24 ноября 2017 г.

Раççейре çулсерен чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Анне кунне паллă тăваççĕ. Амăшĕ кăна хăйĕн ачине чăннипех юратать, тимлĕх уйăрать, ун çинчен шухăшлать, ăшшине парать, пепкин çитĕнĕвĕшĕн савăнать. Унăн юратăвĕ, ырă кăмăлĕ, тĕрĕслĕхĕ ачана пурнăç çулĕнчи йывăрлăхсенчен шикленмесĕр малалла утма, çитĕнÿсем тума пулăшать.
Çак кунсенче Чăваш Енри амăшĕсен статистика портретне хатĕрленĕ, вĕсен ырă сăнарне сăнланă.
Пирĕн республикăра кăçалхи çул пуçламăшĕнче 658 пин хĕрарăм шутланнă. Вĕсенчен 422 пинĕшĕ хулара пурăнать, 236-шĕ - яллă вырăнсенче.
Чăваш Енре 2016 çулта 16,4 пин ача çутă тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 80 проценчĕ официаллă майпа мăшăрланнисен ачисем, 19 проценчĕ пĕччен хĕрарăмсен.
2016 çулта республикăри ЗАГС органĕсем 6,6 пин мăшăра регистрациленĕ.
25-29 çулсенчи хĕрарăмсем 6,2 пин ?38 процент/ пепкене пурнăç парнеленĕ. 4,1 пин ачан амăшĕсем 30-34 çулсенче, 20-24 çулсенчисем пурĕ 3,2 пин ача çуратнă. Амăшĕн вăтам ÿсĕмĕ - 26,6 çул.
Тăвай енри нумай ачаллă çемьесенчен пĕри - район центрĕнче пурăнакан Оксана Владиславовнапа Виктор Николаевич Алексеевсен. Çак кунсенче вĕсен кăмăл-туйăмĕпе çывăхрах паллашма çула тухрăм.
Каçхине, 18 сехет çывхарать. Ленин проспектĕнчи кирлĕ çурта хăвăрт шыраса тупрăм. Калаçса татăлнă тăрăх, пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденирен амăшĕ-пе ачисем çитмелле кĕçех иккĕмĕш подъезд алăкĕ тĕлне. Чăнах та иккен, хаваслă калаçу хăлхана кĕчĕ. “Анне, эпĕ сана питĕ-питĕ юрататăп”,-чĕвĕлтетет хĕрарăм умне чупса тухнă чи çÿллĕ арçын ача. “Юрать, маттур”,-ыталаса илет ăна амăшĕ. “Киле çитсен тутлă апат пĕçерĕпĕр”,-калаçăва хутшăнчĕ тепри. “Пурте пĕрле пĕçерĕпĕр”,-лайăх сĕнÿ паракан пепкине те çупăрлать хĕрарăм. “Анне, мана тетте-машина илсе паратăн-и;”-ыйтать чи пĕчĕкки. “Ĕç укçи илсен пурин валли те туянăпăр”,-çĕклесе илет чи ачашшине амăшĕ. Çапла, шăкăл-шăкăл калаçса, хваттерĕ тĕлне çитрĕ туслă çемье. Ют çынна асăрхасан та арçын ачасем тумтирĕсене хывнă май малалла пÿплерĕç пĕр-пĕринпе, вĕсен хăйсен тĕнчи. Шăпăрлансем пĕр вырăнта тăмаççĕ, теттисене тытса пăхаççĕ, сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ. Пĕчĕкки вара манпа юнашар вырнаçма та шикленмерĕ.
“Сывлăх сунатăп, мĕн ятлă-ха эсĕ”,-тĕпчетĕп хăюллă ачаран. “Вячеслав”,-пулчĕ кĕске хурав. “Миçе çулта;”-ыйтатăп татах. “Иккĕре”.
Конструкторпа тĕрлĕ кĕлетке, машина ăсталама юратать иккен вăл. 2012 çулта çуралнине вара Павăл ят панă Алексеевсем. Вăл çырма, илемлĕ ÿкерчĕ- ксем тума кăмăллать. Чи аслине Николай тесе чĕнмелле, аслашшĕне хисепленĕ çапла ашшĕпе амăшĕ. Хушма-кăларма пултарать, кĕнеке вулать, тепĕр вĕренÿ çулĕнче шкула кайма хатĕрленет. Çапла хăвăрт паллашрăм маттур ачасемпе.
- Ку командăпа ниçта та шиклĕ мар ĕнтĕ;-ытарлăн ыйтрăм амăшĕнчен.
