24 ноября 2017 г.
Чăваш чĕлхи! Мĕн тери çепĕççĕн те савăккăн илтĕ-нет вăл. Кирлĕ пулсан, хăватлăн та янăрать. Атте-анне, кукаçи-кукамай, асатте-асанне, мăн асаттесем калаçнă тăван чĕлхе, эс пурăн ялан. Ялта анчах мар, хулара та тăван чĕлхепе калаçатпăр, вăтанмастпăр. Юрлатпăр чăвашла, такмаксем каласа ташлатпăр чăвашла. Мĕн тери хитре янăрать чăваш юрри, чуна пырса тивет, хумхантарать те, култарать те, тепĕр чухне йĕртет те. Юррисенче мĕн чухлĕ ăслăлăх, тасалăх, лăпкăлăх. Пирĕн халăх мĕн авалтан юрланă, ĕçленĕ чухне те, ĕçлесе ĕшенсен те. Канма ларсан та юрă юхнă, чуна лăплантарнă. Хăнана кайсан тата мĕнлерех ташласа юрланă. Туйсенче такмакласа ташша çаптарнă, аслă вăйăра та карталанса юрă шăрантарнă. Уйрăмах ĕлĕкхи юрăсенче халăх шухăш-кăмăлĕ, нушипе савăнăçĕ яр-уççăн тухса тăрать.
Фольклор вăл _ чăвашлăхăн пĕр тымарĕ, йăхран йăха куçса пыракан мул, ăслăлăх. Чăваш Ен шайĕнче иртекен конкурссемпе фестивальсенче, Республика кунĕнче хамăр енчи йăла-йĕркене сăнласа пама тăрăшатпăр: туй, аслă вăйă, улах, çăварни юррисене юрлатпăр. Çакăн пек уявсем йĕркелени чăвашлăха манма памасть. Ламран-лама куçса пыракан чăваш юрри-ташшисемпе йăли-йĕркисене упраса хăварма май парать, вĕсене пирĕн анлăлатса, илемлетсе халăх çине кăлармалла. Çавна май “Тăрмăш” фольклор ушкăнне çÿрекенсем ялти юрра-кĕ- вве ăста аслă ÿсĕмри çынсемпе тĕл пулаççĕ, халăх сăмахлăхне çырса илеççĕ.
Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ, тум-юмĕ мĕнле хитре тата. Хушпу-тухья, ум çаккипе масмак, сурпан, чĕрçитти _ кашни хĕрарăмăн хăйĕн тĕрри, хăйне май илемĕ. Ал-ĕç ăстисем тав сăмахне тивĕç, тĕрлĕ тум хатĕрлеме пулăшаççĕ вĕсем пирĕн фольклор ушкăнне çÿ- рекенсем валли. Уйрăмах Венера Алексеевна Николаеван ĕçĕсем тĕрлĕ выставкăсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Нина Григорьевнапа Зоя Васильевна Семеновасем хушпу-тухья, ум çаккипе касите ăсталаççĕ, акă. Çавăн пекех тĕрленĕ алшăллисемпе, ĕлĕкхи япаласемпе те усă куратпăр уявсенче.
Куллен-кунах ăса туптатпăр эпир тăван чĕлхепе калаçса, вуласа, юрласа. Чăваш чĕлхипе сăмахĕ пулмасан юрри те пулмĕ. Пĕтме парас марччĕ хамăрăн чĕлхемĕре. Чĕлхе пĕтсен, чăваш халăхĕ те пĕтĕ.