21 ноября 2017 г.
Шухăшласа кайрăм та, Тенеялĕнче паллакан тата лайăх пĕлекен çынсем сахал та мар иккен манăн. Пĕлменнисем луччĕ çукпа пĕрех пек. Аслăрах ÿсĕмри çынсем астăваççĕ пулĕ-ха, хăй вăхăтĕнче телевиденипе “Санта-Барбара” сериал пыратчĕ. Ăна чылай хушă пăхнăран-и, сериалти персонажсем урлă çав хулари нумай çынна палланă пек туйăнатчĕ. Тенеялĕпе те çавăн евĕрлĕ: унта тăтăшах пулнăран-и тата ялĕ те пысăк мартан çыннисене тăвансем пек çывăх куратăн. Пĕр-пĕр информацие çирĕплетме е ун пирки тĕплĕнрех пĕлмелле чухне час-часах пĕрин е теприн патне шăнкăравлатăп. Хирĕçлемеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Хăйсем те шăнкăрав яраççĕ кирлĕ чухне. Халь сотовăй телефонпа пĕр-пĕринпе çыхăнма йывăр мар-çке.
Тенеяльсем пирки халĕ те кăштах çырса кăтартас килет. Акă иртнĕ кунсенче “Новый путь” колхозра ветеринарта чунне парса ĕçленĕ Лидия Федоровна Иванован упăшки Николай Иванович 69 çул тултарнине пĕлтĕмĕр. Вăл хăй вăхăтĕнче тăван хуçалăхра Т-25 тракторпа, ялти пушар хуралĕнче машинăпа ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕ, Лидия Федоровна, декабрьте утмăл тултарать. Нумай çул ветеринарта тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пенсие тухнă вăл. “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Ĕмĕрĕпех канăçсăр чун-чĕреллĕ пулнă вăл, паян кун та çав йăлана пăрахаймасть. “Ветеринари пулăшăвĕ кирлĕ чухне нихăçан та турткалашса тăмасть. Фермăна та тухса утать, çынсем патне те”,-теççĕ тенеяльсем. Çавăнпа хисепĕ те пысăк. Сăмах майăн каласан, аппăшĕ Юлия Федоровна, пиччĕшĕ Петр Федорович _ пурнăçра кашниех ветеринарие суйласа илнĕ.
Лидия Федоровнана кĕçех утмăл çул, терĕмĕр. 41 çулне вара ялти ветеринарта тăрăшнă. Çакăнпа пĕрлех мăшăрĕпе пĕрле килте хуçалăх тытать, аппăшĕн ывăлĕпе хĕрне пăхса ÿстернĕ. “Питĕ сатур çын”,_терĕ ун пирки, сăмахран, 36 çул ялти библиотекăра ĕçленĕ Юлия Николаевна Егорова._ Паян кун та чĕннĕ-чĕнмен колхоз фермине васкать, вăкăршăн ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерет. Çынсем чĕнсен, вĕсем патне кайма ăшталанса ÿкет. Çапла вăл пирĕн”,_çирĕплетет хăйĕн шухăшне Юлия Николаевна.
Тенеялĕнче вара выльăх-чĕрлĕх усра- кансем чылайăн. Икшер ĕне тытакансем те пур. Хăйсем хирĕçлемеççĕ, ирĕк параççĕ пулсан, ячĕ-хушамачĕсене асăнма та пултаратăп: “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ Альбина Иванова, Сергей Павлов, Валерийпе Владислав Ананьевсем, хурт-хăмăр ăсти Александр Петров, Сергей Михайлов, бригадăра ĕçлекен Альбина Арсентьева тата ыттисем те. Хăшĕ-пĕрисен килхуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем _ ĕнесемпе пушмак тата çамрăк пăрусене пĕрле шутласа, ултă-çичĕ чуна та çитет. Тенеяльсем ĕлĕкренпех ĕçчен. Ямăттипе мар, ĕçлесе, тар кăларса тупăш кураççĕ. Уйрăм килхуçалăхсем, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, паян кунччен тенĕ пек виçшер сăвакан ĕне тытнă. Шел, сĕтне çав-çавах йÿнĕпе туянаççĕ. Никам витĕм кÿрекен те çук усламçăсене. Харпăр хăй килхуçалăхĕнчен сĕт паракансене “Ун пек тăвăр, капла тăвăр” тесе “ăс” пама хăтланакансем пур-ха вĕсем, тивĕçлĕ пулăшу паракансем çукрах. Хальхи саманара ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне сĕт укçипе е килти ытти хăш-пĕр продуктсем сутнипе кăна сыпăнтарса пыма пултарнине тарăннăн ăнланасшăн та мар.
Икшер сăвакан ĕне усракансем хушшинче чĕрĕк ĕмĕр ытла “Новый путь” хуçалăх ферминче ĕне сунă, халĕ тивĕçлĕ канури Альбина Сергеевнана та асăнтăмăр маларах. Вăл килĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă мăшăрĕн Вениамин Егоровичăн амăшĕпе Анастасия Михайловнапа пĕрле пурăнать. Ачисем килсех тăраççĕ-ха хуларан. Анчах ытти чухне килте иккĕшех. Анастасия Михайловна, çулĕпе тăхăрвуннăран иртнĕ пулин те, кинне килхуçалăхра вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Пĕлтĕрччĕ пулас, Анастасия Михайловна хăйсен тĕлĕнче тăратчĕ. Унччен те пулмарĕ, вĕсен тĕлĕпе çулпа иртсе пыракан çăмăл машина чарăнчĕ. Кабинăран ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Акконд” уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов тухрĕ. Вăл канмалли кунпа усă курса тăван ялне килнĕ пулнă ĕнтĕ. Валерий Николаевич Анастасия Михайловнана ытама илчĕ, çапла саламларĕ курăнать. Кула-кулах пĕр хушă темĕн çинчен ăшшăн калаçрĕç. Анастасия Михайловнан сывлăхĕпе, кил-терĕшĕпе интересленчĕ пулĕ тесе шухăшласа илтĕм. Эпĕ çитсе пынă çĕрелле машинипе тапранса кайрĕ Валерий Николаевич.
Тенеялĕнче ял çыннисем çеç мар, фермăра та ĕнесем усраççĕ. Юлашки çулсенче аллăран утмăл пуçа çитнĕ вĕсен йышĕ. Сĕт начар мар антараççĕ, продуктивлăхĕпе районти вăтам кăтартăва хăваласа пыраççĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле продукци туса илесси кăна мар, ĕнесен сĕт тухăçлăхĕ те ÿснĕ. Вĕсене Надежда Зайцевапа Луиза Гурьева машинăпа сăваççĕ. Чун хавалĕпе вăй хуракансем унччен те нумай пулнă фермăра, халĕ те ĕнесем шанчăклă алăсенче.
_ Тинтерех кăна-ха талăкра вăтамран вуншар кило сĕт антаратчĕç. Юлашки вăхăтра вара сăвăм чакса пырать, ĕнесем пăрулас умĕн сĕт пăрахса пыраççĕ,_терĕ хуçалăх ертÿçи Владислав Ананьев.
Ĕнесене паян кунчченех кĕтÿ кĕтнине те вăлах каларĕ. Кĕтÿçĕсем _ Владимирпа Владислав Гурьевсем. Чăн та, уйри апатсăр пуçне выльăхсене утă, çăнăх хушса параççĕ. Утта рулонласа упраççĕ. Сенаж хатĕрлеме вăй çитереймен. Вăл иртнĕ çултан юлни кăна пăртак пур. Çавăнпа ĕнесем массăллăн пăрулама тытăнсан сĕтеклĕ апат туянма тивмест-ши тесе те халех пуç ватать Владислав Николаевич. Килес çул вара выльăхсем валли пĕр çирĕм гектар кукуруза силослăх акса хăварас ĕмĕтлĕ. Ăна валли çĕрне сухаланă. Удобрени те пур, терĕ. Хам енчен эпĕ ăна “Аккондçăсем” кукурузăна кивелнĕ люцерна уйне пăсса акма тăрăшнине пĕлтертĕм. Вĕсен ялан тенĕ пекех масса начар мар пухăнать силослăх.
Тырă тухăçне хăпартас пирки те шухăшлать. Кирек епле пулсан та урпа вăрлăхне çĕнетесчĕ, вăрлăхпа пĕрле удобрени парса хăварасчĕ, тет. Пылак-пылак тенипех пыл çиеймĕн, паллах. Анчах ĕç хавалĕ пурри, ĕмĕт-шухăшсене пурнăçа кĕртме ăнтăлни, майсем шырани хăех пархатарлă. Вĕсем, тăруках пулмасан та, майĕпен ырă çимĕç кÿрессе шанма пулать.