24 ноября 2017 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, шкул ачисен кĕрхи каникулĕ вăхăтĕнче Енĕш Нăрваш шкулĕн спортзалĕнче районти шкулсенчи вĕрентекенсем хушшинче волейболла выляса асăну турнирĕ иртнĕ. Хăй вăхăтĕнче Енĕш Нăрваш шкулĕнче ĕçленĕ пултаруллă учительсем, район шайĕнче спортра тарăн йĕр хăварнă А.П.Егоров, В.В.Заплаткин, К.В.Петров ячĕсемпе çыхăнтарнă ку ăмăртусене. Кĕскен вĕсем пирки çакна калама пулать. А.П.Егоров Шупашкарти Чăваш патшалăх пединститучĕн физкультура уйрăмне вĕренсе пĕтерсе Енĕш Нăрваш шкулĕнче физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. Студент чухнех Мурманск облаçĕ-нче иртекен “Çурçĕр праçникĕ” ятлă тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче биатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. Районти тĕрлĕ ăмăртусенче темиçе хутчен те чемпион ятне çĕнсе илнĕ, унăн вĕренекенĕ-сем те республикăри ăмăртусенче тăтăшах малти вырăнсене йышăннă.
В.В.Заплаткин Енĕш Нăрваш шкулĕнче физика учителĕнче тăрăшнă. 1998 çулхине Тăвай районĕнче “Çулталăк учителĕ” конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнă, Республикăри “Çут çанталăк пулăмĕсем физика урокĕсенче” номинацире I -мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2000-2002 çулсенче Раççей тата Голланди çĕршывĕсен пĕрлĕхлĕ проектне хутшăннă, “Аслă категориллĕ учитель” ята тивĕçнĕ. Ленин ячĕллĕ колхоз командишĕн футболла выляса темиçе хутчен те район чемпионĕ пулса тăнă.
К.В.Петров шкулта ĕçленĕ тапхăрта шкул ачисем йышлăн тракторист правине алла илнĕ. “Авиамоделировани” тата “Судомоделировани” кружоксен членĕсем республикăри ăмăртусемпе конкурссене ăнăçлă хутшăннă. “Красная Чувашия” колхоз командишĕн футболла выляса икĕ хутчен район чемпионĕ пулнă тата ДСО “Урожай” кубокне çĕнсе илнĕ. Нăрваш шкулĕнчи учительсемпе пĕрле нумай ăмăртусенче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
А.П.Егоров, В.В.Заплаткин, К.В.Петров паянхи кунчченех ял-йыш тата учительсемпе çамрăксем хушшинче ырă асăмра.
Турнирта Элпуç, Йăнтăрчă, Тăрмăш, Çĕнĕ Пуянкасси, Тушкил, Енĕш Нăрваш шкулĕсен тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пĕрлештернĕ командисем тупăшнă. Шупашкар хулинчен килнĕ “Титан” ООО командин представителĕсем турнира уçнă вăхăтра Енĕш Нăрваш шкулне хаклă парнесем панă. Ăмăртусем хĕрÿ кĕрешÿре 5 сехет ытла тăсăлнă. Куçса çÿрекен кубока, иртнĕ çулхи пекех, вĕрентÿ пайĕн пĕрлештернĕ команди çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн, виççĕмĕшĕнче - Тушкилти вăтам шкулăн командисем. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене асăнмалăх медальсемпе призсем панă.