- Паллах. Хăвăрт çитĕнеççĕ, ларма-тăма пĕлмеççĕ. Кунĕпе ăçта кăна çитмеççĕ пулĕ,-тет О.Алексеева.
Сăмахăмăра майĕпен çемье çине куçартăмăр. Оксана Владиславовна Вăрманхĕрри ялĕнче çуралнă. Тăвайри вăтам шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, Канашри поварсем хатĕрлекен училище алăкне уçнă. Мускавра ĕçленĕ чухне чипер те ырă кăмăллă каччă пике куçĕ тĕлне пулнă. “Ячĕ те еплерех илĕртÿ-ллĕ унăн, Виктор”,-куçĕсем савăнăçлăн çиçрĕç çав самантра хĕрарăмăн. Мускава ĕçлеме кайнă юратнă мăшăрне аса илчĕ ахăртнех. Оксана халь больницăра поварта тăрăшать.
Шел, çемье пуçĕпе, Виктор Николаевичпа тĕл пулаймарăмăр. Пĕр кун маларах кăна çĕршывăн тĕп хулине ĕçлеме кайнă иккен. Апла пулин те, арăмĕпе ывăлĕсен калаçăвĕ-нчен вăл чăн-чăн арçын пулнине пĕлме тÿр килчĕ. В.Алексеев нумай ачаллă çемьере çитĕ-ннĕ. Кĕçех 35 çул тултарать. “Дорстрой” обществăра строительте тăрăшнă вăл пĕр хушă. Халĕ Мускавра объект хăпартма пулăшать, йышлă çемйи çителĕклĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе канăçа пĕлмесĕр вăй хурать. Кашни кун шăнкăравлать иккен, ывăлĕсемпе интересленет.
Амăшĕн капиталĕн тата виççĕмĕш ача çуратнăшăн паракан республика пулăшăвĕн суммипе çамрăк мăшăр хваттер туяннă. “Ачасене çитĕнме условисем йĕркелеме пултартăмăр, халь кредит тÿлесе татмалла”,-калаçăва малалла тăсрĕ Оксана Владиславовна.
- Виçĕ пăхаттир çитĕнет çемьере, хĕр пĕрчи пирки шутламан-и-ха;-шÿтлесе илтĕм майлă самантра.
- Юратнă мăшăрăмпа эпĕ ку тĕллеве те пурнăçлама хатĕр. Анне те ?çемьеленнĕренпех хунямăшне çапла чĕнет/ пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Ывăлăмăрсене ура çине тăратар-ха малтан,-йăл кулса хуравларĕ арçын ачасен амăшĕ.
Пепкесен асламăшĕ пирки аса илнĕ май аслă Алексеевсем пирки кĕскен асăнса хăварар.
Людмила Анатольевнапа Николай Викторович 1982 çулта мăшăрланнă. Кил хуçи арăмĕ Тăвайри тĕп больницăн бухгалтерĕнче 30 çул вăй хурать, çемье пуçĕн водительти ĕç стажĕ 40 çултан та иртет, паянхи кун вăл Тăвайри тĕп аптекăн автомашинипе рейс хыççăн рейс тăвать. Вĕсен аслă ачи, Виктор Николаевич çемйи пирки пĕлтертĕмĕр маларах. Хĕрĕ, Вера Николаевна, “Земство тухтăрĕ” программăпа тăван ялта пилĕк çул ĕçленĕ. Халĕ мăшăрĕпе, С.Сядаковпа Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Валентина Николаевна икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Мăшăрĕпе, А.Капитоновпа икĕ ывăл чун панă. Кирилпа Миша кукашшĕ-пе кукамăшне савăнтараççĕ. Венера аппăшĕ пекех сывлăх сиплевçин çулне суйласа илнĕ, Чăваш патшалăх университетĕ-нче “лечебное дело” программăна вĕренет. Вадим та вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти техникума çул тытнă, крановщик пуласшăн.
- Ачасем ÿссен тăван йăваран вĕçсе тухса каяççĕ. Çăмăл пулмарĕ, халĕ вара мăшăрăмпа, Николай Викторовичпа. Вĕсем пирĕн ята ямасса шанатпăр, пурте çĕршыва юрăхлă çын пулччăр,-тет шухăшлăн Л.Алексеева.
Амăшĕн кунĕ çывхарнă май Алексеевсем пек сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан туслă çемьесене саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Анне сăнарне илемлетсех пыччăр ача амăшĕсем.