АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр патне çырăнмалли йĕрке çинчен

21 ноября 2017 г.

Хальхи вăхăтра пирĕнтен нумайăшĕ тухтăр патне лекес тесе регистратура умĕнче черетре тăрса вăхăтне ирттермест, йышăнăва электронлă регистратура урлă çырăнать. Меллĕ те питĕ хăвăрт. 2018 çулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак йĕрке кăштах урăхланать.
Улшăнусем мĕнпе çыхăннă-ха; Малашне шурă халатлă специалист патне электронлă мелпе çырăнас текен çыннăн патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче идентификаципе аутентификацин пĕрлехи тытăмĕнче ?ЕСИА теççĕ/ авторизациленмелле.
”Асăннă меслет граждансене харпăр уйрăм кабинетпа тата çăмăлраххăн ĕçлеме май парĕ: вĕсен патшалăхăн электронлă улшăнăвĕсемпе, çав шутрах медицинăпа çыхăннисемпе те, усă курас тесен хушма логинсене, парольсене астуса юлмалла пулмĕ. Çав хушăрах çĕнĕ майсем те уçăлĕç. Тĕслĕхрен, ЕСИА тытăмĕнче авторизациленсен çын хăй маларах медицина учрежденийĕсене мĕнле ыйтусемпе кайнин историне пăхма пултарать. Унсăр пуçне патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи “Манăн сывлăх” уйрăмра пациент хăйне хăш медицина организацийĕ çумне çирĕ-плетнине, страхлакан хăш компание суйланине пĕлме е çакна тума ыйтса заявлени çырма пултарать. Çавăн пекех хăйĕн электронлă медицина карттинчи информацие илме пултарать”, - пĕлтерчĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева.
Светлана Ивановна каланă тăрăх, врач патне çырăннă чухне тулли регистраци витĕр тухмасан та юрать, çын хăйĕн паспорчĕпе СНИЛС кăтартăвĕсене палăртни те çителĕклĕ. Паллах, унăн тухтăр патне хăш кун тата миçере каяссине те суйламалла. Сăмах май, пĕрлехи портал урлă вăл хăйĕн тăванĕсене те тухтăр патне çырăнмашкăн пулăшма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика