24 ноября 2017 г.

Нумаях пулмасть Элпуç ялĕнче пурăнакан Воеводовсен çемйинче пысăк савăнăç пулчĕ: кĕçĕн ывăлĕ Владислав çартан таврăнчĕ. Вăл Кăнтăр Осети Республикинче службăра тăнă, водитель-механик пулнă. Пултаруллă салтакăн ашшĕпе амăшне командовани тав çырăвĕ янă. “Сирĕн ывăл Владислав пĕрремĕш кунсенченех хăйне тÿрĕ кăмăллă, дисциплинăллă, ĕçе юратакан, сăпайлă салтак пулнине кăтартрĕ. Вăл шанчăклă юлташ, çĕршыва чăн-чăн хÿтĕ-лекен. Ывăлăра тĕрĕс воспитани панăшăн тав тăватăп”,_тесе çырнă А.Кравцов полковник.
Владислав шкулта чухне тăрăшуллă та активлă ачасенчен пĕри пулнă: тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, КВН вылянă, “Эльен” пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле концертсем, спектакль хатĕрлесе куракансене савăнтарнă. Çавăнпа Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем Владислав Воеводовпа тĕлпулу ирттерме хавас пулчĕç. Вăл вĕсене çарти пурнăç çинчен каласа кăтартрĕ, яланах тăрăшуллă, пултаруллă, спортпа туслă пулмалла, терĕ.
Владислава çара ăсатнă чухне пиччĕшĕ Александр пехилленĕ: “Ман пекех тав çырăвĕпе таврăнмалла пултăр”. Хăй 2015 çулта çартан таврăннă. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ _ Надежда Михайловнапа Владимир Николаевич _ чăннипех те хăйсен ывăлĕсемпе мухтанма пултараççĕ.
Сăмах май, ашшĕпе аслă ывăлĕ хальхи вăхăтра Крымра Керченски кĕпер тунă çĕрте ĕçлеççĕ, амăшĕ Тăвайра çăкăр заводĕнче тăрăшать.