АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци вăхăтĕнче - куравсем

21 ноября 2017 г.

“Искусство каçĕ” акци вăхăтĕ-нче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче ятарлă выставкăсем хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕрне чăвашсен чи паллă композиторне, Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ С.М.Максимов çуралнăранпа 125 çул çитнине (18.10.1892) халалланă. Вăл - Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Куравра унăн кун-çулĕ-пе, ăсталăхĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксем, Чĕмпĕрти учительсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă аттестатăн копийĕ, тĕрлĕ кĕнекесем тата ытти те. Халиччен пĕлмен тата ун çинчен çырса кăтартман ĕнентерÿ хучĕ те пур: С.М.Максимова чăннипех те Вăрмар районĕ-нчи Бати чиркĕвĕнче шыва кĕртни çинчен ĕнентерсе çырнă. Çак чиркĕвĕн кĕске историне тата пулас композитора шыва кĕртни (25.10.1892) çинчен ĕнентерÿ хутне Вăрмар тĕпчевçисем музейра пулнă чухне парнелесе хăварнă.
Музейри тепĕр курава Мускаври ГИТИСра проректорта, чăваш театр студийĕн заведующийĕнче, аслă преподавательте ĕçленĕ, “Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ” хисеплĕ ятпа чысланă Д.Д.Данилов ячĕпе уçнă. Ăна паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 115 çул çитнине (25.10.1902 ç.) халалланă. Тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем, статьясем вырнаçтарнă унта. Çĕнĕ документсем хушшинче Дмитрий Данилович ялти 2 класлă училищĕне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ свидетельство копийĕ пур. Музейри çĕнĕлĕхсемпе чи малтанах ялти вăтам шкулти 7-8 классенче вĕренекенсем интересленнĕ. Кĕрхи каникул хыççăн Енĕш Нăрвашри искусствăри паллă çынсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе ытти шкулсенчи ачасем, районти çынсем çĕнĕ çулчченех паллашма пултарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика