ тĕрĕслевсенче вара çÿлерех асăннă управляющи компани мĕн-пур информацие сайта кăларманнине тупса палăртнă. Ку – административлă йĕркене пăсни. Çавăнпа та «Тăвайри управляющи компани» пĕрлешÿ ертÿçине айăпланă, ăна административлă майпа явап тыттарма та тивнĕ.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче йĕркене пăснине палăртас тесе район прокуратури Тăвайри управляющи компанин офисĕнче халăха та тăтăшах йышăнать. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата 24-мĕшĕнче çакнашкал ĕç-пуç пулни паллă ?сăн ÿкерчĕкре/. Граждансене шывпа тивĕçтерни, нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕплĕ юсав ирттерни, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли хисепе еплерех майпа йĕркелени кăсăклантарнă. Ыйтусене вырăнтах уçăмлатса панă, йăлтах ăнлантарнă.