АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай енри амăшĕсем хаваслă уявра

28 ноября 2017 г.

Тăвай енри амăшĕсем хаваслă уявра

Пирĕн районта пурăнакансем те иртнĕ эрнере чи ăшă уявсенчен пĕрне - Анне кунне паллă турĕç. Амăшлăхĕн, çемьен пысăк пĕлтерĕшĕсене симвăллакан праçнике пур коллективра та уявларĕç.
Тăвайри культура çуртĕнчисем малтан “Анне чĕри” ятлă тата творчество ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç. Ачасем чи çывăх çынни валли тĕрлĕ япаласем ăсталанă, чи ăшă сăмахсем çырнă.
Программăна аннесене халалланă видеопрезентаци кăтарнипе пуçларĕç. Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Анатольевич Ломоносов пур ача амăшĕ патне те çитерчĕ ăшă сăмахсем. Енĕш Нăрваш ялĕнчи Михайловсем “Çулталăк çемйи” республика конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Вĕсене хаклă парнесемпе чысларĕ Олег Анатольевич.
Тăвайри халăх театрĕн “Надежда” студине çÿрекенсем чуна пыракан интермедине сцена çинче ăста вылярĕç.
“Юрă, шăран” вырăс юррисен фестивалĕ малалла тăсрĕ уява. Районти ветерансен тата халăх хорĕсем, “Ивушки”, “Звонница” тата “Çăлкуç” вокал ансамблĕсем ?ертÿçи - ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р.Маркова/, “Тăвай ен” ?В.Степанов/, “Туслăх” ?ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Матросова/, “Хавас” ?Тĕмер, И.Краснова/, “Саймал” ?Енĕш Нăрвашри Г.Русская/ ансамбльсем, М.Никитина, А.Захарова, А.Моисеева, Е.Ильина, Н.Владимирова, Д.Дмитриева, К.Шусева, О.Петрова, П.Ягодкин, А.Антонов, Г.Табаева, Л.Андреева, Л.Соловьева, Е.Андреева, Р.Воробьева, Н.Демина, В.Совин тата ытти солистсем хăйсен çепĕç юррисемпе савăнтарчĕç куракансене. Фестивалĕн жюри членĕ-сене çĕнтерÿçĕсене хаклама çăмăл пулмарĕ.
Иван Васильевич Зубов, Борис Левкеевич Алексеев, Николай Николаевич Кольцов предпринимательсем пулăшнипе районти нумай ачаллă амăшĕсене чĕрĕ чечексен çыххисем парса саламларĕç уявра.
Тăвайри ЗАГС уйрăмĕнче те хавхалантарчĕç нумай ачаллă çемьесене. Тăрмăшри Эльвирăпа Герман Степановсем пилĕк ача çитĕ-нтереççĕ. Дмитрий, Владимир, Юлиана, Виктория, Мария çемьере хăйсене телейлĕ туяççĕ. Уяв ячĕпе вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Анатольевич Ломоносов ăшшăн саламларĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ, парнепе чысларĕ.
Чутейри Еленăпа Алексей Бараматовсем - Дианăпа Максима тата Кирила, Вăрманхĕ-рринчи Олесьăпа Федор Черновсем Юльăпа Ильяна тата Тимофея лайăх воспитани парассишĕн тимлеççĕ. Вĕсене тÿлевсĕр çĕр пайĕ илме сертификат пачĕç уявра.
Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Т.Сергеева Анастасийăпа Леонид Шернесене амăшĕн капиталĕ илмелли свидетельствăна пачĕ.
Çакăн хыççăн “Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ” обществăн районти уйрăмĕн председателĕ Т.Иванова та ăшă сăмахсем каларĕ.
Залри ачасем пурте пĕрле “Тавтапуç”,-терĕç амăшĕсене. Чи хăюллисем флешмоб ташласа кăтартрĕç. “Тăвай ен” ансамбль артисчĕсем çепĕç юрă парнелерĕç. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова ертсе пычĕ программăна.
Тăвайри тĕп библиотекăри çавра сĕтел хушшине те пухăнчĕç эрнекун ача амăшĕсем. Л.Даниловапа Н.Соколова библиотекарьсем ертсе пынипе юрларĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Е.Фомина хăйĕн сăввисене вуларĕ. Тăвайри С.Сергеева, Л.Маршева, А.Яковлева, Г.Мясникова, А.Павлова, З.Петрова тата ыттисем уяв ăшпиллĕхĕпе кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика